Талăкра çыннăн биоритмĕ темиçе хутчен те улшăнать. Тĕрлĕ биологи процесĕн активлăхĕ вăхăтпа пĕр килмест. Тĕслĕхрен, 13 сехетре çын пĕр минутра сывлассин кăтартăвĕ чи пысăкки, 18 сехетре – ӳт-пӳ температури (сывă çыннăн), юн пусăмĕ ӳсеççĕ. 23 сехетре юнри лейкоцитсен шайĕ ӳсет. Тапхăр-тапхăр ӳт-пӳ температурипе сывлассин ритмĕ улшăнни веществосен ылмашăвĕ çине витĕм кӳрет. Асăрхани вырăнлă: ӳт-пӳ температури чакни биологи сехечĕсен хăвăртлăхне те чакарать, çав вăхăтрах этемĕн пурăнас срокĕ ӳсет, температура пысăк чух пачах урăхла.
Кунсăр пуçне ăсчахсем акă мĕн асăрханă: талăкăн тĕрлĕ вăхăтĕнче пĕр органсем вăйлăрах ĕçлеççĕ, теприсем – юлхавлăрах. Çавăнпа орган вăйлă ĕçленĕ вăхăтра эмел ĕçсен усăллăрах пулать (тĕслĕхрен, чĕрепе аптракансен эмеле 11-13 сехетсенче ĕçме тăрăшмалла).
Халĕ сире органсем хăш вăхăтра вăйлăрах ĕçленин графикĕпе паллашма сĕнетпĕр:
3-5 сехетсем – ӳпкесем;
5-7 – хулăн пыршă;
7-9 – апат хуранĕ;
9-11 – сула;
13-15 – çӳхе пыршă;
11-13 – чĕре;
15-17 – шăк хăмпи;
17-19 – пӳресем;
19-21 – арлăх системи;
21-23 – ват хăмпи;
23-1 – апат хуранĕн парĕсем;
1-3 – пĕвер.