Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Чӳк 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728
2930
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Хисеплĕ вĕрентекенĕмĕр! Эсир шкулта ĕçлесе илнĕ тупăшăрпа çăмăл машина туянма пултарятăр-и?
Пурĕ миçе ответ: 27
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Эрнекун, 22.11.2024, 19:49
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2010 » Чӳк » 28
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Чÿкĕн 30-мĕшĕнче Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Шупашкарти 5-мĕш гимназине тухса хăйсен ларăвне ирттерме палăртаççĕ. Унта вĕсем чăваш чĕлхи аталанăвĕн тата унăн пуласлăхĕн ыйтăвĕсене сÿтсе явма пухăнаççĕ. Çавна май Чăваш халăх сайчĕ Чăваш Патшалăх Канашĕнче чăваш чĕлхин аталанăвĕн ыйтăвĕсене пăхса тухма шутланине, ăна сӳтсе явнине ырласа канашлăва чĕнет. 

    Чăваш чĕлхишĕн чи пĕлтерĕшлĕ утăмсем: 
    ● чăваш чĕлхине усă курассине ӳстересси — компьютера Windows вырнаçтарнă май унта тӳрех чăвашла çырмалли майсем пулмалла (шрифтсем, раскладка), пользователь вĕсене уйрăммăн лартмалла мар (пушкăртсен пек) /Microsoft ахаль çынсене итлесшĕн мар, патшалăх шайĕнче тухсан — ку ĕçе вĕсем тума тивĕç/; тавар упаковкинче чăвашла çырни пач та курăнмасть — çырмалла ман шутпа («Акконд» кăларакан канихвет курупки çине, тĕслĕхрен, вырăсла та, казахла та çырнă — чăвашла вара çук).
    ● чăваш наци радио ĕçне вăйлăлатасси. 50-60% мар, 100% пулмалла — мĕншĕн тесен ытти радиосемпе чăвашли çавах çук.
    ● чăвашла телевидени пуçарса ярасси.
    ● республикăн официаллă тĕп сайтне чăвашлатасси.
    ● чăваш чĕлхине популяризац ... Малалла вула »
    Миçе çын пăхнă: 716 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 28.11.2010 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Чӳкĕн 26-мĕшĕнче Шупашкарти Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ кил-йыш вулав центрĕнче «Асамлăх çулĕ» кĕнекен хăтлавĕ (презентацийĕ) пулчĕ. Кĕнекене 2008-2009 çулсенче Chuvash.Org сайт урлă ирттернĕ литература ăмăртăвĕсенче малти вырăнсене йышăннă шкул ачисемпе вĕрентекенсен хайлавĕсенчен калăпланă. 2008 çулта фантастика конкурсĕ, 2009 çулта — «Халап хапха тăрринче» юмахсен конкурсĕ иртнĕ. Çак конкурссене Николай Плотников Chuvash.Org сайтăн тĕп администраторĕпе Çĕрпӳ районĕнчи Михайловка шкулĕн директорĕ Владимир Андреев йĕркеленĕ.
    Николай Плотников конкурс ирттерме çăмăл марине, уйрăмах кĕнеке кăларма йывăр пулнине палăртрĕ. Анчах та çак ĕçе хăй кăмăлпа, юратса пурнăçланине пĕлтерчĕ. Конкурс вăхăтĕнче пухăннă ĕçсем хушшинче малти вырăнсене йышăннă хайлавсене кĕнекен халăх патне çитерме хутшăннă ытти çынсем те тухса сăмах каларĕç. «Асамлăх çулне» ӳкерчĕкĕсемпе илемлетме Çĕрпӳ районĕнчи Çырмапуç шкулĕнчи «Ăсталăх кĕперĕ» кружока çӳрекен ачасене явăçтарнă сăнарлă ăсталăх урокĕсене вĕрентекен, Çеçпĕл Мишши премийĕн л ... Малалла вула »
    Миçе çын пăхнă: 693 | | Комментарисем (1)| Хăш кун хушнă: 28.11.2010 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Кăçалхи çул Аннесен кунне 12-мĕш хут уявларăмăр, пĕрремĕш хут 1998 çулхи ноябрĕн юлашки вырсарникунĕнче паллă тунăччĕ. 12 çул хушшинче аннесен кунĕ кĕтнĕ уявсенчен пĕри пулса тăчĕ. Кашни çул эпир ăна тĕрлĕрен уявлатпăр.
    Аннесен кунне Рим хулинче пирĕн ĕмĕр пуçланиччен 250 çул каялла Кибела турă амăшĕ ячĕпе ирттернĕ. Вăл виçĕ куна тăсăлнă. Паянхи анне кунне йĕркелекенĕ Анна Джервис американка пулнă. Амăшĕ вилнĕ хыççăн çулталăкри пĕр куна аннесене халаллама ыйтса тĕрлĕ организацисене çыру çырнă вăл. Анна Джервис ĕмĕчĕ 1910 çулта пурнăçа кĕнĕ. Çак уява чи малтан Вирджини штатенче уявлама пуçланă. Кун хыççăн тĕрлĕ çĕршывра тĕрлĕ вăхăтра Аннесен кунне ирттерме тытăннă. Çак уяв кашни çыннах савăнтарать, ачисем вара амăшне ырă та ăшă сăмахсем калама тăрăшаççĕ, парнесем хатĕрлеççĕ, çирĕп сывлăх сунаççĕ. 
    Сайт администрацийĕ мĕн пур чăваш амăшне - аннесене, асаннесемпе кукамайсене - Аннесен кунĕ ячĕпе чĕререн саламлать. Пурнăçра ырлăх-сывлăх, телей, ăнăçу сунать. Чи кирли - ачисем хăйсен амăшĕсене ан манччăр, вĕсен ырă ятне çÿлте тытчăр, çемье чысне упраччăр. Вара амăшĕсем хăйсене чи телейлĕ çынсем тесе шутлĕç.  ... Малалла вула »
    Миçе çын пăхнă: 1310 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 28.11.2010 | Рейтинг:


    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)