Нарăс уйăхĕн 3-мĕшĕнче Шупашкарти 27-мĕш шкулта чăваш чĕлхине вырăс класĕнче вĕрентекенсен республикăри семинарĕн 2-мĕш тапхăрĕ иртрĕ. Унăн пĕтĕмĕшле теми: "Тăван чĕлхене вĕрентессипе тата сарассипе çыхăннă çĕнĕ меслетсем". Иккĕмĕш лару "Шкулта чăваш чĕлхине вĕрентес ĕçри электронлă хатĕрсем" темăпа иртрĕ. Семинара йĕркелекенсем - хулари 27-мĕш шкулпа "Язык успеха" ("Ăнăçу чĕлхи") ют çĕр-шыв чĕлхисен шкулĕ. Семинара Красноармейски районĕнчи учительсен пĕр ушканĕ те хутшăнчĕ. Вĕсем - салари 2-мĕш шкулта чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсем З.П.Михайловăпа В.М.Михайлов, Трак чăвашла-нимĕçле гимнази вĕрентекенĕ И.Н.Антонова тата Пикшик шкулĕн вĕрентекенĕ Л.А.Тихонова.
Семинара хутшăннисем асăннă шкулăн 2, 3 тата 5-мĕш класĕсенчи чăваш чĕлхи урокĕсенче электронлă ÿкерчĕклĕ словарьпе, телекоммуникаци технологийĕсемпе, информаципе коммуникаци ресурсĕсемпе тата Чăвашла интернетпа усă курас ыйтусемпе çыхăннă уçă уроксем итлерĕç. Уроксене Сармосова Г.Л. - пĕрремĕш категориллĕ учитель, Кузмина О.И. - иккĕмĕш категориллĕ учитель, Еслюкова Е.И. - пĕрремĕш категориллĕ учитель, Гурьева Т.Н. - 5-мĕш гимназири пĕрремĕш категориллĕ учитель пачĕç.
...
Малалла вула »