Вун тăхăр çул пĕр улшăнми Тутарстан республикин ертӳçинче тăрăшнă хыççăн иртнĕ эрнере Минтимер Шарипович Шаймиев март уйăхĕнче Президент вырăнне хăварасси пирки пĕлтерчĕ. Çак хыпар пурне те хумхантарчĕ пулмалла. Тутарстан суверенлă республика пулса тăнăранпах ун умĕнче Минтимер Шаймиев тăнă-çке. Ăслă, çивĕч туйăмлă, пысăк тавракурăмлă, пуян опытлă политик пулнă май, Минтимер Шарипович çак хушăра Тутарстана кая юлса пыракан субъектсен шутĕнчен туртса кăларса вăйлă аталану çулĕ çине тăратрĕ. Çапла, пирĕн нефть пур, анчах çут çанталăк ресурсĕсемпе пĕлмесĕр усă курсан экономикăна çирĕплетеймĕн. Тутарстан çирĕпленсе ура çине тăрсан ТР Президенчĕн тимлĕхĕ социаллă сфера çине куçрĕ. Çак тапхăрта республикăра мĕн чухлĕ социаллă программа хута кайнине пурте пĕлетпĕр. Ялта çуралса ӳснĕ Минтимер Шариповичшăн ял хуçалăхĕ те яланах малти вырăнта пулнă. Ял хуçалăхне инвестицисем хывма çул уçса пани чылай йывăрлăхран тухма пулăшрĕ. Çак çĕнĕлĕхпе килĕшменнисем те пулчĕç, паллах, анчах вырăнти çитменлĕхсем ытларах ку чухне совеçĕ тасах мар инвесторсемпе çыхăннă. Президентăн тепĕр ăслă утăмĕ – республика экономикине Раççей, тĕнче шайĕнчи мероприятисене ирттерсе çирĕплетесси пулч
... Малалла вула »
Миçе çын пăхнă: 664 | | Комментарисем (0)|
Хăш кун хушнă: 06.02.2010
| Рейтинг: