"Кризис кÿнĕ сиене пĕтерес енĕпе çеç ĕçлени çителĕксĕр. Малалла та талпăнмалла, çак тĕллевпе кашни ертÿçĕн çĕнĕ ресурссемпе усă курмалла”, - ЧР Министрсен Кабинечĕн кĕçнерни кун иртнĕ ларăвне Николай Федоров Президент çак сăмахсемпе пуçланиех тишкерекен ыйтăвăн пысăк пĕлтерĕшне палăртрĕ-тĕр. Сăмах Чăваш Республикин 2010 çулхи тата планпа пăхнă 2011 тата 2012 çулсенчи бюджечĕ çинчен калакан саккуна улшăнусем кĕртесси тавра пычĕ.
Улшăнусен сăлтавĕ кăмăллă: бюджет палăрмаллах пысăкланать - 2,2 млрд тенкĕлĕх. Президент палăртнă тăрăх, лару умĕн хушма укçана мĕнле тĕллевсемпе ярасси пирки Правительство пуçлăхĕпе, финанс министрĕпе самай çивĕч калаçу пулнă. Çапла ĕнтĕ, укçа тавлаштарать.
Хушма укçа çăл куçĕсем ăçтан тупăннă-ха? Николай Васильевич малтанах промышленноç производстви ерипен çĕнĕрен вăй илме тытăннине палăртрĕ. Çакă предприятисен тупăшне те пысăклатать, бюджета та пуянлатать. Çапах тĕп тĕрев - кăрлач уйăхĕнчи пулăмсем. Тĕрĕсрех, кăрлачăн 25-мĕшĕнчи... Çав кун Шупашкара Раççей Правительствин пуçлăхĕ Владимир Путин килсе кайрĕ. Çавна май федераци бюджетĕнчен хушма укçа илмелли майсем çуралнă. "Çакна В.Путин пирĕн ĕçе тивĕçлипе хаклани те çир
...
Малалла вула »