Нарăс уйăхĕн 3-мĕшĕнче Шупашкарти 27-мĕш шкулта чăваш чĕлхине вырăс класĕнче вĕрентекенсен республикăри семинарĕн 2-мĕш тапхăрĕ иртрĕ. Унăн пĕтĕмĕшле теми: "Тăван чĕлхене вĕрентессипе тата сарассипе çыхăннă çĕнĕ меслетсем". Иккĕмĕш лару "Шкулта чăваш чĕлхине вĕрентес ĕçри электронлă хатĕрсем" темăпа иртрĕ. Семинара йĕркелекенсем - хулари 27-мĕш шкулпа "Язык успеха" ("Ăнăçу чĕлхи") ют çĕр-шыв чĕлхисен шкулĕ. Семинара Красноармейски районĕнчи учительсен пĕр ушканĕ те хутшăнчĕ. Вĕсем - салари 2-мĕш шкулта чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсем З.П.Михайловăпа В.М.Михайлов, Трак чăвашла-нимĕçле гимнази вĕрентекенĕ И.Н.Антонова тата Пикшик шкулĕн вĕрентекенĕ Л.А.Тихонова. Семинара хутшăннисем асăннă шкулăн 2, 3 тата 5-мĕш класĕсенчи чăваш чĕлхи урокĕсенче электронлă ÿкерчĕклĕ словарьпе, телекоммуникаци технологийĕсемпе, информаципе коммуникаци ресурсĕсемпе тата Чăвашла интернетпа усă курас ыйтусемпе çыхăннă уçă уроксем итлерĕç. Уроксене Сармосова Г.Л. - пĕрремĕш категориллĕ учитель, Кузмина О.И. - иккĕмĕш категориллĕ учитель, Еслюкова Е.И. - пĕрремĕш категориллĕ учитель, Гурьева Т.Н. - 5-мĕш гимназири пĕрремĕш категориллĕ учитель пачĕç. Уроксене сÿтсе явнă хыççăн вĕрентекенсем шкулăн пысăк залне пуçтарăнса канашлу ирттерчĕç. "Вики тата Google серверсен верентÿ ресурсĕсемпе усă курасси" темăпа 5-мĕш гимназири пĕрремĕш категориллĕ учитель Гурьева Т.Н. тухса калаçрĕ. Красноармейски иккĕмĕш шкулĕн аслă категориллĕ учителĕ Михайлов В.М. "Компьютерпа усă курса чăвашла текст çапасси, ăна Интернета вырнаçтарасси тата чăвашла сайт тăвасси" темăпа тухса калаçрĕ, хăйĕн ĕç опычĕпе паллаштарчĕ. Унтан "Язык успеха" ют çĕр-шыв чĕлхисен шкулĕн коммерци пуçлăхĕ Блинов А.В. " Электронлă почтăпа ăнăçлă усă курасси, пĕр-пĕр темăпа çыхăннă рассылкăпа форум ĕçне хутшанасси" темапа тухса калаçрĕ. Кофе-тăхтав хыççăн "Курăмлă пособи хатĕрлесси" тата "Чăвашла пĕлнин кирлĕлĕхне ачасене ĕнентересси" пайăр темăсемпе уйрăм ушкăнсене пайланса миме штурмĕ ("мозговой штурм") иртрĕ. Семинар ларăвĕ ăнăçлă иртрĕ. Унта хутшăннисем хăйсен пĕлĕвне ÿстерни çинчен ĕнентерекен сертификат илчĕç. Ку семинарăн 3-мĕш ларăвĕ пуш уйăхĕн 16-мĕшĕнче Шупашкар хулин 4-мĕш гимназийĕнче иртĕ. Çыпăçтарнисем: |