2010 çула çамрăк ăрăва пурнăç çулĕ çине кăларакансене халалланă май, Чăваш Республикин Вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министерствипе "Тантăш" хаçат редакцийĕ учительсен хушшинче "Ырă кăмăллăх педагогики" ФОТОКОНКУРС ирттересси çинчен пĕлтереççĕ.
Фотоконкурс тĕллевĕ: кăмăл-сипет, педагогика, çемье ыйтăвĕсене, вăтам, аслă классенче вĕренекен яшсемпе хĕрсен хутшăнăвĕсене, çамрăк ăру пурнăçне курăмлă информаци мелĕпе çутатасси.
Фотоконкурс икĕ ушкăнпа иртет: тематика тата жанр. Тематика номинацийĕн ушкăнĕсем: "Учителĕм ăсатрĕ хурланса”, "Ик хут иккĕ – тăваттă”, "Педагог тĕлĕнтермĕшĕсем”, "Шкул чÿречи кăвак тÿпере...”, "Шкул: çунатлă çамрăклăх”, "Тунти кунччен пурăнар”, "Пирĕн Нестор Петрович”. Жанр номинацийĕн ушкăнĕсем: портрет, ушкăн портречĕ, производство портречĕ, фоторепортаж, фотоочерк, пейзаж, натюрморт, фотоэтюд, интерьер, экстерьер, фотофильм, фотоколлаж.
Фотоконкурс 2010 çулхи раштав уйăхĕн 31-мĕшĕччен пырать.
Конкурс условийĕ: жюри 10х15, 15х21 форматпа пичетленĕ сăн ÿкерчĕксене пăхса тухать, вĕсен çумне СD-R, DVD-R дисксем çине çырнă фотохайлавсен электронлă варианчĕсем пулмалла. Авторсен çавăн пекех номинаци тата ушкăн ячĕсене палăр
...
Малалла вула »