Нарăсăн 3-мĕшĕнче Чăваш Республикин Вĕренÿ институчĕн чăваш чĕлхипе литератури кафедри йĕркеленипе "10-11 классен чăваш литератури учебникĕсемпе хрестоматийĕсем" темăпа çавра сĕтел иртрĕ. Çавра сĕтел тĕллевĕ - авторсене учебникпа хрестоматисен çĕнĕ кăларăмĕ валли сĕнÿ парасси. Калаçăва кашни районтанах килнĕ вĕрентекенсем хутшăнчĕç. Форума Чăваш Республикинчи тăван чĕлхе вĕрентекенĕсен ассоциацийĕн ертÿçи Г.Л.Никифоров уçрĕ. Чи малтанах 10-мĕш класăн вĕренÿ кĕнекин авторĕ В.Г.Родионов профессор тата 11-мĕш класс вĕренÿ кĕнекин авторĕ Г.И.Федоров профессор сăмах илчĕç, çĕнĕ кĕнекесен тытăмĕ çинчен каласа пачĕç. Чăваш Республикин Вĕрентÿ министерствин тĕп специалисчĕ И.В.Ядранская, Вĕренÿ институчĕн чăваш чĕлхипе литератури кафедрин пуçлăхĕ Ю.М.Виноградов, Чăваш наци лицейĕн вĕрентекенĕ Г.Л.Никифоров, Шупашкар районĕнчи Кăшавăш шкулĕн вĕрентекенĕ Е.А.Майков, Тăвай районĕнчи Йăлтăрчă шкулĕн вĕрентекенĕ Г.П.Васильева, Красноармейски районĕнчи Трак чăвашла-нимĕçле гимнази вĕрентекенĕ И.Н.Антонова, Пикшик шкулĕн вĕрентекенĕ Л.А.Тихонова тата ытти тухса калаçакансем ку чухнехи вĕренÿ кĕнекисен тытăмĕпе содержанине тишкерчĕç, вĕсен çитменлĕхĕсене палăртрĕç. Кунсăр пуçне çитес вăхăтра пичетлеме палăртнă вĕренÿ кĕнекисен содержанийĕпе тытăмне пурнăç ыйтăвне тивĕçтерекен, ачасен ăс-тăнне аталантаракан, вĕсен кăмăл-сипечĕпе тата тавра курăмĕпе килĕшсе тăракан улшăнусем кĕртме ыйтрĕç, усăллă сĕнÿсем пачĕç. Красноармейски иккĕмĕш шкулĕн вĕрентекенĕ В.М.Михайлов чăваш литератури урокĕсенче Интернет ресурсĕсемпе анлăн усă курасси, Инçетсарăм тытăмĕнче чăвашла сайтсем йĕркелессин меслечĕсем çинчен каласа кăтартрĕ. Çавра сĕтел тухăçлă иртрĕ. Çыпăçтарнисем: |