Çак кунсенче республикăра Чăваш Ен Мăсăльмансен тĕн управленине йĕркеленĕренпе 15 çул çитнине халалланă мероприятисем иртеççĕ.
Аса илтерер: асăннă управлени 1994 çулхи çу уйăхĕнче Патăрьел районĕнчи Шăнкăртам салинче Раççей Мăсăльмансен тĕн тĕп управленийĕн аслă муфтийĕ Шейх-уль-ислам Талгат Сафа Таджутдин ертсе пынипе чăмăртаннă. Çавăнтанпа унăн председателĕнче - Альбир-хазрат Крганов муфти.
Революциччен Чăваш Ен территорийĕнче 38 мечĕт пулнă. Совет влаçĕ вăхăтĕнче вĕсенчен 36-шне хупнă. Халĕ тĕн управленийĕн йышĕнче 38 организаци, 14 ушкăн, вырсарни шкулĕсем 7. Мăсăльмансен прихучĕсем Шупашкар, Улатăр, Çĕнĕ Шупашкар, Çĕмĕрле хулисенче те пур.
Тĕн управленине йĕркеленĕренпе 15 çул çитнĕ ятпа иртекен мероприятисем патне таврăнса çакна калама пулать: уяв ярăмне виçĕм кун Патăрьел районĕнчи Шăнкăртамра регионта тăваттăмĕш хут иртекен вулав уçнă. Унăн кăçалхи теми - “Çамрăксене тĕн тата кăмăл-сипет воспитанийĕ парас ĕçри Ислам вырăнĕпе пĕлтерĕшĕ”. Ăна Шăнкăртамри 2-мĕш вăтам шкул никĕсĕ çинче йĕркеленĕ. Шкулта республикăри Мăсăльман тĕн управленийĕн ĕçĕпе паллаштаракан “Пирĕн пурнăç” курав йĕркеленĕ.
Чăваш Республикинче пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 511 учреждени. Вĕсенчен 65% чăваш, 31% вырăс, 3% тутар тата 1% мордва чĕлхиллĕ шкулсем. Чăваш тата тутар чĕлхиллисенче уроксене 1-мĕш класран пуçласа 5-мĕш класс таран тăван чĕлхепе ертсе пыраççĕ.
Методикăпа вĕрентÿ базине çулсерен çĕнетеççĕ. Учительсен квалификаци категорине ÿстерес ĕçе те пăрахăçламаççĕ. Çапла тăван чĕлхене вĕрентекенсенчен 98% - аслă пĕлÿллĕ. Юлашки виçĕ çулта республикăри чăваш чĕлхин 45 учителĕ РФ тата ЧР Президенчĕсен гранчĕсене тивĕçнĕ.
Чи хăюллисем, маттуррисем
РЕСПУБЛИКĂРИ шкулсенче пине яхăн тăван чĕлхе вĕрентекенĕ вăй хурать. Кăçал ЧР Вĕрентÿпе çамрăксен политикин министерстви, Вĕрентÿ институчĕ тата Чăваш наци конгресĕ чăваш чĕлхи вĕрентекенĕсен пĕрремĕш конкурсне ирттерме тĕллев тытнă. Ăмăрту девизĕ: “Эпир пулнă, пур, пулатпăр”. Тĕрĕссипе, конкурса 2006 çултах йĕркелеме палăртнă. Ун чухне республикăри чăваш чĕлхипе литературин вĕрентекенĕсен ассоциацийĕ никĕсленнĕ. Конкурс çĕнтерÿçи Раççейри тăван чĕлхене вĕрентекенсен ăмăртăвĕнче вăй виçĕ. 2007 çулта унта Шупашкар районĕн Кăшавăш вăтам шкулĕн учителĕ Е.А.Майков хутшăннă, 2008 çулта Шупашкарти 12-мĕш вăтам шкулта тăрă
... Малалла вула »
Миçе çын пăхнă: 859 | | Комментарисем (0)|
Хăш кун хушнă: 19.10.2009
| Рейтинг:
Как ранее сообщало ИА REGNUM Новости, на реконструкцию памятника было направлено около 10 млн рублей. Напомним, памятник В.И.Ленину уже не раз в этом году оказывался в центре внимания как власти, так и общественности. Впервые он был поднят и вызвал дискуссии в мае 2009 года, на очередном заседании Совета по стратегическому развитию. Тогда вопрос о памятнике был неожиданно для всех поднят в ходе рассмотрения «гуманитарных аспектов развития современной архитектуры и строительства в Чувашии». Хотя в контексте обсуждения вопрос и относился к политике, но исключительно градостроительной. Ещё тогда глава Чувашии Николай Федоров свернул дискуссии, подчеркнув, что это — вопрос политический и памятник останется на своём историческом месте. После публикации на ленте ИА REGNUM Новости данного вопроса, на одном из популярных чебоксарских форумов началось обсуждение среди интернет-пользователей. Было также открыто голосование, в котором, по данным на 19 июня, приняли участие 319 человек. Из проголосовавших 154 считают, что реконструкцию площади Республики проводить не стоит. Остальные 165 — за реконструкцию, причём 75 из них полагают, что при этом памятник нужно перенести в
... Малалла вула »
Миçе çын пăхнă: 688 | | Комментарисем (0)|
Хăш кун хушнă: 19.10.2009
| Рейтинг: