Кăмпа - çут çанталăкăн тĕлĕнмелле паха парни. Вăл какай пек юна йÿçĕтмест тата организма шлаксемпе вараламасть. Кăмпасене çут çанталăкăн мини-аптечки тесен те йăнăш мар, мĕншĕн тесен вĕсенче тĕрлĕ чиртен пулăшакан сиплĕ япаласем пур.
КАНЛĔ çывăрма, нервсене лăплантарма ĕлĕк аш кăмпипе /вешенка/ усă курнă. 50 грамм чĕрĕ кăмпана вакламалла, 750 грамм кагора ярса пĕр эрне сивĕтмĕшре тытмалла. Каçхине çывăрма выртас умĕн пĕр черкке /30 мл/ ĕçмелле. Пĕр эрнерен ыйхă йĕркене кĕрет, сăлтавсăр тарăхасси, куççуль юхтарасси иртет.
Урари варикоз сеткисенчен çамрăк хĕрлĕ ăвăс кăмпи /подосиновик/ витĕмлĕ. 5-6 кăмпа шĕлепкине пăтă пуличчен лÿчĕркемелле, вазелинпа маç пуличчен пăтратмалла. Ăна сивĕтмĕшре упрамалла. Маçа урари палăрса тăракан вĕтĕ юн тымарĕсене массаж хусканăвĕсемпе сĕрмелле. 3-4 кунранах вĕсем шупкалма пуçлаççĕ.
Сапаланчăк склероз /рассеянный склероз/ аптратсан типĕтсе çăнăх пуличчен авăртнă 10 грамм чăрăш кăмпине е хыр кăрăçне /рыжик/, 10 грамм шурă кăмпана /белый гриб/, 10 грамм çумăр кăмпине /дождевик/ 750 милилитр кагора ярса 7 кун лартмалла. Кунне 4 хут апатчен 1-ер апат кашăкĕ сывлăх лайăхланма пуçличченех ĕçсе пурăнмалла. Çур çул с
...
Малалла вула »