Çак кунсенче республикăра Чăваш Ен Мăсăльмансен тĕн управленине йĕркеленĕренпе 15 çул çитнине халалланă мероприятисем иртеççĕ.
Аса илтерер: асăннă управлени 1994 çулхи çу уйăхĕнче Патăрьел районĕнчи Шăнкăртам салинче Раççей Мăсăльмансен тĕн тĕп управленийĕн аслă муфтийĕ Шейх-уль-ислам Талгат Сафа Таджутдин ертсе пынипе чăмăртаннă. Çавăнтанпа унăн председателĕнче - Альбир-хазрат Крганов муфти.
Революциччен Чăваш Ен территорийĕнче 38 мечĕт пулнă. Совет влаçĕ вăхăтĕнче вĕсенчен 36-шне хупнă. Халĕ тĕн управленийĕн йышĕнче 38 организаци, 14 ушкăн, вырсарни шкулĕсем 7. Мăсăльмансен прихучĕсем Шупашкар, Улатăр, Çĕнĕ Шупашкар, Çĕмĕрле хулисенче те пур.
Тĕн управленине йĕркеленĕренпе 15 çул çитнĕ ятпа иртекен мероприятисем патне таврăнса çакна калама пулать: уяв ярăмне виçĕм кун Патăрьел районĕнчи Шăнкăртамра регионта тăваттăмĕш хут иртекен вулав уçнă. Унăн кăçалхи теми - “Çамрăксене тĕн тата кăмăл-сипет воспитанийĕ парас ĕçри Ислам вырăнĕпе пĕлтерĕшĕ”. Ăна Шăнкăртамри 2-мĕш вăтам шкул никĕсĕ çинче йĕркеленĕ. Шкулта республикăри Мăсăльман тĕн управленийĕн ĕçĕпе паллаштаракан “Пирĕн пурнăç” курав йĕркеленĕ.
Вулав хыççăн унта хутшăннисем “Гулистан” медресене çитсе курнă, унта вĕренекенсемпе тĕл пулнă. Каç енне хăнасем Комсомольски районĕнчи Урмаелне çул тытнă. Кунта “Кара Пулат” мечĕтĕн пĕрремĕш черечĕн уявĕ иртнĕ. Ун хыççăн ялти социокультура центрĕнче мăсăльман юррисен “ART-MEDHIA” регионти фестивалĕ уçăлнă.
Ĕнер Шупашкарта ытти мероприяти - “çавра сĕтел”, савăнăçлă пуху, гала-концерт - иртнĕ.
Çыпăçтарнисем: |