Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Юпа 2009  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
262728293031
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Мĕн вăл Çĕнĕ Çул парни?

Пурĕ миçе ответ: 94
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Юнкун, 18.12.2024, 21:11
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2009 » Юпа » 13
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Кризис Тутарстан айккипе пырать: центртан килекен укçа юхăмĕ татăлмасть, ĕçсĕрлĕх лару-тăрăвĕ те çĕршывринчен самай аван, регионти пĕтĕмĕшле тупăш (ВРП) чакнин прогнозĕ 3 процент çеç. Шаймиев Президентăн хăйĕн соципотекипе шкулсенче тутар чĕлхине лăпкăн сыхласа хăварма майсем пур. 
    Кăçал çулла Санкт-Петербургра иртнĕ экономика форумĕнче Минтимер Шаймиев журналистсене 2010 çулта хăйĕн полномочийĕсем вĕçленсен урăх влаçра юлмасси çинчен пĕлтернĕ. Палăртмалла, республикăра шăпах Президент тăрăшнипе темиçе пысăк проект пурнăçланса пырать. Тĕслĕхрен, вĕсенчен пĕри урăх нихăш регионта та çук проект – социаллă ипотека, кăçал çак программăпа 40 процент çурт-йĕр тумалла, тата вырăнти тавар тăвакансене тĕрев памалли мерăсен комплексĕ. 
    Вăл влаçпа сывпуллашас тенине халăх лăпкă йышăнчĕ. Аналитиксен пĕр пайĕ çакна политика маневрĕ тесе те каларĕ. Регион пуçлăхĕ çакна Кремльтисем шухăша кайччăр тесе юри каланă имĕш: кризис пынă вăхăтра çĕршывăн чи тĕреклĕ регионĕнче çакнашкал пысăк улшăнусем кирлĕ-и вĕсене? Анчах 2008 çулхи сентябрьте Президентăн ун чухнехи пресс-секретарĕ Ирек Муртазин хăйĕн блогĕ урлă сарнă Шаймиев вилнĕ текен хыпар вара нумай шăв-шав çĕклерĕ, пĕр-и ... Малалла вула »
    Миçе çын пăхнă: 751 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 13.10.2009 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Лавккара туянакан апат-çимĕç упаковкисем çинче час-часах Е сас палли çырнине куратпăр. Çакă апат хушăмĕсем пуррине пĕлтерет. Вĕсенчен нумайăшĕ пирĕн организма сиен кӳме пултарать, çавăнпа та Е-кодсене вулама пĕлмелле.
    Е100 – 199 – СĂРĂСЕМ
    Уйрăмах хĕрлĕ тата сарă сăрăсем сиенлĕ. Вĕсем аллерги пама пултараççĕ. Тĕслĕхрен, Е102 – тартразин, Е120 – кармин. Вĕсене кондитер изделийĕсем, мороженăй, газлă шывсем хатĕрленĕ чух усă кураççĕ. Е124 хушăмлă продуктсене туянма тăрăшмалла мар: вĕсене пула астма аталанма пултарать. Е171 – 173 кодлă сăрăсем пĕверпе пӳрешĕн сиенлĕ. 
    Е200 – 299 – КОНСЕРВАНТСЕМ
    Е250 тата Е251 кодлă апатсенчен пăрăнма тăрăшăр: кусем натрин нитричĕпе нитрачĕ – наркăмăшлă веществосем. Шел пулин те, çак консервантсемпе паян кунчченех усă кураççĕ. Ара, шăпах вĕсем кăлпассие илемлĕ тĕс кӳреççĕ-çке. Натрин нитричĕпе нитрачĕ çынна рака яма та пултарать, аллергипе, пуç, пĕвер ыратнипе аптраттарать. 
    Асра тытăр! Натрин нитричĕпе нитрачĕ организма сахалрах сиен кӳтĕр, ăш-чикрен тухтăр тесен кăлпассие пахча çимĕçпе пĕрле çийĕр.
    Улма-çырлана хăвăрт ан пăсăлтăр тесе Е230, Е231 тата Е232 консервантсемпе тирпейлеççĕ, консервăсем çине те хушаççĕ. Ф ... Малалла вула »
    Миçе çын пăхнă: 797 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 13.10.2009 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Организмра пухăнакан тăвара ирĕлтермелли меслетсем пайтах. Мана хĕвел çаврăнăш тымарĕнчен тунă чей лайăх пулăшрĕ. Çавăнпах кăçал пахчана хĕвел çаврăнăш нумай акрăм – пăхма та киленӳ, сипленме те шеп кăна.
    Тымарсене çапла хатĕрлемелле: чакаласа кăлармалла, хулăн пайне çăмламас тымарĕсенчен тасатмалла, çуса хĕвел ӳкмен çĕрте типĕтмелле. Чей тăвас умĕн тымара вĕтететĕп.
    3 литр шыв валли 1 стакан типĕтнĕ тымар илетĕп. Вĕреме кĕрсен 1-2 минут вĕрететĕп те марля витĕр сĕрсе илетĕп. Анчах тымарсене пăрахмастăп. Чее 2-3 кунра ĕçсе яратăп та çак тымарсенех тепĕр хут вĕрететĕп, анчах хальхинче ытларах вăхăт – 5 минут. 3 литр чее татах 2-3 кун ĕçетĕп. Виççĕмĕш хут та чее çав тымарсемпех хатĕрлемелле, анчах 10-15 минутран кая мар вĕретмелле. Тепрехинче чей хатĕрленĕ чух «çĕнĕ» тымарсем илмелле, вĕсемпе те виçĕ хут усă курмалла.
    Тăварсем организмран икĕ эрнерен кăна тухма пуçлаççĕ, чее вара пĕр уйăх ĕçмелле. Сиплĕ чей ĕçнĕ чух «çивĕч», тăварлă апат çимелле. Вăхăтлăха вегетарианецсен апачĕ çине куçсан тата лайăхрах. Çак вăхăтра типĕтнĕ улма-çырла çиме тăрăшмалла (организм çухатакан усăллă тăварсемпе пуянланать).
    Çакăн пек процедурăсене эпĕ çулталăкра икĕ хут иртт ... Малалла вула »
    Миçе çын пăхнă: 678 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 13.10.2009 | Рейтинг:


    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)