Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Юпа 2009  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
262728293031
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Мĕн вăл Çĕнĕ Çул парни?

Пурĕ миçе ответ: 94
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Юнкун, 18.12.2024, 20:57
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2009 » Юпа » 19 » «ВĔРЕНТЕКЕН КИРЕК ХĂÇАН ТА ÇĔНТЕРŸÇĔ» ("Хыпар" 16.10.2009)
    «ВĔРЕНТЕКЕН КИРЕК ХĂÇАН ТА ÇĔНТЕРŸÇĔ» ("Хыпар" 16.10.2009)
    20:45
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Чăваш Республикинче пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 511 учреждени. Вĕсенчен 65% чăваш, 31% вырăс, 3% тутар тата 1% мордва чĕлхиллĕ шкулсем. Чăваш тата тутар чĕлхиллисенче уроксене 1-мĕш класран пуçласа 5-мĕш класс таран тăван чĕлхепе ертсе пыраççĕ. 

    Методикăпа вĕрентÿ базине çулсерен çĕнетеççĕ. Учительсен квалификаци категорине ÿстерес ĕçе те пăрахăçламаççĕ. Çапла тăван чĕлхене вĕрентекенсенчен 98% - аслă пĕлÿллĕ. Юлашки виçĕ çулта республикăри чăваш чĕлхин 45 учителĕ РФ тата ЧР Президенчĕсен гранчĕсене тивĕçнĕ.

    Чи хăюллисем, маттуррисем

    РЕСПУБЛИКĂРИ шкулсенче пине яхăн тăван чĕлхе вĕрентекенĕ вăй хурать. Кăçал ЧР Вĕрентÿпе çамрăксен политикин министерстви, Вĕрентÿ институчĕ тата Чăваш наци конгресĕ чăваш чĕлхи вĕрентекенĕсен пĕрремĕш конкурсне ирттерме тĕллев тытнă. Ăмăрту девизĕ: “Эпир пулнă, пур, пулатпăр”. Тĕрĕссипе, конкурса 2006 çултах йĕркелеме палăртнă. Ун чухне республикăри чăваш чĕлхипе литературин вĕрентекенĕсен ассоциацийĕ никĕсленнĕ. Конкурс çĕнтерÿçи Раççейри тăван чĕлхене вĕрентекенсен ăмăртăвĕнче вăй виçĕ. 2007 çулта унта Шупашкар районĕн Кăшавăш вăтам шкулĕн учителĕ Е.А.Майков хутшăннă, 2008 çулта Шупашкарти 12-мĕш вăтам шкулта тăрăшакан А.П.Игнатьева ăмăртнă. Вăл “Чи лайăх эссе” номинацире мала тухнă. Чăваш чĕлхине вĕрентекенсен пĕрремĕш конкурсĕнче вун тăваттăн тупăшрĕç. Вăл ЧР Вĕрентÿ институтĕнче юпа уйăхĕн 8-9-мĕшĕсенче иртрĕ. Сăмах май, институтра кашни ытлари кун чăвашла калаçаççĕ. Килен-каян вырăсла пуплесен та вĕрентÿ заведенийĕн ĕçченĕсем пуçарăва тĕпе хураççĕ. Ăмăртуçăсене саламланă май жюри председателĕ Ю.М.Виноградов конкурсра пĕр-пĕрин ăсталăхĕпе паллашса усăллине илме сĕнчĕ. 

    - Хăвăр пултарнине кăтартăр. Кунашкал ăмăртусене шоу шайне кĕртеççĕ. Эппин, вăл пуян содержаниллĕ пултăр тесе тăрăшăр, - терĕ Юрий Михайлович. 

    Чăваш наци конгресĕн вице-президенчĕ В.А.Абрамов тăван чĕлхе вĕрентекенĕсен конкурсне ирттернишĕн кăмăллă пулнине пĕлтерчĕ:

    - Ăмăртуçăсен хушшинче арçынсене курасшăнччĕ - пулмарĕ. Апла сирĕн вĕсемшĕн те, хăвăршăн та тупăшма тивĕ. 

    ЧР Вĕрентÿпе çамрăксен политикин министерствин ĕçченĕ А.П.Михайлов кунта чи хăюллисемпе маттуррисем пухăннине палăртрĕ. Çитес çул вĕсен шучĕ ÿсессе шаннине пытармарĕ. 

    Залра шавлă. Чăваш кĕпи, тухьяпа хушпу тăхăннă, саппун çакнă ăмăртуçăсен сăн-питĕнчи хавхаланăвĕ, куçри иккĕленĕвĕ пăлханнине палăртаççĕ. Юратнă учительне хавхалантарма çитнĕ ачасем юрă-сăвă сăмахĕсене пĕр-пĕрне калаççĕ, ташă хусканăвĕсене арпаштарас мар тесе хыпкаланаççĕ. Жюри членĕсем кăна хăйсене лăпкă тытаççĕ. Вĕсем конкурс пуçланасса чăтăмсăррăн кĕтнĕн туйăнать. Илемлĕ чăваш кĕвви тинех янăрарĕ... Ăмăртуçăсем сцена çине хăпараççĕ... Ертсе пыракансем пурне те ырă кун сунаççĕ. Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕсен конкурсĕ “Тăван ен, манăн шкул, манăн педагогикăри ĕçсем” паллаштару карточкинчен пуçланчĕ. Учительсем тупăшăва тĕплĕн хатĕрленни палăрчĕ. Шупашкар районĕнчи Чăрăшкасси вăтам шкулĕнче вăй хуракан А.М.Николаева çинчен вĕренекенĕсем такмакласа пачĕç. Алина Михайловна сăвă çырать иккен. Вĕсене чăваш эстрада юрăçисем юрра хываççĕ.

    Канаш районĕнчи Сухайкасси вăтам шкулĕн вĕрентекенĕ В.М.Иванова хăйĕн сăмахне Ю.М.Виноградова янă çыруран пуçларĕ. Вĕрентекен пилне мĕнле пурнăçланине каласа пачĕ, çитĕнĕвĕсемпе паллаштарчĕ. 

    Шăмăршă районĕнчи Виçпÿрт Шăмăршă вăтам шкулĕн вĕрентекенĕ Л.А.Семенова куракансене пултарулăхĕпе тĕлĕнтерчĕ. Вăл - “Виçпÿрт çеçкисем” ача-пăча ансамблĕн ертÿçи, унсăр пуçне шкул çумĕнчи “Шанчăк” хĕрарăмсен клубĕн ĕçне йĕркелесе яраканĕ. Сцена çинче чăваш чĕлхипе литературин вĕрентекенĕ мар, артист хуçаланнăн туйăнчĕ.

    - Клуба 20-рен пуçласа 60 çул тултарнисем таранах çÿреççĕ. Ĕçĕн тĕп тĕллевĕ çак сăмахсенче: вăй, сывлăх, илем, пултарулăх. Пирĕн хĕрсем пуç хĕрлĕ тăраççĕ, шпагат лараççĕ, ĕçкĕпе иртĕхмеççĕ, сывă пурнăç йĕркине пăхăнаççĕ, - терĕ Людмила Алексеевна.

    Шупашкарти 59-мĕш вăтам шкулта ĕçлекен Г.В.Абрамова вырăс шкулĕсенче чăваш чĕлхи вĕрентмелли 1, 2, 3, 5-мĕш классем валли кĕнекесем, ĕç тетрачĕсем пухса хатĕрленĕ.

    - Кашни урока чĕре витĕр кăларатăп. Мĕн те пулин пулмасан пăлханатăп. Çав ĕçе тепĕр хут пурнăçласа вĕçне çитеретĕпех, - терĕ вăл. Галина Васильевна нумай çул пухнă опытне тĕпе хурса республика тулашĕнче ăсталăх урокĕсем ирттерет. 

    Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Мăн Этмен вăтам шкулĕн учителĕ Н.В.Ермакова - педагогикăра 35-мĕш çул. 

    - Вĕрентекен - хăйех çĕнтерÿçĕ, - шухăшлать Надежда Васильевна. Вăл “Ĕмĕр иртет - кун юлать...” танлаштару таблицине хатĕрленĕ. Унта Раççей, Чăваш Ен, Хĕрлĕ Чутай районĕн историне, литературине, культурине пăхса тухнă, уйрăмлăхĕсене палăртнă. Надежда Васильевна “Сире пыл хурчĕ сăхтăр” диктантсен пуххине йĕркеленĕ, чăваш чĕлхине вĕрентмелли 5-7-мĕш классен электрон пособине хатĕрленĕ. Вăл 33 çул ĕçленĕ шкула хупнă, халĕ пурăнакан ялĕнче 59 çуртран 13-шĕнче çеç мăрьерен тĕтĕм тухать-мĕн. Юратнă ĕçĕнчен уйрăлман-ха Надежда Ермакова - халĕ те шкултах тăрмашать. 

    Чăваш халăхĕ - юманлăх

    - ЧИ кирлĕ те хисеплĕ предмет - тăван чĕлхе. Унта çуралнă çĕршыв, пурнăç, тăван халăх, унăн ĕмĕчĕ, телейĕ. Ĕмĕр пурăн тăван çĕршывра, ĕмĕр вĕрен тăрăшса тăван чĕлхене, - тет чăвашсен паллă ăсчахĕ, халăх педагогикин ăслайçи Г.Н.Волков академик. 

    Ăмăртуçăсем иккĕмĕш тапхăрта “Манăн педагогикăри тĕп шухăш” эссепе паллаштарчĕç. Вĕрентекенсен ĕнентерÿлĕхе, материала каласа парас ăсталăха, логикăпа витĕмлĕхе, пуплев культурине кăтартма тиврĕ. 

    - Чăваш тĕнчин уççи - чĕлхере, чĕлхи - чунра... Çапларах çыхăнтаратăп эпĕ “чĕлхе”, “тĕнче”, “чун” сăмахсене. Чунсăр юрă та шăранмасть, алăри ĕç те ăнмасть, сăмахĕ те ăшшăн янăрамасть, - терĕ Элĕкрен килнĕ М.М.Леонтьева. - Эпĕ - чăваш чĕлхипе литературин учителĕ. Манăн умра - чăваш пуласлăхĕ. Нумаях пулмасть хаçатсенче ЮНЕСКО тĕпчевĕн пĕтĕмлетĕвĕ пичетленчĕ. Унпа килĕшÿллĕн чăваш чĕлхи çĕр çинчен çухалса пыракансен йышне лекнĕ иккен. Çавăн пек шухăшсемпе паллашнă хыççăн ачан чунĕ хуçăлма, пуласлăхĕ пирки иккĕленÿ çуралма пултарать.

    Г.Н.Волков пире, чăвашсене, юмансем тет. “Чăваш - юман. Апла халăхĕ - юманлăх. Юлашки юман пĕтмесĕр те çĕр çинче чăваш пĕтмест. Тĕнче вăрманĕнче тем тĕрлĕ йывăç та ÿсет, унта юман валли вырăн пурах. Этемлĕх йышĕнче юман чунлă чăваша та хĕсĕк пулмĕ. Вăрманти мĕскĕн йывăç мар вăл”. 

    Çил-тăвăл вăхăтĕнче турачĕсемпе сулкалашса чуна çÿçентерме, шăрăхра хăй хÿттине илсе уçă сывлăш пама пултарать вăл. Çак йывăç пĕтсен юнашар ларакан шĕшкĕ те хĕл сиввине чăтаймасăр, шăрăх кунсене тÿсеймесĕр хăрса типет. 

    - Халăх сăмахлăхĕ - чи аслă вĕрентÿçĕ. Унăн тĕслĕхĕсемпе паллашса ачасем ашшĕ-амăшĕн чĕлхине хисеплеме, унăн пуянлăхĕпе мухтанма, илемлĕхĕпе киленме вĕренеççĕ. Халăхра: “Тăван чĕлхене вĕрентмесен усала хăнăхаççĕ”, - тенĕ. Чи кирли, чи хакли, манăн шухăшпа, халăх педагогикинче тата амăшĕн шухăш-кăмăлĕнче упранать. Тĕп тĕллевĕм - ачасем патне ыррине çитересси. Сăвапли вара - халăхăн чĕлхинче, юрринче, тĕрринче, аслă вĕрентекенсем панă пехил сăмахĕсенче, - терĕ Марина Михайловна.

    Г.В.Абрамова педагогикăри пуçламăш утăмĕсене аса илчĕ. Вырăс, акăлчан, хими предмечĕсен кабинечĕсенче вĕрентĕвĕн вĕр çĕнĕ хатĕрĕсем пулнă. Чăваш чĕлхи учителĕн вара çĕр çывăрмасăр ирхи 3 сехетчен валеçÿ карточкисем çырма тивнĕ. Педагог ача-пăча фольклор ушкăнĕ валли тумтир çĕленĕ, ăна тĕрĕпе илемлетнĕ. Этнографи материалне те ял-ял тăрăх çÿресе пĕрчĕн-пĕрчĕн пуçтарнă. Акă халĕ чăваш чĕлхи кабинечĕн республикăри конкурсне те ирттереççĕ, çĕнтерÿçĕсене хавхалантараççĕ. Ытти наци халăхĕпе танлаштарсан эпир - малтисенчен пĕрисем. Авă кабардин-балкарсен тăван чĕлхене вĕрентмелли электрон пособисем кăларасси пирки сăмах та çук. 

    Урок пултăр - калаçу

    Ăмăртăвăн иккĕмĕш кунĕнче пăлхану сĕвĕрĕлни тÿрех палăрчĕ. Ăсталăх урокне вĕрентекенсем çаврăнăçулăхпа тата презентацисемпе “хĕç-пăшалланса” килнĕ. Учительсем пĕр темăпа урока темиçе тĕрлĕ ирттерме пултарни куракансене кăсăклантарчĕ.

    Шупашкар районĕнчи Чăрăшкасси вăтам шкулĕн вĕрентекенĕ А.М.Николаева 14 минутра пухăннисене сăвă çырас вăрттăнлăха уçса пачĕ. Вăл ачасене “дактиль”, “амфибрахи” йышши терминсемпе ывăнтармасть иккен. Сыпăка уйăрма, ритма палăртма алăри пÿрнесемпе усă курать. Шăпăрлансем сăвă туйăмне кун пек лайăхрах туяççĕ-мĕн. 

    Йĕпреçри 2-мĕш вăтам шкулăн учителĕ А.А.Ядрицова “Чăваш халăхĕн мухтавлă ентешĕсем” темăпа паллаштарчĕ. Алена Андреевна урока хăйĕн ачисене илсе килнĕ. Вĕсем правилăна кăна мар, сăмахăн тĕп пайĕсене те вырăсла палăртни куракана пăшăрхантарчĕ ахăртнех. 

    Хупă сасăсен çемçелĕхне çырура палăртма М.М.Леонтьева хăнăхтарчĕ. Учитель пуян та пахалăхлă презентаципе çитнĕ. 

    Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Хуракасси вăтам шкулĕнче вăй хуракан Т.Г.Кудряшова Игнатий Ивановăн “Çынна мулшăн туман, мула çыншăн тунă” хайлавĕ тăрăх хатĕрленĕ урокпа паллаштарчĕ. Вăл кластерпа ĕçлеме сĕнет. Çапла Йĕçтукăн усал енĕсене палăртсан тĕп ыйтăвăн хуравĕ хăйех çиеле тухать. Урока пĕтĕмлетме те манмарĕ Татьяна Григорьевна.

    Г.В.Абрамова 1-мĕш класра паллашу тапхăрĕ ирттерчĕ. Ачасем патне хăнана кĕнекери сăнарсем - Тая, Тишка, Мая, Мурзик, Яша, Илемпи - çитнĕ. Вĕсемех вĕренекен пултарулăхне тĕрĕслемелли хăнăхтарусем хатĕрленĕ. Хастар пулнăшăн учитель вĕсене ятарлă карточкăпа хавхалантарчĕ. Урок вĕçĕнче чи маттуррисем медале тивĕçрĕç.

    - Шкул ачине кăсăклантармалла. Вăл урокра чÿрече еннелле пăхса ан лартăр, йышпа ĕçлетĕр, - тет Галина Васильевна. Шăпăрлансемпе паллă мультфильм сăнарĕсем паллашрĕç, вĕсене ăнăçу сунчĕç. 

    Патăрьел районĕнчи Турхан вăтам шкулĕн вĕрентекенĕ Р.В.Родионова ачасене тĕлĕнтермеллине тата шухăшлаттармаллине палăртать. Вăл чăваш чĕлхи кăна мар, вырăс чĕлхи те ертсе пырать. Уроксенче ачасене текстпа ытларах ĕçлеттерет. Ружена Владимировна хăйĕн методикипе паллаштарчĕ: 

    - Урокра ачапа учитель хушшинче калаçу пултăр. Вĕренекен хăйĕн шухăшне унран куласран хăрамасăр пĕлтертĕр. Ача текста, яланах тĕрĕс мар пулин те, микротемăсем çине уйăртăр, унăн тезисне, пĕтĕмлетĕвне палăрттăр. 

    Çĕнтерÿçĕ - Мускава

    Чыслав умĕн ăмăртуçăсене ЧР вĕрентÿпе çамрăксен политикин министрĕн çумĕ С.В.Петрова саламларĕ:

    - Сире малтанах чăваш чунĕллĕ пулнишĕн тав тăватăп. Учитель яланах тĕслĕх вырăнĕнче. Хастар вĕрентекенĕн ачисем те тĕрлĕ олимпиадăна, конкурса хутшăнса малти вырăнсене йышăнаççĕ. Ачапа педагог пĕр-пĕринчен вĕренни - чи пахи. Эпĕ пĕлменни намăс мар, пĕлес теменни хăрушă. Ăс пухма ан чарăнăр, ан ÿркенĕр. 

    ЧНК президиумĕн членĕ А.П.Игнатьева ăмăртуçăсене тав сăмахĕ каларĕ. Жюри председателĕ Ю.М.Виноградов конкурса хавхаланса пăхнине пĕлтерчĕ. Жюри членĕ Г.Н.Семенова кăмăллă пулнине палăртрĕ:

    - Ăмăртуçăсем паянхи пурнăç мĕн ыйтнине, кĕтнине ăнланаççĕ. Конкурсантсем кăтартнă пултарулăх пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çĕнĕ технологисене те никамран кая мар алла илнĕ вĕсем. Ман шухăшпа, ăмăртуçăсем пурте чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕсен чысне Раççей шайĕнче кăтартма пултараççĕ. Чăваш чĕлхин пуласлăхĕ пур. Çакăн пек маттурсем чăвашлăх вăрлăхне тĕрĕс акса, пăхса ÿстересси пирки иккĕленместĕп. 

    Çапла вара “Куракансем килĕштернĕ вĕрентекен” номинацие - А.М.Николаева, “Тĕпчевçĕ вĕрентекен” номинацие - А.А.Ядрицова, “Çĕнĕлле вĕрентекен” номинацие - М.М.Леонтьева, “Ертÿçĕ вĕрентекен” номинацие Л.А.Семенова тивĕçрĕç. Конкурс çĕнтерÿçи Г.В.Абрамова чÿк уйăхĕнче Раççейри тăван чĕлхе вĕрентекенĕсен ăмăртăвĕнче республика чысне хÿтĕлĕ.

    Çыпăçтарнисем:
    Категори: | Миçе çын пăхнă: 860 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегисем: | Рейтинг: 2.4/18 |
    Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)