Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Çурла 2009  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
     12
3456789
10111213141516
17181920212223
24252627282930
31
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Мĕн вăл Çĕнĕ Çул парни?

Пурĕ миçе ответ: 94
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Юнкун, 18.12.2024, 21:08
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2009 » Çурла » 29 » МОДА: КĔРКУННЕ СĂПАЙЛĂХА ЮРАТАТЬ
    МОДА: КĔРКУННЕ СĂПАЙЛĂХА ЮРАТАТЬ
    23:20
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Плиссе юбкăсемпе кĕпесем ку çулла çав тери модăра пулчĕç. Хĕрсемпе хĕрарăмсем ăна тивĕçлипе хакланине кура дизайнерсем çак темăна кĕркунне те тăсма шутланă. Костюмсен юбкисем пĕтĕмпех пĕрĕмлĕ е арки кăна. Арçыннăнни евĕрлĕ кĕлеткеллĕ хĕрарăмсемшĕн плиссе чăн-чăн çăлăнăç. Вăл вĕсен хĕрарăмлăхне уçса кăтартать, çепĕçрех те илĕртӳллĕрех тăвать. Çӳллĕшĕпе пĕчĕккисене вара плиссе юбка е кĕпе яштакарах, урасене вăрăмрах тăвать. Груша евĕрлĕ кĕлеткеллисен ку тума тăхăнма тăхтамалла, мĕншĕн тесен пĕрĕмлĕ япалапа вĕсем тата та сарлакарах курăнаççĕ. 
    Çулла вĕçленнĕ май ирлĕ-каçлă çанталăк та сулхăнланса пырать. Ку чухне хĕрсен гардеробĕнче чи кирлĕ тумтирсенчен пĕри – кардиган. Ăна шăлаварпа та, юбкăпа та, кĕпепе те, джинспа та тăхăнма пулать. Чи лайăххи – хура тĕсли, мĕншĕн тесен ăна кашни тĕспе килтерме пулать. 
    Çулла тумтирпе аксессуарсем çăмăлттайрах пулни те вырăнлă-тăк, кĕр енне эпир сапăрлăх патне туртăнма пуçлатпăр. Сумка пирки сăмах хускатас пулсан, модăна каллех хытă формăллисем кĕрсе пыраççĕ. Кĕркунне лăпкăрах тĕслĕ аксессуарсем суйламалла, пляж сумкисем ку вăхăтра кулăшла курăнаççĕ. 
    Легенсы юратакансене савăнтаратăп, вĕсем çавăн пекех модăра. Анчах асăрхаттарас та килет: чĕнтĕрленĕ вĕçлĕ легенсы çамрăк хĕрсене кăна килĕшет тата ташă каçне е уява кайма çеç юрăхлă, куллен кун тата ĕçе çӳреме хура тĕслĕ, витĕр курăнманнине суйламалла. Хăш-пĕри çак тума кĕске блузкăпа тăхăнма хăюлăх çитерет. Анчах та кĕлетке тем тери яштака пулсан та легенсы шăлавар мар. Ăна вăрăм туникăпа е кĕске кĕпепе тăхăнмалла. Унсăрăн: «Пикеçĕм, эсĕ юбка тăхăнма маннă-им?» – тесе ыйтнине илтме тӳр килĕ. 
    ■ САЛАМПИ.
     

    Çыпăçтарнисем:
    Категори: | Миçе çын пăхнă: 741 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегисем: | Рейтинг: 2.9/19 |
    Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)