Сентябрĕн 1-мĕшĕнче 7.44-ран пуçласа сентябрĕн 3-мĕшĕнче 19.59-ччен. Çĕр улми кăлармалла. Ытти тухăçсемпе вăрлăхсем пуçтарма юрать. Ӳсен-тăрансене чир-чĕрсенчен имçампа сапмалла. Сентябрĕн 3-мĕшĕнче 19.59-тан пуçласа сентябрĕн 6-мĕшĕнче 6.15-ччен. Тулли уйăх. Вăрлăхсем пуçтармалла тата хĕлле валли салатсем пĕçермелле. Сентябрĕн 6-мĕшĕнче 6.15-рен пуçласа сентябрĕн 8-мĕшĕнче 14.19-ччен. Тымар-çимĕçсене кăлармалла. Кăларнă сухансене майласа хумалла. Ыхрапа сухан лартсан та пăсмасть. Ӳсен-тăрансене чир-чĕрсенчен имçампа сапмалла. Гладиолус, георгин, бегони тымарĕсемпе суханĕсене кăларсан аван пулать. Сентябрĕн 8-мĕшĕнче 14.19-тан пуçласан сентябрĕн 10-мĕшĕнче 20.8-ччен. Тухăç пуçтарса илмелле. Сухан, петрушка, кăшкар ути акмалла тата улма-çырла хунавĕсене лартмалла. Çаплах нумай çул ӳсекен вак сухан-тымарлă чечексене лартсан аван. Сентябрĕн 10-мĕшĕнче 20.18-тан пуçласа сентябрĕн 13-мĕшĕнче 00.21-ччен. Тухăç пуçтармалла. Укроп акмалла. Викторисене пăхса тухмалла, чирлисене тата ватăлнисене улăштармалла. Йывăçсен кивĕ е хăрнă турачĕсене кассан лайăх. Çаплах йывăç вуллисене хырса тасатмалла. Унта сăтăрçăсем хĕл каçмашкăн пытанса юлма пултараççĕ. Сентябрĕн 13-мĕшĕнче 00.21-тен пуçласа сентябрĕн 15-мĕшĕнче 2.40-ччен. Сухан, петрушка лартмалла. Çаплах ирга, палан, сырлан, хурлăхан, йĕплĕ хурлăхан лартма тата куçарса лартма юрать. Тюльпансене те лартсан питĕ аван пулать. Сентябрĕн 15-мĕшĕнче 2.40-рен пуçласа сентябрĕн 17-мĕшĕнче 3.57-ччен. Улма-çырла типĕтме аван. Ӳсен-тăрансене чир-чĕрсенчен тата сăтăрçăсенчен сапса тухмалла. Гладиолус, георгин, бегони тымарĕсене кăлармалла, розăсене касса тухмалла. Сентябрĕн 17-мĕшĕнче 3.57-рен пуçласа сентябрĕн 19-мĕшĕнче 5.27-ччен. Юлнă тухăçа пуçтармалла. Пахчари ӳсен-тăран юлашкисене пуçтарса тирпей кĕртмелле.
Çыпăçтарнисем: |