Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Çурла 2009  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
     12
3456789
10111213141516
17181920212223
24252627282930
31
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Хисеплĕ вĕрентекенĕмĕр! Эсир шкулта ĕçлесе илнĕ тупăшăрпа çăмăл машина туянма пултарятăр-и?
Пурĕ миçе ответ: 27
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Юнкун, 18.12.2024, 21:16
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2009 » Çурла » 21 » Геннадий Айхи çуралнăранпа 75 çул çитрĕ (21.08.09)
    Геннадий Айхи çуралнăранпа 75 çул çитрĕ (21.08.09)
    20:53
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    nullНумайăшĕ ку ĕçпе те, тепĕр ĕçпе те пурăнма пултарать. Ку çын - урăхла, Г.Айхи пĕртен-пĕр ĕç валли - сăвă çырма - çуралнă. Вăл хăй - сăвă.

    Мĕнле йывăр та асаплă вăл чăн-чăн сăвăç пуласси: йăтăнса анать ун çине тĕнче илемĕ - кĕтрет /мĕнле сăмахпа, мĕнле янăравлăхпа сăнарламалла Турă панă аслă илеме - виçсе-шутласа тухнă рифмăсен такăр çулĕпе-и е, тĕнче илемĕ вĕç-хĕрсĕр пулнă пек, поэзи уçлăхĕнче çĕнĕ “прачак касмалла-и”, çĕнĕ çул-сукмак хывмалла-и?/, этемĕн кăткăсран та кăткăс чунне, унăн телейне-асапне кăтартмашкăн шалах, чун тĕпнех, çитмелле-и - мĕнле мелпе, мĕнле вăрттăнлăхпа? Е тата пăтранчăк та хĕвĕшÿллĕ пурнăç авăрне çакланас мар тесен мĕн тумалла сăвăçăн?

    Пĕлет-и çакна 12-13 çулти ача, пулас сăвăç? Ăна вăл туять. Çуттăн ĕçĕ - çутатасси, çумăрăн ĕçĕ çĕре шăварасси пулнă пек, сăвăç пулма çуралнă ача та хăй улăхĕнче, хăй хирĕнче ырми-канми ĕçлет /ах, ытла та пысăк-çке çав хир, чикĕсĕр çав уçлăх - хăш еннелле кайăн-ши, кама-кама тĕл пулăн-ши, мĕскер-мĕскер тÿсĕн-ши, чăтайăн-ши?../

    Акă ĕнтĕ тетемĕн кун кĕнекисене вулатăп. Çакна ача чухне курнă-вуланă пулсан, эпĕ, - кун пирки пĕрре те иккĕленместĕп, - еплерех ĕçлемеллине, ĕçре епле хастар пулмаллине ăнкарса илнĕ пулăттăм. Халĕ ĕнтĕ шăрçа пек тикĕс çырнă /атте аллиех!/ йĕркесене тĕлĕнмеллипех тĕлĕнсе, савăнса та хурланса вулатăп...

    Г.Айхин сăвви чи малтан 1949 çулта “Ялав” журналта пичетленсе тухнă. Унчченхи ĕçĕ-хĕлĕ дневникĕсенчен курăнать:

    “1946 çул. Литературăпа ĕçлеме пуçланă, чи малтан “Фриц” сăвă çырнă.

    Пирвайхи хут сцена çине тухса Данилов-Чалтун çырнă “Çăлтăрлă çĕлĕк” пьесăри тĕп роле - Энтри рольне - вылянă.

    1947 çул. Декламаци пуçланнă. “Çăпала Иванĕн калавĕ” елкăра каланă, сăвăсем вуланă, уншăн 3 тетрадь, 1 кăранташ преми илнĕ.

    Александр Кăлкан çырнă “Алим” пьесăри тĕп роле - Алим рольне - вылянă.

    Валентин Катаев çырнă “Полк ывăлĕ” пьесăри тĕп роле - Ваня рольне - вылярăм. З.Юдина çырнă “Возмездие” пьесăри нимĕçсен обер-лейтенанчĕн рольне вылярăм”.

    “Çăпала Иванĕпе” вăл чапах тухнăччĕ. Ăна халăх пултарулăхĕн олимпиадине района та, Шупашкара та чĕнсе илчĕç. Анне аран-аран çула кăларса ячĕ ачине - унта çарран та кайма юрамасть /эпир юр ÿкиччен çара уран çÿренĕ/ тата повар-кăшавар валли халат та кирлĕ - анне ăна медсестраран ыйтса илчĕ.

    “Вăрмана кайса ĕнепе вутă турттарса килтĕм”.

    “Иванпа çăпата тума вĕренме тытăнтăм. Тупанĕ патне çитичченех вĕрентĕм”.

    “Илюксем патĕнче çăпата тума йăлтах вĕренсе çитрĕм”.

    “Ир кÿлĕм хирте улăм турттартăмăр. Каçхине Йĕпреçе кайма хатĕрлентĕмĕр. Ирхине ирех Йĕпреçе тырăпа тухса кайрăмăр. Каçхине вăрманта çĕр каçрăмăр” /калаçу колхоз тыррине патшалăха леçме кайни çинчен пырать. - Е.Л./.

    “Эс пуканелле выляттăн-ха. Пукане тума пĕлетне?” - тет мана тете. - “Ма пĕлместĕп - пĕлетĕп! Хăйă пекки илетĕн те, йăвалатăн та йăвалатăн ун тавра пир татки, тепĕр пир таткинчен саппун туса çактаратăн, пусма таткинчен тутăр туса çыхтаратăн - пулчĕ те чип-чипер Чиперук!” - “Мана Чиперук кирлĕ мар-ха, стариккипе карчăкки тата патша майри кирлĕ. Эс пĕр çăмха çĕлен çиппи хатĕрле-ха!”

    Тете А.Пушкинăн “Пулăçăпа пулă çинчен хывнă юмахĕ” тăрăх пукане спектаклĕ хатĕрленĕ иккен.

    Клуба халăх лăках тулнăччĕ. Эп малти ретрех лартăм. Эп кун пек тĕлĕнтермĕше нихăçан та курман та - маншăн çакă чăн-чăн юмах пулчĕ. Кайран ку спектакле кÿршĕ яла, Нăрваш Шăхальне, илсе кайса кăтартрĕç.

    1947-1949 çулсенче ял халăхĕ валли спектакль лартасси чи малти вырăнта тăрать унăн. Пьесине те хăй хатĕрлет, тĕп рольне те хăй вылять, дневникĕнче пĕлтерÿ эскизĕсем те пур /ак-ак Шупашкара “арттис” пулма тухса тарасси курăнсах тăрать - эп çакăн çинчен “Çĕньял ачисем” повеçĕмре çырса кăтартнă, ахальтен мар ĕнтĕ тете çав кĕнекене хăй çинчен çырнă тетчĕ/.

    1947 çултах: “Дружина комитетне, шкулта тухса тăракан /уйăхра пĕр номер/ “Вĕрентÿшĕн” стена хаçачĕн яваплă редакторĕ пулма суйларĕç”. 

    “Литература кружокĕнче тухса тăракан “Хĕрлĕ çăлтăр” ятлă журналăн яваплă редакторĕ пулма суйларĕç”.

    “Литература кружокĕнче “Чăвашсен Октябрьчченхи илемлĕ литератури” темăпа доклад туса патăм”.

    “Пĕрремĕш хут манăн сăвă /“Суйлав такмакĕсем”/ “Коммунар” хаçатра пичетленсе тухрĕ /раштавăн 5-мĕшĕнче/”.

    Радиосăр, электричествăсăр ялта, улăм витнĕ пÿртре пурăнакан ача епле талпăнать пысăк тĕнчене! Епле вăл аслă ĕçтешĕсем енне туртăнать!

    “1947 ç. утă уйăхĕн 16-17-мĕшĕсем. Çак икĕ кун питĕ савăнăçлă пулчĕ! Мĕнле телейлĕ вăхăт! 16-мĕшĕнче эпĕ “Пионерская правдăран”, “Коммунар” хаçат редакцийĕсенчен çыру илтĕм, 17-мĕшĕнче тата та телейлĕ вăхăт пулчĕ, эпĕ халăхăн паллă писатель-поэтĕнчен С.Элкертен çыру илтĕм!”

    Кун кĕнекисенчен çакă паллă: вăл чăвашсен пур поэчĕ патне те çыру ярсах тăрать, лешĕсем те ăна кăмăллăн хуравлаççĕ, ăс параççĕ. Вăл тăтăшах А.Талвира, Л.Агакова, Н.Евстафьева, М.Хурие асăнать. Ку çыхăнура Айхишĕн чи сумлă та хисепли - П.П.Хусанкай. Вăл ялан ун çырăвĕсене кĕтет, кĕтнĕ хыпар çитсен вăл калама çук телейлĕ, хавхалануллă. Хусанкая тав тăвас сăмахĕсем унăн чĕлхи вĕçĕнчех. Пĕр тĕлте тата çапла çырать: “Çÿçе кастартăм. Хусанкая юратнипе, кăтрасене сайралатма шел пулчĕ” /ара, Хусанкай та кăтра-çке!/

    Хăйне хăй тĕрĕслесех тăрать: “Паянтан хулиганла, вак-тĕвек йăласем пĕтме тивĕç, Лисин юлташ! Эсĕ - çĕршыва юратакан çын, çавăнпа та - паянтан тĕппипех тасалччăр чĕрене кăшлакан, совĕçе хирĕç пыракан йăласем!”

    1949 çулта Патăрьелĕнчи педучилищĕне вĕренме кĕрсен унăн пурнăçĕ нумай тĕлĕшпе улшăнать. Кунта - райцентр, райхаçат редакцийĕ, пысăк библиотека, радиокомитет, культура çурчĕ, - ĕнтĕ “тĕнчене тухни” темелле. Çамрăк студент тÿрех шавлă пурнăçа кĕрсе каять. Çав çулсенче çырнă дневниксем репортаж пек: çавăн пек сăвă çырнă, çавăн пек сăвва юсанă, ăна çавăнта кайса панă, çав-çав сăвă çавăнта пичетленнĕ, çав статьяна радиопа пачĕç - вĕç-хĕрсĕр ĕç... Çĕр-çĕр кĕнеке вулать, вĕсене тишкерет...

    “Паян “Коммунизм байрагы” райхаçатăн яваплă секретарĕнчен И.Тенюшевран çыру илтĕм. Мана культура ĕçĕсен комитечĕн председательне суйларĕç”.

    “Паян Илле Тукташран “Ялав” редакцийĕнчен çыру илтĕм”.

    “Паян комсомолецсен пухăвĕ пулчĕ. Мана комсорга суйларĕç. Ман майлă 17 комсомолецран пурте суйланă, хам çеç хирĕç пултăм”.

    “Паян наукăпа тĕпчев институтне яма пухнă фольклор материалĕсене тирпейлерĕм”.

    “Паян радиопа манăн статьяна пачĕç”.

    “Каçхине радиопа Шупашкартан эпĕ ыйтса янă юрăсене пачĕç. “Патăрьелĕнчи И, Я.Яковлев ячĕллĕ педучилищĕре 1-мĕш курсра вĕренекен Лисин юлташ ыйтнипе” терĕç”.

    Пур ĕçе те тĕплĕ тăваканскер фильм пăхсан унăн режиссерĕ кам иккенне, рольсене кам-кам вылянине çырса хăварать.

    Пĕр тĕлте аттен ырă сăнарĕ аса килет: “Паян кино - “Именем закона”, Гюгон “Отверженные” тăрăх. Гюгон “Отверженные” ют çĕршыв писателĕсем çырнă пур кĕнекерен те ырри маншăн. Карелире атте “Отверженные” пайĕсене пăхмасăр каласа панисене, эпир, шкул ачисем, класри каланкка умĕнче ун калавне итленисене нихçан та манас çук, çавăнтанпах Гюгон кĕнекине пĕтĕм хĕрÿлĕхпе саватăп. Кинокартини малтан лайăх, нумай ырă сунса пуçланать, анчах кайран фильм, кĕнекепе танлаштарсан, 50% çеç юлни сисĕнет”.

    Юратнă сăвăç нумай. Хăшĕсем ăсталăхĕпе, аслăлăхĕпе тĕлĕнтереççĕ. Хăшĕсем тÿрех чуна пырса тивеççĕ - вĕсене темле, урăхла юрататăн. Çакă Г.Айхи “Франци поэчĕсем”, “Венгри поэчĕсем”, “Польша поэчĕсем” антологисене хатĕрленĕ чухне яр уççăн курăнатчĕ: “Ах, çак çын!.. Атя ун сăввисене вулатпăр!” “Çав çынсен” хушшинче Айхишĕн Т.Шевченко та пулнă.

    Çамрăк студент Шевченко çинчен ÿкернĕ фильм курнă хыççăн çапла çырать: “Шевченкăна тепĕр хут пăхрăм. Хам мĕнле хумханнине сăмахпа та каласа параяс çук. Тарас! Сан умра пирĕн пурин те парăм пысăк - ăна татассишĕн кĕрешме сăмах паратпăр. Ĕнер, сана пăхса хамăн пуласлăха чĕрепе туйтарнăшăн, чĕрене вут хунăшăн тав сана! Сана курнă хыççăн вуланă сăввăм çеç мана сан умăнта намăспа çунса кĕлленесрен хăтарчĕ. Малалла та кĕрешес!”

    Пурте лайăх пек: ĕç-пуç кĕрлесе çеç тăрать. Анчах та йывăр пурнăç, çитменлĕх пирĕн çумрах çав:

    “Ирпе апат тумасăрах кайрăм. Çăкăр çук. Укçа та. Йĕлтĕрпе кросс 10 çухрăм аран кайса килтĕм”.

    “Мама килсе кайрĕ. Вутăпа улма илсе килнĕ. Томчик /Том Сойера юратнипе çапла ят панă йытă. Атте пек, тете те йытта-кушакка вилсе кайса юрататчĕ. - Е.Л/, мамăпа килнĕскер, тăрса юлчĕ. Епле кăна хăваласан та каймасть. Каçхине, çурт умне пырса ларса вĕрме тытăнсан картишне кÿртсе апат патăм. Кун çиллĕ. Томчик çаплах киле каймасть-ха”.

    “Ĕнер Паша аппа сборник илме тата çăкăр илме 14 тенкĕ панăччĕ те - паян пĕтсе те çитрĕ. Апат пĕтнĕ. Стипенди çук. Аптрамалла!”

    “Укçа-тенкĕрен хĕсĕк. Симуков Мишшана пула çеç пурăнатăп тесен те тĕрĕсех пулать...”

    “Епле те пулин шăмат кунччен тытăнса тăрас тесе эп Еншике кайнăччĕ. Ĕнер Евăпа Дуня ман валли апат леçме килнĕ пулнă, паян ирхине кайнă. Мăнтарăн йăмăк! Маншăн ăçта çитиччен çÿреме тивет вĕсен”.

    “Нумай пулмасть ВЛКСМ райкомĕн секретарĕ Р.Шакуров çамрăксен каçне хутшăнма ыйтнăччĕ, Л.Толстов ыран слет пуласси çинчен пĕлтерсе унта калама доклад хатĕрлеме хушрĕ. Киле те каймарăм. Тунти кун - миршĕн кĕрешекенсен пухăвĕ, унта тухса каламалла. Сăмаха пĕтĕмпех сăвăласа калас терĕм. Çыратăп, анчах нумайăшĕ килĕшмест, епле те пулсан чĕререн кăларас килет. Аттене аса илсе нумайччен тăвăлнă чунпа лартăм. Епле пулсан та манăн ку сăвăра хам тÿссе курнине ыттисен те туймалла каласа памалла!”

    1951 ç., авăнăн 25-мĕшĕ. “Паянхи куна ман литература ĕç-хĕлĕ пуçланнă кун теме пулать: паян эпĕ пĕрремĕш хут литература вăйне, унăн чăн-чăн хăватне, тĕллевне туйса илтĕм. 2-мĕш урокра, практика урокĕнче, çырмара кÿлĕ чавнă чухне, Ольга Федоровна Урмаева ыйтать:

    - Ĕнерхи сăввуна эсĕ ху çырнă-и?

    - Хам.

    - Аçу сан фронтра вилнĕ-и?

    - Çапла.

    - Апла иккен...

    Кунта Егорова Валя хутшăнчĕ:

    - Ĕнер вăл пире йăлтах йĕртсе пĕтерчĕ, пурте йĕреççĕ.

    Ольга Федоровна:

    - Эп хам та куççуле тытса чараймарăм.

    Кун çинчен эпĕ пĕлмен те. Ку маншăн питех те пысăк савăнăç, кĕтмен телей пулчĕ. Этем сан сăввуна куççульпе итлет пулсан сăвăçа тата епле парне кирлĕ-ши? Паян эпĕ хамăн пур пек вăйăма туйса илтĕм. Чунтан тăрăшса ĕçлесен халăх савмалăх ĕç тума пулать иккен.

    Хĕрсем сăвва çыра-çыра илеççĕ.

    Уроксем хыççăн библиотекăна кĕтĕм. Катя библиотекарь каласа парать:

    - Паян ирхине эпĕ Вера /техника секретарĕ/ патне кĕтĕм. Вăл ĕсĕклесех йĕрет. Аллинче - хаçат. “Мĕн пулчĕ, Вера?” - “Ак, Лисин сăвă çырнă, вуласассăн чăтма çук”.

    Ку мана татах та хумхантарчĕ: сăввăм хам вуламасăрах, хăй тĕллĕнех хăйĕн ĕçне тăваять иккен!”

    “Ĕнер Талвирпа çапла калаçу пулса иртрĕ:

    - Тата миçе çул вĕренмелле-ха санăн?

    - Виççĕ.

    - Виççех-и? Ну, вĕренсе пĕтер те вара сана тÿрех кунта ĕçлеме илетпĕр”.

    Пĕр шухăшласан, ку студент умĕн “карьера” вĕçсе пырать: уяв тĕлне сăвă çырма ыйтаççĕ, уявĕнче тухса калаçма ыйтаççĕ, сăввине радиопа параççĕ. “Кулач” енне каякан çул çинче çапларах пулать мар-и? Ун пек çул илĕртмест-и-ха, пăхăнтармасть-и, чура тумасть-и?

    Чим!..

    “Паян профсоюз отчечĕпе суйлав пухăвĕ. Суйлав пуçланичченех комитет пĕр эрне маларах кандидатсем палăртни çинчен илтнĕччĕ. Вĕсен формализмне татас тесех Сорокинăна кандидата тăратрăм. Кайран, кандидатсене вуласан, хăйсен çыннисем кăна.

    - Мĕншĕн çырмарăр?

    - Кайран патăр.

    - Çук, пурте илтрĕç, малтанах тăратрăм.

    Председателĕ шÿт тукаласа ирттерме шутларĕ. Анчах эпĕ:

    - Эпĕ пурин умĕнче калатăп: эсир правăна пăсатăр.

    Çырса хучĕç. Кайран сасăламалли списокра ман кандидатура çук та. “Ăна кăлармалла!” тесе кăшкăрчĕç, - тет председателĕ.

    Яхăнне те пымасть. Юриех хытă кăшкăрчĕç: “Хăвармалла!”

    Сасăлама хирĕç пултăм”.

    “Ĕнер хаçата сăвва ятăмăр. Мешков, Шупашкара кайиччен, сăвва улăштарма хушса хăварнă. Хăш вырăнне - кăтартман. Сăвă çаплах кайрĕ.

    Паян Мешков килнĕ. 20 сехетре редакцие кайрăм.

    - Эп хушрăм та, ма улăштарман?

    - Эп унччен, эсир тĕрĕс каласан, ялан улăштарнă. Халь килĕшместĕп. /Ку самантра Маяковские аса илтĕм: мĕн тенĕ пулĕччĕ-ши вăл ман вырăнта?/ Бюрократсене, сарказмлă чĕлхепе, çапла çеç калатăп та.

    Улăштарма килĕшмерĕм. Мешков, перипе сăвва чĕрсе тăкрĕ. “Ямастпăр”.

    - Ан ярăр. Анчах хам сăвва хам йăвашлатма ман алă çĕкленмест.

    - Хаçат тÿрлетнĕ чухне эсĕ кунта ан кил.

    - Питĕ аван. Эсир чĕнмесен килместĕп те. Тата эпĕ хамăнне тÿрлетме çеç килетĕп. Суйлав вăхăтĕнчи пек пăсса кăларнипе те килĕшместĕп.

    Тухрăм та килтĕм. Тĕрĕс те. Вл. Вл. та çаплах тунă пулĕччĕ”.

    В.Çаваçран ыйтрăм /хуравне хам та пĕлеттĕм-ха/: “Маяковские мĕншĕн курайман?” Çаваç нимĕн те каламарĕ.Ун вырăнне В.Никитин, ман хыçра лараканскер, хуравларĕ: “Сана мĕншĕн кураймаççĕ вара?” - терĕ.

    Лайăххи те юнашар. Писательсен союзĕ хушнипе С.Шавлыран çыру килет: çамрăк сăвăçа Шупашкара пĕр-пĕр редакцире ĕçлеме чĕнеççĕ.

    Эпĕ çакна темиçе хут та сăнанă: кăткăс та çивĕч самантра Айхи пурнăçне яланах Шăпа кĕрсе каять. Хальхинче ăна ШĂПА Мускава кайма хистет.

    Темĕн те курĕ: хурлăхĕ те, савăнăçĕ те туп-тулли пулĕ. Тĕнче шайне çĕкленĕ. Хăйне “Вырăс поэчĕ” теме пуçласан яланах тÿрлетсе: “Çук, эпĕ - чăвашла та, вырăсла та çыракан чăваш поэчĕ” теекенскер, ача чухнех хăй çинчен: “Эсĕ - çĕршыва юратакан çын” тенине тÿпеми таранах тÿрре кăларĕ.
    Ева ЛИСИНА. 

    Оригинал статьи: http://hypar.ru/nws/show/32/5092/index.php?id=s200739516496

    Çыпăçтарнисем:
    Категори: | Миçе çын пăхнă: 886 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегисем: | Рейтинг: 4.1/15 |
    Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)