Çынсем пурте тĕрлĕ: хăшĕ шухăшлама юратать‚ тепри çынпа хутшăнма уйрăмах кăмăллать‚ виççĕмĕшĕ тавралăха тата пурнăçа улăштарасси çине ытларах тимлĕх уйăрать.
Çынсене ăсчахсем виçĕ ушкăна пайлаççĕ.
“Шухăшлавçă” (мыслитель) ытларах пурнăç çинчен шухăшлать‚ искусствăпа‚ наукăпа‚ политикăпа‚ техникăпа кăсăкланать. Ăс-тăна ĕçлеттерекен ыйтусем çине хуравсем шырать‚ фантазиллĕ туйăмсем те уншăн ют мар. Пуçĕ ялан ыйту-хуравпа тулнă çын сахал калаçать‚ йĕркелÿ ыйтăвĕсене татса параймасть‚ шухăша путса çÿрет. Ун пекки пирки: “Ку тĕнчерен мар вăл” тенине те илтме пулать. Чăннипе те‚ вĕсем шухăшласа кăларнă тĕнче эпир курма‚ йышăнма хăнăхнинчен чылай уйрăлса тăрать.
“Пуплешме юратакан” (собеседник) çынпа часах пĕр чĕлхе‚ пĕр тема тупма пултараать. Ăшă кăмăллă‚ пĕр шухăшлă çынсен хушшинче пулма юратать вăл. Шÿте тĕрĕс йышăнать‚ хăй те шÿт тума ăста.
“Ĕçлĕ çын” (практик) вĕçлемен ĕçсене тÿсме пултараймасть. Хăй умне çирĕп тĕллевсем лартать‚ вĕсене ниме пăхмасăр тухăçлă пурнăçлать‚ нумай шухăшласа ĕçе тăсса ямасть. Унăн кашни утăмĕ вырăнлă‚ ытлашши хусканусем çук. Вăл хăюллă‚ пысăк йышлă‚ палламан халăх хушшинче çăмăллăн сăмах калама пултарать. Ытларах чухне вăл лайăх йĕркелÿçĕ тата ертÿçĕ.
О. БОРОДИНА.