Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Çу 2024  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
2728293031
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Ĕмĕр пурăн, ĕмĕр вĕрен тенине эсир епле ăнланатăр?
Пурĕ миçе ответ: 34
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Кĕçнерникун, 16.05.2024, 07:35
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » Хыпарсен архивĕ
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ

    [«Чăваш наци конгресĕ» регионсен хушшинчи общество организацийĕн 2016 çулхи çĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнче пулса иртнĕ Мăн Канашăн ЙЫШĂНĂВĔ]

    «Чăваш Республикинчи чĕлхесем çинчен» калакан саккунне мĕнле пурнăçласа пыни çинчен» кун йĕркин пĕрремĕш ыйтăвĕпе тунă ЙЫШĂНУ:

    Чăваш Республикин Министрсен Кабинетне тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене çапла сĕнусем парас:

    – «Чăваш Республикинчи чĕлхесем çинчен» калакан саккунĕн чăваш чĕлхипе литературине вĕренмелли условисем туса хурасси çинчен калакан положенине пурнăçлас, чăваш чĕлхипе литературине вĕренме çителĕклĕ сехет сыхласа хăварас тĕллевпе вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене чăваш чĕлхипе литературине вĕрентмелли сехетсене чакарасси патне илсе пыракан ĕçсем тăвасран (вăл шутра 5-11-мĕш классене 5 кунлă вĕренÿ эрнине куçасран) асăрханма сĕнсе ятарлă çыру яма ыйтас;

    – Чăваш Республикин вĕренÿ институтĕнче тăван чĕлхе ăслăлăхĕн пысăк ыйтăвĕсене татса пама, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентессине тĕпчев çинче никĕслеме, меслетçĕсене, кĕнеке çыра ... Малалла вула »

    Миçе çын пăхнă: 729 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 06.07.2016 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ

    Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче паян Чӑваш чӗлхе комиссийӗн ҫумкомиссийӗн — Чӑваш чӗлхин орфографи комиссийӗн — черетлӗ ларӑвӗ иртрӗ. Ӑна ҫак ҫумкомиссийӗн председателӗ Петр Яковлев ертсе пычӗ. «Манӑн тӗллев — уйрӑм ҫырассин тата пӗрле ҫырассин ытлашши идиоатизмӗнчен хӑтарасси», — терӗ вӑл хӑйӗн сӑмахӗнче. Ытларахӑшне ҫырлахтаракан правилӑсем йышӑнма сӗнчӗ.

    Пухӑннӑ йыш ҫирӗп йышӑну турӗ. Ӗҫ ушкӑнӗ тунӑ ӗҫе комисси тӗпрен илсен пӗр саслӑн йышӑнчӗ, кун ячӗсене пӗрле ҫырассипе Юрий Виноградов ҫеҫ килӗшмерӗ. Тӗпрен илсен ӗҫ ушкӑнӗ ҫапларах ҫӗнӗлӗхсем кӗртме йышӑнчӗ:

    - ҫӑлтӑрпа палӑртнисене пӗтермелле;

    - «ӑ», «ӗ» тухса ӳксен пӗрле ҫырмалла: т-хрен, «ҫӑлкуҫ» — пӗрле; «ҫӑл куҫӗ» — уйрӑм;

    - кун ячӗсене, горизонт енӗн ячӗсене тата пӗрле ҫырма хӑнӑхнӑ ҫын ячӗсене (арҫын, хӗрача, арҫури) пӗрле ҫырмалла; ытти иккӗлентерекен сӑмахсене орфографи словарӗпе тӗрӗслемелле;

    ... Малалла вула »

    Миçе çын пăхнă: 972 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 20.05.2016 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ

    Шупашкарта ренгенотехникпа ача пахчинчи воспитатель ҫемйинче ҫуралса Мускаври сцена ҫинче хӑйӗн пурнӑҫри вырӑнне тупнӑ Надежда Павлова ӗнер 60 ҫул тултарнӑ.

    Надежда Павлова балерина - СССР халӑх артистки, Пӗтӗм союзри тата тӗнче шайӗнчи конкурссемпе фестивальсен лауреачӗ, Театр ӳнерӗн Раҫҫей академийӗн профессорӗ 7 ҫулта чухне хореографи кружокне ҫӳреме пуҫланӑ. 1966 ҫулта ӑна Пермьрен Шупашкара килнӗ хореографи училищин комиссийӗ асӑрхать те Шупашкар пикине унта вӗренме илеҫҫӗ.

    Каярах Надежда ӑҫта кӑна гастрольпе пулман-ши, хӑш ҫӗршыва кӑна ҫитмен-ши?! 1975 ҫулта вӑл Мускаври пысӑк театрта солистра ташлама тытӑнать.

    Халӗ вӑл ҫӗршывӑн тӗп хулинче пурӑнать. Унӑн мӑшӑрӗ - Константин Окулевич, психоаналитик, медицина наукисен кандидачӗ.

    Чăваш халăх сайчĕ

    Миçе çын пăхнă: 842 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 19.05.2016 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ

    Чăваш чĕлхи кунĕ умĕн ЮНЕСКО сайтĕнчи материалсемпе кăсăклантăм. Тĕнчери чĕлхесем çинчен ытларах пĕлес килчĕ. Çапла туни хамăн тăван чăваш чĕлхине ытларах хаклама, хисеплеме, унăн пĕлтерĕшĕпе вырăнĕ çинчен шухăшлама пулăшасса шантăм. Чăнах та, тĕлĕнмелле пулăмсемпе паллашма май килчĕ. Тĕнчере кашни эрнере пĕрер чĕлхе çухалать. Ытларах чухне чĕлхепе пĕрле унпа калаçнă халăх та, унăн культури те пĕтет. Лингвистсем палăртнă тăрăх - тепĕр 25 çултан хальхи чĕрĕ чĕлхесенчен вунă пайĕнчен пĕри çеç юлĕ. Тĕнчепе çыхăну тытмалли хатĕр шутĕнче китай чĕлхи пулĕ, иккĕмĕш вырăна хинди чĕлхи тухĕ. Ăсчахсем палăртнă тăрăх - хальхи вăхăтра тĕнчере 6800 яхăн чĕлхе. Вĕсенчен çуррипе сакăр континентра калаçаççĕ. Чи пуян чĕлхеллĕ çĕршыв - Инди. Унти халăх 845 чĕлхепе тата диалектпа усă курать. Ун хыççăн Папуа пырать, унта - 600 яхăн чĕлхе. Планета çинче китай, акăлчан, испан чĕлхисем чи анлă сарăлнисем. Пĕрремĕш теçеткере çавăн пекех - хинди, ара, бенгал, португал, вырăс, яппун тата нимĕç чĕлхисем. Çаксенчен çуррипе Европăра калаçаççĕ, апла пулин те Европа тĕнчери чĕлхесен 4 проценчĕшĕн çеç «тăван çĕршывĕ» шутланать. Унсăр пуçне акăлчан чĕлхи 341 млн çыншăн т ... Малалла вула »

    Миçе çын пăхнă: 959 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 29.04.2016 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ

    Ку пĕлтерĕшлĕ уява эпир тăван халăхăн Аслă вĕрентекенĕн Иван Яковлевич Яковлевăн çуралнă кунĕ, ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче паллă тăватпăр. Ăна Чăваш Республикин Аслă Совечĕн Президиумĕн 1992 - мĕш çулхи ака уйăхĕн 9 - мĕшĕнчи йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн уявлама тытăннă.

    «Халăхăн ăс-тăнĕпе унăн пĕтĕм тĕнче курăмне тăван чĕлхе чун парать. Тăван чĕлхесĕр чăн-чăн пĕлÿ çук», -- тенĕ Аслă Вĕрентекенĕмĕр Иван Яковлевич Яковлев. Питĕ тĕрĕс каланă Иван Яковлев. Тăван чĕлхепе усă курса эпир пĕлÿ пухатпăр, хамăр ăc-хакăла пуянлататпăр, шухăшăмăра пĕр-пĕрне пĕлтеретпĕр, кăмăл-туйăма палăртатпăр.

    Паянхи кун чăваш чĕлхин обществăри вырăнĕ улшăнма пуçлани, тăван чĕлхен тăрăмĕ чакса пыни пире пăшăрхантарать. Çакнашкал лару-тăрура тăван чĕлхен пĕлтерĕшне çĕклес ĕçре пĕрле пулни кăна пулăшать. Иван Яковлев «чăн пĕчĕккĕ ĕçе те пит пикенсе, юратса ĕçлĕр» тенине асра тытса чăвашлăха аталантарас ĕçе юратса тусан чăваш чĕлхин шăпине лайăхлатма пултаратпăр. Кашни хăй вырăнĕнче, хăй ĕçĕнче мĕн кирлине тивĕçлĕ шайра туса пырсан тăван чĕлхен хăвачĕ пысăклансах пырĕ.

    ... Малалла вула »

    Миçе çын пăхнă: 1263 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 24.04.2016 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ

    Пĕтĕмлетÿ протоколĕ

    1.Элли Михайлович Юрьев 1936 çулхи мартăн 25-мĕшĕнче Чăваш Республикине кĕрекен Кĕçĕн Шетмĕ ялĕнче çуралнă. Ашшĕ –  Михаил Иванович Юрьев, шкул директорĕ (вăл Çирĕклĕ ялĕнче çуралнă, каярах – чăвашсен паллă публицисчĕ, литература критикĕ тата библиографĕ). Амăшĕ – Елена Ивановна (вăл Пшонкă ялĕнче çуралнă). Вĕсем иккĕшĕ пĕрле вунă ача пăхса çитĕнтернĕ: Сентти, Элли, Луиза, Хаджи, Оксана, Олимпиада, Земфира, Тимур, Золя, Индира.

         Элли ят чăвашсен авалхи «елеç» сăмахĕнчен пулса кайнă: вăл «ăста», «маçтăр», «ăста ĕçчен» тенине пĕлтерет.

    2.Эллин ачалăхĕ ытти ачасенни пекех иртнĕ: ача-пăча вăййисемпе айкашнă, çулла – шыва кĕнĕ, хĕлле – юрпа пемелле вылянă, йĕлтĕрпе тата конькипе ярăннă... Ашшĕ ÿкернĕ акварель ÿкерчĕксен альбомĕсене пăхса хăй те кăранташ илсе сăрлама пикеннĕ, уйрăмах кĕнеке хуплашкисенчи сăнсене тепĕр хут ÿкерсе пăхнă. Хаçатсенчен Сталин портретн ... Малалла вула »

    Миçе çын пăхнă: 857 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 24.04.2016 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ

    Чăваш Енри Ĕç çыннин çулталăкне тата Чăваш чĕлхи кунне халалласа Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ, «Хыпар» хаçат редакцийĕ, Чăваш наци радиовĕ, Чăваш наци телекуравĕ, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ тата И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ - 2016» акци ирттересси çинчен пĕлтереççĕ. Вăл 2016 çулхи ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче чăвашсем пурăнакан тĕрлĕ вырăнсенчи ял-хулара иртме тивĕç. Акцин тĕп тĕллевĕ – чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сум-хисепне ÿстересси.
    Кăçал çак акци тăваттăмĕш хут иртет. 
    Задачисем:
    − чăвашла çырма пĕлнине тĕрĕслесси;
    − чăвашла пĕлекен кашни çынна хăй тĕрĕс çырма пултарнине тĕрĕслеме çителĕклĕ майсем туса парасси.
    Çак ĕçе ытларах хăй çине илнĕ май, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ кăçалхи диктант тексчĕн конкурсне ирттересси çинчен пĕлтерет. Чăвашлăх анинче ятарласа вăй хуракансем яваплăха туйса хутшăнма пултараççĕ. Кашниех хамăр халăхăн пултаруллă вăйне кăтартма тивĕç.
    Аса илтеретпĕр: иртнĕ çулсенчи диктант тексчĕсене Ҫеҫпӗл Мишши, Нес ... Малалла вула »

    Миçе çын пăхнă: 743 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 23.04.2016 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ

    Çакăн çинчен Атнер Хусанкайпа /вăл хастаррăн хутшăннă май «Чăваш Республикин патшалăх суверенитечĕ çинчен деклараци», «Чăваш Республикин чĕлхисем çинчен» саккун /1990/, «Чăваш чĕлхи кунĕ çинчен» йышăну /1992/, Чăваш Республикин Патшалăх символĕсем çинчен /ялавĕ, гербĕ, гимнĕ/ саккун акчĕсем, çавăн пекех «Чăваш Республикин Президенчĕ çинчен», «Чăваш Республикин Президентне суйласси çинчен» саккунсем тата ытти те йышăннă/ калаçрăмăр. Атнер Хусанкай витĕмĕпе Уралпа Атăлçи регионĕнче общество майĕпе ĕçленĕ темиçе организаци чăмăртаннă. 90-мĕшсен пуçламăшĕнче - ЧР Аслă Канашĕн депутачĕ, Культура, чĕлхе, вĕрентÿ тата нацисен хушшинчи çыхăнусем енĕпе ĕçлекен яланхи комисси председателĕ. 1992-1997 çулсенче - Чăваш наци конгресĕн президенчĕ. 1997-2002 çулсенче - Тĕнчене тухайман нацисемпе халăхсен организацийĕн Генеральнăй Ассамблейин пĕрремĕш вице-президенчĕ.

    - Атнер Петрович, эсир «Чăваш Республикин чĕлхисем çинчен» саккунне тума хутшăннă çынсенчен пĕри. Ĕç-пуç еплерех пурнăçа кĕрсе пычĕ?

    - Эпĕ ЧР Аслă Канашне 199 ... Малалла вула »

    Миçе çын пăхнă: 564 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 22.04.2016 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ

    Викторина йĕркине çакăнта уçса вулама пултаратăр

    1. Элли Юрьев ăçта тата хăçан çуралнă? Ашшĕ-амăшĕ кам пулнă? Элли ят мĕне пĕлтерет?
    2. Унăн ачалăхĕ çинчен мĕн пĕлетĕр? Кам пулма ĕмĕтленнĕ? Эллин пĕрремĕш учительници кам пулнă?
    3. Элли Юрьевăн çамрăклăхĕ епле иртнĕ? Тĕплĕнрех каласа парăр.
    4. Унăн официаллă диплом ĕçĕ мĕнле темăпа пулнă, ăна вăл кама халалланă?
    5. Шупашкара таврăнсан ăçта-ăçта ĕçленĕ, мĕнпе палăрнă?
    6. Кашни пултаруллă çыннăн çичĕ тĕрлĕ талант пур теççĕ. Элли Юрьевăн нумай енлĕ таланчĕ искусствăн хăш тĕсĕсенче йĕр хăварнă?
    7. Элли Юрьевăн Чăваш тата Раççей культурине ĕмĕрсем валли çырăнса юлнă искусство палăкĕсене каласа тухăр.
    8. Художникăн çемйи çинчен мĕн пĕлетĕр? Тĕплĕнрех çырса парăр.

     

    9. Çак ÿкерчĕкпе автор кама сăнарланă? Темине ăçтан илнĕ?

    10. Çак сăн ÿкерчĕкре Э.М.Юрьев кампа ларать? Вĕсене пултарулăх ĕçĕнче мĕн çыхăнтарнă? ... Малалла вула »

    Миçе çын пăхнă: 822 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 08.04.2016 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ

    Шупашкар хулин вĕренÿ институтĕнче нарăсăн 17-18-мĕшĕсенче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен «Уçă урок-2016» республика фестивалĕ иртрĕ. Фестивале чăваш шкулĕнчен 36 учитель, вырăс шкулĕнчен 17 учитель хутшăнчĕ.

    Урокăн тулли материалне Канаш, Сĕнтĕрвăрри, Çĕрпÿ, Вăрмар, Çĕмĕрле районĕсенчен 1-ер, Етĕрне, Патăрьел, Комсомольски тата Тутар Республикин Аксу тата Лениногорск районĕсенчен 2-шер, Тăвай, Шупашкар Етĕрне, Вăрнар, Патăрьел районĕсенчен 3-шер, Елчĕк, Муркаш районĕсенчен 4-шар вĕрентекен ярса пачĕç. Хула шкулĕсенчен хăйсен ĕçĕсене Шупашкар хулинчен 9, Канаш хулинчен 1, Куславкка хулинчен 3, Çĕмĕрле хулинчен 2, Улатăр районĕнчен 1, Комсомольски шкулĕсенчен 2 учитель тăратрĕç. Ĕçсене комисси тимлĕ пăхса тухрĕ. Комиссире кафедра ĕçченĕсем тата шкул учителĕсем пулчĕç.

    Фестивале салам сăмахĕ каласа вĕренÿ институчĕн проректорĕ А.Р. Федорова уçрĕ. Вăл вĕрентекенсене чăваш чĕлхи пуласлăхĕшĕн яваплăх туйса тата хастартарах ĕçлеме хавхалантарчĕ, фестивале ирттерме ăнăçу сунчĕ.

    Икĕ кун хушшинче уявра учительсем тухса калаçрĕç, ... Малалла вула »

    Миçе çын пăхнă: 2247 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 19.02.2016 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ

    Чăваш наци конгресĕ 2016-мĕш çулхи кăрлачăн 20 - мĕшĕнче "Хальхи тапхăрта чăваш чĕлхипе культурине упраса хăварасси тата аталантарасси: çивĕч ыйтусем тата малашлăх" темăпа çавра сĕтел ирттерчĕ. Унта ЧНК Президенчĕ Николай Угаслов, унăн çумĕсем Валерий Клементьевпа Петр Ивантаев, конгресс ĕç тăвакан комитет тата вĕренÿпе ăслăлăх комитечĕн председателĕ Геронтий Никифоров, Президиум пайташĕ тата вĕренÿпе ăслăлăх комитечĕн пайташĕ Юлия Анисимова, аслă шкулсен чăваш чĕлхин ăстаçисем, Ваттисен Канашĕн пайташĕсем хутшăнчĕç. Малтанах сăмах Николай Угаслов илчĕ. Вăл пухăннисене çавра сĕтелте чăваш чĕлхипе тата культурипе çыхăннă ыйтусене тĕплĕн сÿтсе явма, тăван чĕлхене аталантарма май паракан пулăмсене палăртса республика пуçлăхĕ умĕнче тăратма хатĕрленме ыйтрĕ. Президент хыççăн çавра сĕтелте ЧНК Ваттисен Канашĕн председателĕ Василий Шадриков сăмах илчĕ. Вăл уйрăмах республикăра наци кадрĕсене хатĕрлес ыйту çивĕч тăнине палăртрĕ.

    Чăваш чĕлхин ăстаçисем паянхи кун чăваш чĕлхи шăпи çинчен пăшăрханса калаçрĕç. "Çÿлтисем пире итлеççĕ, анчах илтмеççĕ", - терĕ И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУ доценчĕ Тамара Артьемьев ... Малалла вула »

    Миçе çын пăхнă: 2525 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 21.01.2016 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ

    Иртнӗ ҫулталӑк вӗҫнелле (раштавӑн 23-мӗшӗнче) Тутарстанри депутатсем Раҫҫей Федерацийӗн Федераллӑ пухӑвӗн Патшалӑх Думин Председателӗ С.Е. Нарышкин ячӗпе ҫыру хатӗрлесе янӑ, унта вӗсем Раҫҫей Федерацийӗнче пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан организацисенче вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентессин концепцинче ҫитменлӗхсем пуррине палӑртнӑ. «Концепцинчи вырӑс чӗлхин аталанӑвӗ пирки калакан пая хатӗрлесе ҫитернӗ пулин те Тутарстанӑн Патшалӑх Канашӗ документра вырӑс мар тӑван чӗлхесене аталантарма тата упрама паракан конституци шанӑҫне тивӗҫтерменни, Раҫҫей Федерацийӗнчи халӑхсен вӗрентӳ тата культура прависене хӳтӗлеменни пирки палӑртать», — тесе ҫырнӑччӗ. Вырӑс чӗлхине вӗрентмелли концепци ҫавӑн пекех Раҫҫей Федерацийен 26-мӗш статьян иккӗмӗш пайӗпе килӗшсе тӑманни пирки палӑртнӑччӗ. Пӗлӗве вырӑсла кӑна илме пултарни конституци шантаракан халӑхсен пӗртанлӑхне пӑсни пирки те ҫырура кӑтартнӑччӗ.

    Тутарсем хатӗрленӗ Патшалӑх Думин Председателӗ С.Е. Нарышкин ячӗпе янӑ ҫырӑва Чӑваш Республикин Патшалӑх канашӗнче те пӑхса тухнӑ. Пирӗн алла лекнӗ документ тӑрӑх чӑваш депутачӗсем те ҫак ҫырӑва ырланӑ.

    ... Малалла вула »

    Миçе çын пăхнă: 1374 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 20.01.2016 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕХисеплĕ тăвансем, йăхташăмăрсем!



    Çулталăкĕ çăмăл пулмарĕ пулсан та, 2015-мĕш çулта ЧНК курăмлă ĕçсем нумай турĕ. Раççейре – Литература, Чăваш Енре - К.Иванов Çулталăкĕ пулнă май, хамăрăн чылай ĕçе çак ятпа туса ирттертĕмĕр. Çу уйăхĕнче конгресс Слакпуçĕнче йĕркеленĕ анлă уяв пуриншĕн те асра юлмалла пулчĕ. Ку уявра хамăр республикăран кăна мар, регионсенчи чăвашсем те поэзи классикĕн Ивановăн тăрăхне çитсе пуç тайрĕç, унти асамлă сывлăшпа сывларĕç. Пушкăрт Республикине пысăк йышпа кайса килсе ытти халăхсене ырăпа тĕлĕнтертĕмĕр эпир.

    Пĕтĕм Раççейри Чăваш Акатуйĕ, "Чăваш пики" конкурс тата ытти ĕç-пуç та сумлă иртрĕç тесе шутлатăп.

    2015-мĕш çулта пĕтĕм Крым Республикин чăваш автономи пĕрлĕхне йĕркелеме пултартăм.

    Экономикăри йывăрлăхсене пăхмасăр, патшалăх укçисĕр, хамăр вăйпах чăваш культурине аталантармалли ырă ĕç-пуçсем чылай туса ирттеретпĕр, малашне те çакна тума май тупăпăр тесе шутлатăп.

    2016-мĕш çула та Чăваш наци конгресĕ чылай ĕç-пуç тума палăртать. Хамăр республикăра – Ĕç çынни , Раççейре - Кино Çулталăкĕ тесе пĕлтернĕ май, эпир те килес çул чăваш халăхĕн ырлăхĕшĕн, ăс-хакăлĕшĕн самай усăллă ĕçсем тума шутл ... Малалла вула »
    Миçе çын пăхнă: 1112 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 30.12.2015 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕРаштав уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, Шупашкарта этнопедагог ӑсчаха Геннадий Никандрович Волкова халалласа палӑк уҫнӑ. Скульптурӑна Ленин проспектӗнчи 35 тата 39-мӗш ҫуртсен хушшине лартнӑ. Этнопедагогикӑна йӗркеленӗ Геннадий Волкова халалланӑ палӑка, аса илтерер, 2013 ҫултах уҫма палӑртнӑ. Икӗ ҫул каялла Ленин проспектӗнче пулас монумент вырӑнне чул хунӑ. Палӑка паян ҫеҫ уҫнӑ. Чӑваш Республикин хисеплӗ гражданинӗ Геннадий Никандрович 1927 ҫулта Елчӗк районӗнчи Аслӑ Елчӗк ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Халӗ унӑн ячӗпе ЧППУн этнопедагогикӑн ӑслӑлӑхпа тӗпчев институчӗ хисепленет. Ӗнер, раштавӑн 27-мӗшӗнче, Геннадий Волков пирӗнтен уйрӑлса кайнӑранпа 5 ҫул ҫитнӗ.
    Миçе çын пăхнă: 1032 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 30.12.2015 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ

    Раштавăн 18-мĕшĕнче Наци библиотекинче Раççейри Литература çулталăкне, Чăваш Республикинчи Константин Иванов çулталăкне пĕтĕмлетсе уяв ирттерчĕç. "Вулакан Чăваш Ен" ятпа йĕркеленнĕ форума культура тытăмĕнче ĕçлекен çĕр-çĕр çын килсе курчĕ. Уява Мускав, Санкт-Петербург, Чĕмпĕр хулисенчи çыравçăсемпе библиотекарьсем хутшăнчĕç.

    Форумра тĕрлĕ лапам ĕçлерĕ. "Паянхи обществăри литературăн пĕлтерĕшĕ" "çавра сĕтелре" çамрăк çыравçăсемпе поэтсен пултарулăхĕ тавра, яшсемпе хĕрсене кĕнеке, хаçат-журнал вулама епле илĕртмелли çинчен калаçрĕç. Лапама ЧР информаципе массăллă коммуникацисен министрĕ Александр Иванов та хутшăнчĕ. Республикăра литература критикĕсем сахаллине шута илсе Мускава ятарласа вĕренме ямаллине палăртрĕ.

    Миçе çын пăхнă: 917 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 21.12.2015 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ

    2015 çулхи раштавăн 17-мĕшĕнче ЧНКн вĕренÿпе ăслăлăх комитечĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ.Ăна конгресăн Президенчĕн пĕрремĕш çумĕ Валерий Клементьев уçрĕ. Вăл Чăваш наци конгресĕн вун икĕ комитечĕн йышĕнче Вĕренÿпе ăслăлăх комитечĕ чи лайăххисен шутĕнче пулнине палăртрĕ.

    Уйрăмах Геронтий Лукиянович Никифоров тата Юлия Елисеевна Анисимова яваплăха туйса тăрăшса вăй хунине асăнчĕ. Çак пархатарлă ĕçсемшĕн маларах асăннă комитет пайташĕсем ЧР Культура министерствин Хисеп хучĕсене илме тивĕçлĕ пулчĕç. Валерий Клементьев комитета çĕнĕ йышпа 2016-мĕш çулта татах та пуçаруллăрах ĕçлеме сĕнчĕ.

    Комитет ĕçтешĕсем Раççейре Литература, Чăваш Енре К.В.Иванов çулталăкĕнче туса ирттернĕ ĕçсене пăхса тухса хак пачĕç.

    Геронтий Никифоров чи курăмлă ĕçсенчен ЧР тата Раççей Федерацийĕн регионĕсенче 8-11 классенче вĕренекенсен хушшинче çамрăк çыравçăсен "Çĕнĕ ятсем уçатпăр" пултарулăх конкурсĕ лайăх ирттнине, çĕр те утмăл пилĕк ачаран çĕнĕ ятсем тупнине палăртрĕ.

    2016 çулта Чăваш наци конгресĕ ЧР Вĕренÿ тата çамрăксен поли ... Малалла вула »

    Миçе çын пăхнă: 844 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 21.12.2015 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ

    Чӑваш кӗнеке издательствинче «Чӑваш ҫыравҫисем. Чувашские писатели» открыткӑсен пуххи кун ҫути кӑтартнӑ. Ун пек пухха унччен те пичетленӗ. Пӗрремӗш хут — 1998 ҫулта. «Унтанпа литература пӗрлӗхӗнче самай улшӑну пулса иртнӗ», — тесе пӗлтерет Чӑваш кӗнеке издательстви. Ҫакна издательство хӑш-пӗр ҫыравҫӑ «вулакансене ҫӗнӗ хайлавсемпе савӑнтарнипе», хӑшӗ «Чӑваш Республикин халӑх писателӗ» ятпа тивӗҫнипе сӑлтавлать. Ҫакна открыткӑсен ҫӗнӗ пуххинче йӑлтах шута илнӗ-мӗн. Материалсене Эдурад Фомин пухса хатӗрленӗ.

    «Ӗҫре эпӗ Порфирий Афанасьевӑн библиографи справочникне тӗпе хутӑм. Ӑна Чӑваш кӗнеке издательстви 2006 ҫулта кӑларнӑ. Унтанпа вӑхӑт самай иртрӗ. Хӑш-пӗр писательпе поэт пирӗнпе ҫук ӗнтӗ. Ҫавна йӑлтах эпӗ хушса пуянлатрӑм. Чӑваш энциклопедийӗнчи материалсене усӑ куртӑм», — тенӗ чӗлхеҫӗ.

    Пухха 50 паллӑ ҫыравҫӑпа поэтӑм портречӗ кӗнӗ.

    Миçе çын пăхнă: 696 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 21.12.2015 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ

    Чӑваш Республикин вӗренӳ институтне иртнӗ уйӑх вӗҫӗччен ҫӗнӗ ҫын ертсе пыма тытӑннӑ. Ректор пулма Сергей Савина шаннӑ.

    Сергей Михайлович пирки институт сайтӗнче педагогикӑра тата ертсе пырас ӗҫре пуян опытлӑ тесе палӑртнӑ. Сергей Савин — педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ.

    Ҫӗнӗ ректорпа юпа уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Чӑваш Республикин вӗренӳ тата ҫамрӑксен ӗҫӗн министрӗ Владимир Иванов коллектива паллаштарнӑ. Ҫӗнӗ ректорпа паллаштарма профиль министерствинчен министр ҫумӗ Светлана Петрова та пырса ҫитнӗ. Вӑл хӑй сӑмахӗнче Вӗренӳ институчӗн пӗлтерӗшӗ пирки асӑнса хӑварнӑ. Асӑннӑ вӗренӳ учрежденийӗ республикӑри вӗрентекенсен пӗлӗвне, вӗсен професси шайне ӳстерессипе, вӗренӳри ҫӗнӗлӗхсене пурнӑҫа кӗртессипе ӗҫлет.

    Миçе çын пăхнă: 1592 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 03.11.2015 | Рейтинг:

    « 1 2 ... 4 5 6 7 8 ... 43 44 »

    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)