Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Ака 2016  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
252627282930
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Мĕн вăл Çĕнĕ Çул парни?

Пурĕ миçе ответ: 94
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Эрнекун, 26.04.2024, 15:34
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2016 » Ака » 24 » «Улăп-2016: Эпир Улăп йăхĕнчен» викторина хуравĕсемпе пĕтĕмлетĕвĕ
    «Улăп-2016: Эпир Улăп йăхĕнчен» викторина хуравĕсемпе пĕтĕмлетĕвĕ
    16:14
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ

    Пĕтĕмлетÿ протоколĕ

    1.Элли Михайлович Юрьев 1936 çулхи мартăн 25-мĕшĕнче Чăваш Республикине кĕрекен Кĕçĕн Шетмĕ ялĕнче çуралнă. Ашшĕ –  Михаил Иванович Юрьев, шкул директорĕ (вăл Çирĕклĕ ялĕнче çуралнă, каярах – чăвашсен паллă публицисчĕ, литература критикĕ тата библиографĕ). Амăшĕ – Елена Ивановна (вăл Пшонкă ялĕнче çуралнă). Вĕсем иккĕшĕ пĕрле вунă ача пăхса çитĕнтернĕ: Сентти, Элли, Луиза, Хаджи, Оксана, Олимпиада, Земфира, Тимур, Золя, Индира.

         Элли ят чăвашсен авалхи «елеç» сăмахĕнчен пулса кайнă: вăл «ăста», «маçтăр», «ăста ĕçчен» тенине пĕлтерет.

    2.Эллин ачалăхĕ ытти ачасенни пекех иртнĕ: ача-пăча вăййисемпе айкашнă, çулла – шыва кĕнĕ, хĕлле – юрпа пемелле вылянă, йĕлтĕрпе тата конькипе ярăннă... Ашшĕ ÿкернĕ акварель ÿкерчĕксен альбомĕсене пăхса хăй те кăранташ илсе сăрлама пикеннĕ, уйрăмах кĕнеке хуплашкисенчи сăнсене тепĕр хут ÿкерсе пăхнă. Хаçатсенчен Сталин портретне ÿкерсе илме юратнă. Пушă вăхăтра кĕнеке вуланă, шкулта спектакльсенче вылянă, халăх юррисене юрланă. Йывăр вăрçă çулĕсенче колхоз ĕç-хĕлне кÿлĕннĕ: лаша кÿлсе çемьене ĕç кунĕ ĕçлесе илме пулăшнă.

         Эллин пĕрремĕш учительници Скворцова Мария Спиридоновна пулнă. Вăл Сурăмхĕрри Карай ялĕнчен Çирĕклĕри пуçламăш шкула вĕрентме çÿренĕ. Ун çинчен художник хăй 60 çул тултарсан ырăпа аса илнĕ, тав сăмахĕ каланă (Карай шкулĕн 110 çулхи юбилейĕнче).

    3.Шупашкарти ÿнер шкулне (пĕр çул вĕреннĕ хыççăн) пăрахсан вăл пĕр хушă авиаципе кăсăкланса каять: аэроклуба çырăнать, парашютпа сикме тытăнать, 1-мĕш разрядлă спортсмен-парашютист тата 3-мĕш разрядлă спортсмен-планерист пулса тăрать. Унăн лётчик пулас шухăш та çуралать, анчах куç чирĕ çакна пурнăçлама чăрмантарать. Вара вăл Мускаври Строганов ячĕллĕ ÿнерпе промышленноç аслă шкулне кĕме документсем хатĕрлет, анчах кунта та ÿнер училищине вĕçне  çити вĕренсе пĕтерменни кансĕрлет.

    4.1955 çулта ăна совет çарне илеççĕ. Вăл Грузи Республикине, Тбилиси хулине лекет. Унта вăл кам кăна пулман: ефрейтор, кĕçĕн сержант, стрелок, радист, планерист, повар, экспедитор, офицерсен çуртĕнчи çар художникĕсен студийĕн слушателĕ… . Çар хĕсмечĕ вĕçленсен Мускаври Суриков ячĕллĕ ÿнер институчĕ вырăнне Элли Тбилисири ÿнер академине вĕренме кĕрет. Унăн вĕрентекенĕсем пĕтĕм Совет Союзĕ пĕлекен паллă художниксем У.М.Джпапаридзе, С.С.Кабуладзе тата В.И.Шухаев пулнă.

    5.Унăн диплом ĕçĕ СССР лётчик-космонавчĕ А.Г.Николаев чăвашăн ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă. Чăвашран тухнă Андриян Николаев космоса вĕçнипе хавхаланса «Çĕр шăрши» («Запах земли») ÿкерчĕк сăнарлать. Малтан вăл диплом ĕçĕ валли «Слово о полку Игореве» кĕнекене иллюстрациленĕ иккен.
    Чăваш АССР Министрсен Совечĕ çумĕнчи пичет ĕçĕсен управленийĕ чĕннипе Элли Юрьев Шупашкара таврăнать. Кунта вăл Чăваш кĕнеке издательствинче ÿнер редакторĕнче ĕçлеме пуçлать. Тĕрлĕ авторсен кĕнекисене иллюстрацилет. 1969 çулта Шупашкар хулин официаллă гербĕн проекчĕсен конкурсĕнче çĕнтерет. Кун хыççăн пĕр хушă Шупашкар хулин тĕп хужожникĕнче ĕçлет. Авторăн ун чухнехи тĕп ĕçĕсем: Етĕрне шоссе çинчи «ЧЕБОКСАРЫ-ШУПАШКАР» монумент, Гагарин урамĕнчи кĕпер карлăкĕн орнаменчĕ, «МОДĂСЕН ÇУРЧĔ» тăрринчи орнамент, графикăпа ÿкернĕ тĕрлĕ сăнсем, эмблемăсем, йыхрав хучĕсем, афишăсем, плакатсем, програмкăсем, значоксем, грамотăсем, медальсем. РСФСР Ÿнер фончĕн Чăваш енри пултарулăх мастерскойĕсен художникĕнче те, Шупашкар телестудин художник-постановщикĕнче те тимлет вăл.

    6.Элли Юрьевăн нумай енлĕ таланчĕ искусствăн çак енĕсенче тарăн йĕр хăварнă:  художник-иллюстратор, шрифт ăсти, промышленность графикин ăсти, дизайнер, плакатист, художник-стилист, медальер, ÿнерçĕ-живописец, геральдист, фотографика ăсти.

    7.Элли Юрьевăн Чăваш тата Раççей культурине ĕмĕрсем валли çырăнса юлнă искусство палăкĕсем: Красноармейски район ялавĕпе гербĕ (В.А.Шипунов вĕçленĕ), Йĕпреç посёлокĕпе Шупашкар хулин гербĕсем, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн ялавĕпе гербĕ, Чăваш Республикин патшалăх Ялавĕпе Гербĕ, К.В.Иванов çуралнăранпа 100 çул çитнине халалласа кăларнă 1 тенкĕ укçа (тиражĕ – 3 млн экз.), А.Г.Николаев космонавта, А.Д.Сахаров академика, И.Я.Яковлева халаллласа тунă сĕтел çи медалĕсем тата укçа.

    8.Элли Юрьевăн мăшăрĕ – Галина Алексеевна Юрьева (Коршунова). Вĕсем Мускавра вĕреннĕ чух паллашнă, 1966 çулта пĕрлешнĕ, иккĕшĕ пĕрле икĕ ача çуратса ÿстернĕ: Элена хĕр (1966 ç. ç., халĕ - тивĕçлĕ канура) тата Юра ывăл (1971 ç. ç,). Ывӑлӗпе хӗрӗ – инженер-компьютерщиксем. Эленăн мăшăрĕ – Андрей (вăл инженер). Вĕсен икĕ хĕр: Ирина, Софья (Э.М.Юрьев мăнукĕсем – çамрăк ÿнерçĕсем). Халĕ Мускавра пурăнаççĕ.  Юрийăн мăшăрĕ – Ольга (профессипе – психолог). Вĕсен хĕрĕ Мария (7-мĕш класра вĕренет, 4-мĕш художество шкулĕнче хушма пĕлÿ илет). Юрий халĕ «Элара» производство пĕрлешĕвĕнче ĕçлет, самолетсем валли приборсем тăвать.

    9.Çак ÿкерчĕкре Элли Юрьев Çеçпĕл Мишши поэта халалласа ÿкернĕ, унта хĕрÿ чĕреллĕ поэт-революционера сăнарланă. Темине М.К.Кузьмин (Çеспĕл Мишшин) «Тинĕсе» сăввинчен илнĕ.

    10.Сăн ÿкерчĕкре Э.М.Юрьев Чăваш халăх поэчĕпе Геннадий Айхипе ларать. Автор Айхин нумай кĕнекине иллюстрациленĕ: «Франци поэчĕсем» (1968), «Венгри поэчĕсем» (1974),  «Польша поэчĕсем» (1987) тата ыт. те. 1990 çулта вĕсем Чăваш АССРĕн литературăпа искусство енĕпе паракан К.В.Иванов ячĕллĕ патшалăх премине илме тивĕçлĕ пулнă. 

    Çыпăçтарнисем:
    Категори: | Миçе çын пăхнă: 855 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегисем: | Рейтинг: 5.0/2 |
    Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)