Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Ака 2016  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
252627282930
free clock for website часы для сайта
Архив

2016 Çул - кино тата ĕç çынни ÇУЛĔ


Ыйтăм

Сирĕн шкулта Интернет мĕнле ĕçлет?
Пурĕ миçе ответ: 11
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпани
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Тунтикун, 25.09.2017, 12:33
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2016 » Ака » 29 » Чăваш чĕлхин пуласлăхĕ пур-и?
    Чăваш чĕлхин пуласлăхĕ пур-и?
    22:33
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ

    Чăваш чĕлхи кунĕ умĕн ЮНЕСКО сайтĕнчи материалсемпе кăсăклантăм. Тĕнчери чĕлхесем çинчен ытларах пĕлес килчĕ. Çапла туни хамăн тăван чăваш чĕлхине ытларах хаклама, хисеплеме, унăн пĕлтерĕшĕпе вырăнĕ çинчен шухăшлама пулăшасса шантăм. Чăнах та, тĕлĕнмелле пулăмсемпе паллашма май килчĕ. Тĕнчере кашни эрнере пĕрер чĕлхе çухалать. Ытларах чухне чĕлхепе пĕрле унпа калаçнă халăх та, унăн культури те пĕтет. Лингвистсем палăртнă тăрăх - тепĕр 25 çултан хальхи чĕрĕ чĕлхесенчен вунă пайĕнчен пĕри çеç юлĕ. Тĕнчепе çыхăну тытмалли хатĕр шутĕнче китай чĕлхи пулĕ, иккĕмĕш вырăна хинди чĕлхи тухĕ. Ăсчахсем палăртнă тăрăх - хальхи вăхăтра тĕнчере 6800 яхăн чĕлхе. Вĕсенчен çуррипе сакăр континентра калаçаççĕ. Чи пуян чĕлхеллĕ çĕршыв - Инди. Унти халăх 845 чĕлхепе тата диалектпа усă курать. Ун хыççăн Папуа пырать, унта - 600 яхăн чĕлхе. Планета çинче китай, акăлчан, испан чĕлхисем чи анлă сарăлнисем. Пĕрремĕш теçеткере çавăн пекех - хинди, ара, бенгал, португал, вырăс, яппун тата нимĕç чĕлхисем. Çаксенчен çуррипе Европăра калаçаççĕ, апла пулин те Европа тĕнчери чĕлхесен 4 проценчĕшĕн çеç «тăван çĕршывĕ» шутланать. Унсăр пуçне акăлчан чĕлхи 341 млн çыншăн таса тăван чĕлхе пулсан, бизнеспа информаци технологийĕсен тĕнчинчи тата 350 млн çын ăна хăйĕн иккĕмĕш тăван чĕлхи пек хаклать. Китайпа акăлчан чĕлхисем çирĕпленсе пыраççĕ пулсан, вырăс чĕлхи пирки апла калаймăн. Вăл хĕсĕннин сăлтавне çакăнта та шырамалла пулĕ: ССР Союзĕ арканнă хыççăн вăл е ку республикăра вырăс чĕлхине вĕренес вырăнне акăлчан чĕлхине мала хунă. Тĕнчери хальхи чĕлхесен 90 процентĕнчен кашнипе 100 пин çынран сахалрах калаçать. Çавна кура унашкаллисен пуласлăхĕ çутах мар. Тата темиçе çĕрĕшĕ пĕтес патнех çитнĕ. Çак пулăм çывăх вăхăтрах пурнăçланма та пултарĕ: 357 чĕлхепе пурĕ те 50 çын таран çеç пуплет, 46-пе - пĕрер çын! Çак çынсем вилсен вĕсен чĕлхисем те çухалĕç. Ăсчахсем çапла шухăшлаççĕ: чĕлхе пурăнтăр тата ăнăçлă аталантăр тесен унпа пĕр миллионран кая мар çын калаçмалла. Унашкаллисем 250 ытла. Чăвашсем те çав ушкăнра. Хальлĕхе. Юлашки çыравсен хушшинче 200 пин çын чухлĕ чакрăмăр. Çав хăвăртлăхпах пырсан миçе çула çитессе те шутласа кăларма йывăр мар. ЮНЕСКО чĕлхесен пурăнас пултарулăхне тăхăр енпе хакланă, çав шутра унпа калаçакансен йышне, чĕлхе ăруран ăрăва куçса пынине, вĕрентÿ хатĕрĕсем çителĕклине, обществăра чĕлхене мĕнле вырăн панине шута илнĕ. Чăваш чĕлхи, сăмахран, патшалăх чĕлхи шутланать. Шутланать кăна пулĕ çав. Ытла та хĕсĕк унăн «сакки». Радиохыпарлавпа, телекуравпа тăван чĕлхепе калаçакан передачăсен, шкулсенчи чăваш чĕлхипе литературин урокĕсен сехечĕсем чакса пыраççĕ. Митингсемпе пухусенче чăваш сасси илтĕнмест тени те йăнăш пулмĕ. Мĕншĕн? Çакăн сăлтавĕсене глобализаци, коммуникаци тата массăллă информаци хатĕрĕсем çине йăвантарма та пулать ахăр, анчах пысăк пайĕ хамăр айванкка пулнипе çыхăннă. Ачамăрсене тăван чĕлхерен пистернишĕн, ял урамĕсенче вырăсла перкелешнишĕн, ламран лама куçса пыракан йăласене тĕп тунишĕн кам айăплă? Чăваш пулса йăлăхрăмăр-ши? Кайран чавсана çыртмалла ан пултăрччĕ. Çухалнă халăха çĕнĕрен тавăраймăн. Йăнăшатăп, пулнă историре ун пекки. Сăмахран, Японири айн чĕлхин шăпи /1980 çулсен вĕçĕнче унпа Хоккайдо утравĕнче пурăнакан сакăр çын çеç калаçнă/ телейлĕ килсе тухнă. Халĕ унпа темиçе пин çын пуплет. Чи курăмлă тĕслĕх шутĕнче иврит пулса тăрать. 2000 çул «вилĕ» шутланнă чĕлхепе паян 8 млн çын калаçать, çав шутра 5 млн çыншăн вăл - тĕп чĕлхе. Çут тĕнчене чăваш пулса килнĕ-тĕк чăваш пулсах юлар. Халăх ятне ярар мар, çĕнĕ йĕрке кăларар мар. Мĕншĕн вăтанмалла пирĕн хамăртан? Мухтанмалăх, савăнмалăх çыннăмăрсем çук-и? Тĕнче уçлăхне пĕрремĕш çĕкленнисен хушшинчи Андриян Николаев, тухăç тĕнчине тĕпченĕ Никита Бичурин, тăван халăхне çырулăх парнеленĕ Иван Яковлев, вилĕмсĕр «Нарспи» поэма авторĕ Константин Иванов, акăш пек ташшипе тыткăнланă Надежда Павлова, марафон чупассипе палăрнă Валентина Егорова - чăваш ывăлĕ-хĕрĕ-çке! Вĕсем хăйсен пултарулăхĕпе, ăсталăхĕпе, чăтăмлăхĕпе çĕр-çĕр халăха тĕлĕнтернĕ. Хамăршăн та тĕслĕх пулмалла. Çавăн чухне кăна упранса юлайăпăр.

    Надежда ГЕОРГИЕВА

    Çыпăçтарнисем:
    Категори: | Миçе çын пăхнă: 581 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегисем: | Рейтинг: 5.0/1 |
    Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)