Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Раштав 2015  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
 123456
78910111213
14151617181920
21222324252627
28293031
free clock for website часы для сайта
Архив

2016 Çул - кино тата ĕç çынни ÇУЛĔ


Ыйтăм

Сирĕн шкулта Интернет мĕнле ĕçлет?
Пурĕ миçе ответ: 12
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпани
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Вырсарникун, 19.11.2017, 02:00
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2015 » Раштав » 21 » ЧНКн вĕренÿпе ăслăлăх комитечĕн черетлĕ ларăвĕнче
    ЧНКн вĕренÿпе ăслăлăх комитечĕн черетлĕ ларăвĕнче
    13:12
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ

    2015 çулхи раштавăн 17-мĕшĕнче ЧНКн вĕренÿпе ăслăлăх комитечĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ.Ăна конгресăн Президенчĕн пĕрремĕш çумĕ Валерий Клементьев уçрĕ. Вăл Чăваш наци конгресĕн вун икĕ комитечĕн йышĕнче Вĕренÿпе ăслăлăх комитечĕ чи лайăххисен шутĕнче пулнине палăртрĕ.

    Уйрăмах Геронтий Лукиянович Никифоров тата Юлия Елисеевна Анисимова яваплăха туйса тăрăшса вăй хунине асăнчĕ. Çак пархатарлă ĕçсемшĕн маларах асăннă комитет пайташĕсем ЧР Культура министерствин Хисеп хучĕсене илме тивĕçлĕ пулчĕç. Валерий Клементьев комитета çĕнĕ йышпа 2016-мĕш çулта татах та пуçаруллăрах ĕçлеме сĕнчĕ.

    Комитет ĕçтешĕсем Раççейре Литература, Чăваш Енре К.В.Иванов çулталăкĕнче туса ирттернĕ ĕçсене пăхса тухса хак пачĕç.

    Геронтий Никифоров чи курăмлă ĕçсенчен ЧР тата Раççей Федерацийĕн регионĕсенче 8-11 классенче вĕренекенсен хушшинче çамрăк çыравçăсен "Çĕнĕ ятсем уçатпăр" пултарулăх конкурсĕ лайăх ирттнине, çĕр те утмăл пилĕк ачаран çĕнĕ ятсем тупнине палăртрĕ.

    2016 çулта Чăваш наци конгресĕ ЧР Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерствипе пĕрле Ĕç çынни çулталăкне халалланă 8-11-мĕш классенче вĕренекенсен хушшинче çамрăк чăваш çыравçисемпе ÿнерçисен "Çĕнĕ хум" пултарулăх ăмăртăвне, "Чăваш Республикин чăвашлăха аталантаракан чи лайăх шкулĕ" конкурс ирттерме хатĕрленнине пĕлтерчĕ.

    Ĕç планне çирĕплетнĕ хыççăн комитетăн çĕнĕ йышне пăхса тухрĕç. Кунта Вĕренÿ институтĕнче вăй хуракан Юрий Виноградов, Анна Егорова, Ирина Степанова, И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУ доценчĕ Татьяна Денисова, ЧР пултаруллă вĕрентекенĕсем Евгений Майков, Альбина Ишова, Светлана Тяхмусова, Александр Степанов,Татьяна Петрова тата Вера Фомина кĕчĕç.

    Çыпăçтарнисем:
    Категори: | Миçе çын пăхнă: 515 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегисем: | Рейтинг: 5.0/1 |
    Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)