Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Нарăс 2016  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728
29
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Мĕн вăл Çĕнĕ Çул парни?

Пурĕ миçе ответ: 94
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Кĕçнерникун, 25.04.2024, 04:49
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2016 » Нарăс » 19 » Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхе кунне халалланă тăваттăмĕш «Уçă урок-2016» фестиваль иртрĕ
    Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхе кунне халалланă тăваттăмĕш «Уçă урок-2016» фестиваль иртрĕ
    23:09
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ

    Шупашкар хулин вĕренÿ институтĕнче нарăсăн 17-18-мĕшĕсенче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен «Уçă урок-2016» республика фестивалĕ иртрĕ. Фестивале чăваш шкулĕнчен 36 учитель, вырăс шкулĕнчен 17 учитель хутшăнчĕ.

    Урокăн тулли материалне Канаш, Сĕнтĕрвăрри, Çĕрпÿ, Вăрмар, Çĕмĕрле районĕсенчен 1-ер, Етĕрне, Патăрьел, Комсомольски тата Тутар Республикин Аксу тата Лениногорск районĕсенчен 2-шер, Тăвай, Шупашкар Етĕрне, Вăрнар, Патăрьел районĕсенчен 3-шер, Елчĕк, Муркаш районĕсенчен 4-шар вĕрентекен ярса пачĕç. Хула шкулĕсенчен хăйсен ĕçĕсене Шупашкар хулинчен 9, Канаш хулинчен 1, Куславкка хулинчен 3, Çĕмĕрле хулинчен 2, Улатăр районĕнчен 1, Комсомольски шкулĕсенчен 2 учитель тăратрĕç. Ĕçсене комисси тимлĕ пăхса тухрĕ. Комиссире кафедра ĕçченĕсем тата шкул учителĕсем пулчĕç.

    Фестивале салам сăмахĕ каласа вĕренÿ институчĕн проректорĕ А.Р. Федорова уçрĕ. Вăл вĕрентекенсене чăваш чĕлхи пуласлăхĕшĕн яваплăх туйса тата хастартарах ĕçлеме хавхалантарчĕ, фестивале ирттерме ăнăçу сунчĕ.

    Икĕ кун хушшинче уявра учительсем тухса калаçрĕç, хăйсен ăсталăхĕпе паллаштарчĕç. Итлекенсем ĕçтешĕсен урокĕсене сÿтсе яврĕç. Сÿтсе явăва хутшăннисем фестиваль кашниншĕнех усăллă пулнине палăртрĕç.

    Чăваш наци конгресĕн ĕç тăвакан комитет председателĕн çумĕ Г.Л. Никифоров Конгресс Президенчĕн Н.Ф. Угасловăн Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхе кунĕпе каланă саламне вуласа пачĕ тата хăй ятĕнчен тăван чĕлхе вĕрентекенсене тав сăмахĕ каларĕ.

    Вырăсла тĕп пĕлÿ паракан организаци вĕрентекенĕсем: Сидорова Алина Михайловна (Куславкка хулин 3-мĕш вăтам шкулĕ), Васильева Зоя Витальевна (Шупашкар хулин вăтам професси пĕлĕвĕ паракан транспортпа строительство технологийĕсен техникумĕ) тата чăвашла тĕп пĕлÿ паракан организаци вĕрентекенĕсем: Московцева Анжела Юрьевна (Шупашкар районĕн Мăнал шкулĕ), Димитриева Алевтина Геннадьевна (Муркаш районĕн Ярапайкасси шкулĕ), Петрова Алина Геннадьевна (Элĕк районĕн Чăваш Сурăм шкулĕ), Шишкина Алевтина Евгеньевна (Шупашкар районĕн Салапайкасси шкулĕ), Нестерова Вера Петровна (Элĕк районĕн Юнтапа шкулĕ) Чăваш наци конгресĕн Тав хутне илме тивĕç пулчĕç. «Уçă урок» ăмăртăва хутшăннисене пуш уйăхĕнче пурне те сертификат парĕç, çĕнтерÿçĕсем вара фестиваль дипломне тивĕçĕç.

    Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен „Уçă урок” тăваттăмĕш республика фестивалĕн çĕнтерÿçисем çаксем пулчĕç:

    Вырăс шкулĕсемпе

    1. Александрова Лира Вениаминовна ЧР Çĕмĕрле хули 2-мĕш вăтам шкул 1

    2. Матьянова Ираида Васильевна Шупашкар хули 2-мĕш вăтам шкул 2

    3. Карсакова Валентина Ильинична Шупашкар хули 4-мĕш лицей 3

    Чăваш шкулĕсемпе

    1 Иванова Валентина Михайловна ЧР Канаш районĕ Сухайкасси тĕп шкулĕ 1

    2 Степанов Александр Марсович ЧР Муркаш районĕ А.Г. Николаев ячĕллĕ Калайкасси вăтам шкулĕ 2

    3 Вишнева Ольга Александровна ЧР Муркаш районĕ Шатракасси тĕп шкулĕ

    Çыпăçтарнисем:
    Категори: | Миçе çын пăхнă: 2243 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегисем: | Рейтинг: 5.0/1 |
    Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)