Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Ака 2016  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
252627282930
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Шкул директорĕсене демократиллĕ майпа вĕренекенсемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕсем суйланине ырлатăр-и?
Пурĕ миçе ответ: 15
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Кĕçнерникун, 18.04.2024, 20:41
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2016 » Ака » 23 » Пĕтĕм чăваш диктанчĕ - 2016
    Пĕтĕм чăваш диктанчĕ - 2016
    15:16
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ

    Чăваш Енри Ĕç çыннин çулталăкне тата Чăваш чĕлхи кунне халалласа Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ, «Хыпар» хаçат редакцийĕ, Чăваш наци радиовĕ, Чăваш наци телекуравĕ, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ тата И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ - 2016» акци ирттересси çинчен пĕлтереççĕ. Вăл 2016 çулхи ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче чăвашсем пурăнакан тĕрлĕ вырăнсенчи ял-хулара иртме тивĕç. Акцин тĕп тĕллевĕ – чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сум-хисепне ÿстересси.
    Кăçал çак акци тăваттăмĕш хут иртет. 
    Задачисем:
    − чăвашла çырма пĕлнине тĕрĕслесси;
    − чăвашла пĕлекен кашни çынна хăй тĕрĕс çырма пултарнине тĕрĕслеме çителĕклĕ майсем туса парасси.
    Çак ĕçе ытларах хăй çине илнĕ май, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ кăçалхи диктант тексчĕн конкурсне ирттересси çинчен пĕлтерет. Чăвашлăх анинче ятарласа вăй хуракансем яваплăха туйса хутшăнма пултараççĕ. Кашниех хамăр халăхăн пултаруллă вăйне кăтартма тивĕç.
    Аса илтеретпĕр: иртнĕ çулсенчи диктант тексчĕсене Ҫеҫпӗл Мишши, Нестер Янкас, Фатых Карим ячӗллӗ премисен лауреачӗ, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Чăваш халăх поэчĕ Юрий Сементер, ЧР искусствăсен тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Чăваш патшалăх премийĕн лауреачĕ Марина Карягина тележурналист тата чăвашсен паллă прозаикĕ Леонид Маяксем çырни тăрăх („Асран кайми кун“) хатĕрленĕччĕ.
    Кăçал конкурса сакăр ĕç тăратнă, йĕркелÿ комитечĕ вĕсенчен А. Артемьевăн «Çăкăр хакĕ» повеçĕ (Шупашкар, 1977 çул) тăрăх хатĕрленĕ ĕçе суйласа илнĕ. 
    Акцие икĕ тĕрлĕ хутшăнма пулать.
    1-мĕш вариант. Хăйсем пурăнакан вырăнтах çырма кăмăл тăвакансем диктант текстне 13.00 сехетре Чăваш наци радиовĕн 105 Fm тата 72,41 УКВ хумĕсем çинче, Чăваш наци телевиденийĕн официаллă сайтĕнче (www.ntrk21.ru) тÿрĕ эфирта итлеме пултараççĕ. Диктант бланкне http://chgign.ru сайтра вырнаçтарнă. Компьютерпа Word форматпа çырнă (наборланă) е алпа çырнă текста сканерпа кăларса диктанта вуласа пĕтернĕ хыççăн 15-20 минут хушшинче çак адреспа ярса памалла: dictant2016@yandex.ru
    2-мĕш вариант. Диктант И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн историпе филологи факультетĕнче (Президент бульварĕ, 19а çурт, 401 тата 404 аудиторисем), И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн вырăс тата чăваш филологийĕ тата журналистика факультетĕнче (Университет урамĕ, 38 çурт, 434 аудитори), Чăваш Республикин вĕренÿ институтĕнче (М. Горький проспекчĕ, 5 çурт; акт залĕ) тата Н.В. Никольский ячĕллĕ Шупашкарти професси колледжĕнче (Уруков урамĕ, 8 çурт; 14 тата 21 аудиторисем) 13.00 сехетре пуçланать. Çавăн пекех ялти, районти ятарлă вырăнсенче те диктант çырма май пур.
    Диктант çырас умĕн орфографи тата пунктуаци правилисене аса илес текенсем валли консультаци ака уйăхĕн 21-мĕшĕнче 15.00 сехетре Чăваш Республикин вĕренÿ институтĕнче (М. Горький проспекчĕ, 5-мĕш çурт, 313 аудитори) ирттереççĕ.

    Çыпăçтарнисем:
    Категори: | Миçе çын пăхнă: 739 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегисем: | Рейтинг: 5.0/1 |
    Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)