Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Ака 2024  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728
2930
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Паянхи шкул ачин ятарлă тум-тир пулмалла-и?
Пурĕ миçе ответ: 15
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Тунтикун, 29.04.2024, 07:05
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » Хыпарсен архивĕ
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ

    Çу уйăхĕн 15-мĕшĕ - тĕне ĕненнине пула çар хĕсметĕнче тăрассинчен ирĕклĕ пулнине çирĕплетмелли Пĕтĕм тĕнчери кун. Çак куна 1981 çулта Дани çĕршывĕн Копенгаген хулинче пĕрремĕш хут çирĕплетнĕ. Çын çар хĕсметĕнчен ирĕклĕ пулнине çын прависене хÿтĕлекен Пĕтĕм тĕнчери деклараци (1948), гражданла тата политикăлла правасен Пĕтĕм тĕнчери  пакчĕ, çыннăн тĕп ирĕкĕсене тата прависене хÿтĕлекен Европа конвенцийĕ те çирĕплетет. ОБСЕ организацине кĕрекен çĕршывсем çакна пурнăçа кĕртме хăйсем çине яваплăх тиенĕ, çав шутра Раççей те. Вăл мĕнле пурнăçланса пынине миршĕн тата вăрçа хирĕç кĕрешекен тата правительствăсене пăхăнман «Пĕтĕм тĕнчери Амнисти» тата «Вăрçа хирĕçлени» пацифистла организацисем тĕрĕслесе тăраççĕ, вĕсем çулсерен тĕрлĕ акцисем ирттереççĕ.

    Раççейре çар хĕсметĕнче тăрассине гражданла хĕсмет йĕркипе ылмаштарма май пурри - конституцилле норма. 2004 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен тытăнса "Альтернативлă гражданла служба" Федераллă саккун вăя кĕчĕ. Унпа килĕшÿллĕн çар службине çĕршыва юрăхлă альтернативлă гражданла службăпа ылмаштарма кашни гражданинăн право пур.


    Миçе çын пăхнă: 655 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 15.05.2009 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Паян - Çемье кунĕ. 1989 çулта çемье ыйтăвĕсене тимлĕх уйăрас тесе Пĕрлештернĕ нацисен организацийĕн Генеральнăй Ассамблейи 1994 çула Пĕтĕм тĕнчери çемье çулĕ тесе палăртнă. Çавна май 1993 çулхи авăн уйăхĕн 20-мĕшĕнче Пĕрлештернĕ нацисен организацийĕн Генеральнăй Ассамблейи Пĕтĕм тĕнчери çемье кунне уявласси çинчен резолюци йышăннă. Ăна кашни çул çу уйăхĕн 15-мĕшĕнче уявлама йышăннă.
    Çемье - обществăн тĕп ячейки. Çемье этемлĕх культурин ăс-хакăл пунлăхне упраса пыракан институт. Çемье çирĕп пулсан патшалăх та вăйлă, халăх кăмăл-сипечĕ те тĕрĕс-тĕкел. Çемьере çын пурнăçĕ пуçланать, аталанать, вăй илет, хăйне хăй çирĕплетет. Çемье - юрату, хисеп, чыс, ырăлăх сăпки. Çемьери тăнăçлăх - общество тăнăçлăхĕ.
    Миçе çын пăхнă: 746 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 15.05.2009 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    В Чебоксарах 15 мая 2009 года в актовом зале ГУ "Чувашский Республиканский Центр новых образовательных технологий" состоялось чествование победителей и призеров VI Республиканской дистанционной олимпиады в экономико-математической, естественнонаучной и гуманитарной номинациях. Были приглашены победители и призеры 3 номинаций и педагоги, подготовившие их. Олимпиада проходила в 2 тура. В первом туре школьники решали тесты по межпредметным дисциплинам. Участие во 2 туре в экономико-математической номинации VI Республиканской дистанционной олимпиады требовало от учащихся не только знаний по экономике и математике, но и некоторых литературных навыков для написания эссе. Участниками 1 тура трех номинаций стали 523 обучающегося 9-11 классов школ Чувашской Республики. Во 2 тур посчастливилось попасть только 147 участникам. Среди них – победители и призеры в номинации «Экономико-математическая» из нашего Красноармейского района. Это Васильева Ксения – 10 класс (1 место), Фризен Михаил – 9а класс (2 место) и Филимонова Евгения – 11б класс (3 место). Они все из МОУ «Красноармейская СОШ №2». Этих учащихся подготовил учитель обществознания данной школы Михайлов Виталий Миха ... Малалла вула »
    Миçе çын пăхнă: 726 | | Комментарисем (1)| Хăш кун хушнă: 15.05.2009 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ

    Ветерансем сахаллансах пыраççĕ

    Вăрçă тени пулмасть-çке çухатусăр,
    Вилнисене йĕрлевçĕсем шыраççĕ…
    Таврăннисем те: е чăлах, е сусăр –
    Ветерансем сахаллансах пыраççĕ.

    Сыв юлнисем те халь хĕрÿ хевтесĕр,
    Вăй-халĕсем кунсеренех ыраççĕ…
    Пур пеккине ялан хисеплĕр эсĕр –
    Ветерансем сахаллансах пыраççĕ.

    Уяв çитсен, вĕсем çавах хаваслă,
    Ват салтаксем те сухалне хыраççĕ…
    Вĕсен сăмахĕ пирĕншĕн чăн аслă –
    Ветерансем сахаллансах пыраççĕ.
     
    Тепре чухне аса килет-ши яшлăх;
    Вăййа тухма çĕн çăпата сыраççĕ…
    Анчах хăйĕн ĕçнех тăвать-мĕн ватлăх –
    Ветерансем сахаллансах пыраççĕ.

    Пуçран тухмасть пуль ĕлĕкхи ĕçченлĕх:
    Кирлех пулсан – каллех тырă выраççĕ…
    Питех те шел, нумайăшĕн пĕчченлĕх,
    Ветерансем сахаллансах пыраççĕ.

    Манса пĕрин ятне те ан хăварăр,
    Вĕсем çинчен ĕмĕрĕпех çыраççĕ…
    Кирек хăçан çул парăр, вырăн парăр –
    Ветерансем сахаллансах пыраççĕ.


    Сăвă авторĕ - Нестер Янкас ячĕллĕ Преми лауреачĕ Николай Ершов-Янкер

    ... Малалла вула »

    Миçе çын пăхнă: 846 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 08.05.2009 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ

      Коммуникаципе информаци уçлăхĕнче çĕнĕ сайт - Красноармейски районĕнчи Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕхĕн сайчĕ - уçăлчĕ. Сайт Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕхĕн кулленхи ĕçĕ-хĕлне, кун-çулне, пĕрлĕх членĕсен пултарулăх аталанăвне çутатса тăма тивĕç. Вăл ытти сайтсенчен чăвашла пулнипе уйрăлса тăрать. Чăн чăвашла тунă сайтсем хальлĕхе пит сахал-ха Ку технологие алла илме те çăмăл мар, мĕншĕн тесен чăвашла шрифтсене Интернет чĕлхипе калаçтарма цифрăланă технологи аталансах çитеймен-ха. Анчах маттур чăваш ачисем тăрăшнипе (сăмахран, Платонов Леонид Илларионович, "Чăваш халăх сайчĕ" - http://chuvash.org/) чăваш текстне те Интернетра чăвашла калаçтарма пулать иккен. Кунсăр пуçне тĕрлĕрен программăпа ĕçлеме пĕлни кирлĕ. Чăтăмлăх, ĕçе тума ăнтăлни ку тĕллеве пурнăçа кĕртме май парать. Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх сайтне уçаканĕ - Красноармейски иккĕмĕш шкулĕнче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕ Михайлов Виталий Михайлович. Ăна пулăшаканĕ - Михайлов Алексей Витальевич, асăннă шкулта ... Малалла вула »

    Миçе çын пăхнă: 745 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 07.05.2009 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
      Çак ятпа иртрĕ те ĕнтĕ ака уйăхĕн 28-мĕшĕнче Красноармейски иккĕмĕш шкулĕн акт залĕнче чăваш чĕлхи кунне халалланă чаплă уяв. Уява шкулти чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсен творчествăлла ушкăнĕн ертÿçи Тихонова Валентина Аркадьевна уçрĕ, вăлах ертсе пычĕ. Вĕренекенсем тăван чĕлхене юратнине, хисепленине хăйсен сăввисемпе, юрри-ташшисемпе, ырă сăмахĕсемпе палăртса пачĕç. 
      Анастасия Иванова (5а) (вĕрентекенĕ В.Тихонова), Кристина Лукина (5б), Александра Яковлева (5б), Анастасия Иванова (6а), Ксения Григорьева (7а) (ертÿçи З. Михайлова) хăйсем çырнă сăввисене илемлĕ вуласа кăтартрĕç. Павел Данилов (11б), Марина Афанасьева (11б), Евгения Филимонова (11б) (ертÿçи В. Михайлов) Нестер Янкас сăввисене уççăн та илемлĕн вуласа пачĕç.
      5а класра вĕренекен хĕр ачасем «Чăваш çĕршывĕ», 6а класс ачисем «Ăçта каян, чĕкеç?» халăх юррине, Анастасия Никифорова (7б) «Тавах сана, тăван шкулăм» юрра (ертÿçи Н.В.Никитина) шăрантарчĕç. 5а класра вĕренекенсем (вĕрентекенĕ В.Тихонова) И.Я.Яковлевăн «Кулачă» калавĕ тăрăх йĕркеленĕ сценкăна питĕ ăста выляса пачĕç. Павел Данилов (11б) вуланă «Павăл» кулăшла сăвă та пурне те килĕшрĕ.
      Уявра Нестер Янкас ç ... Малалла вула »
    Миçе çын пăхнă: 774 | | Комментарисем (1)| Хăш кун хушнă: 30.04.2009 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Виççĕмĕш çул ĕнтĕ Чăваш чĕлхи кунне халалласа Трак-Красноармейски тăрăхĕнче тăван чĕлхепе литература вĕрентекенсен творчествăлла ушкăнĕ йĕркеленипе (ертÿçи – Михайлова З.П.) чăваш чĕлхипе грамматикине лайăх пĕлекен ачасем хушшинче «Çамрăк ăсчах» вăйă-конкурс иртет. Проект авторĕ – Красноармейски иккĕмĕш шкулĕнче чăваш сăмахлăхне вăрентекен Михайлов Виталий Михайлович.  
      Кăçал та вăйă-конкурс виçĕ турпа иртрĕ. Пĕрремĕш тур районти шкулсенче 10-мĕш класс вĕренекенĕсем хушшинче иртрĕ. Унта кашни шкулта чăваш чĕлхине чи лайăх пĕлекене палăртрĕç. Шкулта çĕнтернисем (вĕсем пурĕ вуннăн) иккĕмĕш турта хăйсен пĕлÿ шайне кăтартрĕç.. Вĕсем чĕлхе наукин лексика, фразеологи, лексикографи, фонетика, морфологи, сăмах пулăвĕ, синтаксис, пунктуаци пайĕсене тишкерчĕç. Вунă ачаран пиллĕкĕшĕ чи матуррисем пулчĕç. Вĕсем вара финалта, 3-мĕш турта, тупăшрĕç. Ачасем аналитикăлла тата тĕпчев ĕçне çывăх ăнлавсене тишкерчĕç. «Çамрăк ăсчах – 2009» вăйă-конкурс çĕнтерÿçин ятне Пикшик шкулĕнче 10-мĕш класра вĕренекен Анисимова Ольга çĕнсе илчĕ (учителĕ – Тихонова Л.А.). Ăна «Çамрăк ăсчах – 2009» медаль тата I степеньлĕ Диплом парса чысларĕç. II степеньлă Диплома тата «Çамрăк чĕлхеçĕ – ... Малалла вула »
    Миçе çын пăхнă: 813 | | Комментарисем (1)| Хăш кун хушнă: 25.04.2009 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ

    Ака уйăхĕн 25-мĕшĕ - Чăваш чĕлхи кунĕ. Çак аслă уяв ячĕпе пурне те саламлатпăр, ырлăх-сывлăх та телей сунатпăр. Нестер Янкас çуралнăранпа 100 çул çитнине халалланă районсем хушшинче иртекен уçă инçет викторина вĕçленчĕ. Унта республикăмăрти 37 шкултан пурĕ 248 хурав килчĕ. Районсене илес пулсан, ачасем ытларах Красноармейски районĕнчен – 84, Вăрмар районĕнчен – 22, Елчĕк районĕнчен – 20, Хĕрлĕ Чутай районĕнчен – 16, Вăрнар районĕнчен – 12, Канаш районĕнчен - 10 хутшăннă. Тулайри чăвашсем те хастар пулчĕç. Пушкăрт Республикичен те ярса пачĕç викторина хуравĕсене. Авă ... Малалла вула »

    Миçе çын пăхнă: 893 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 24.04.2009 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
       Ырă кун пултăр! Салам пурне те! Ака уйăхĕн 16-мĕшĕ тĕлне Нестер Янкас çуралнăранпа 100 çул çитнине халалланă уçă инçет викторинăна хутшăнакансен шучĕ 169 ачана çитрĕ. Викторинăна хутшăнакансем Красноармейски, Хĕрлĕ Чутай, Елчĕк, Вăрмар, Çĕрпÿ, Элĕк, Вăрнар тата Шупашкар районĕсенчен ытларах. Маттур вĕсем! Ытти районсем те хастар хутшăнасса шанатпăр. Викторина вĕçлениччен пĕр эрне çеç юлчĕ. Тăрăшăр, ăнăçу сире!
    Викторина Йĕркипе çак сайтра паллашма пулать: http://www.mixailov.21426s06.edusite.ru/





    Миçе çын пăхнă: 766 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 16.04.2009 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
        Ака уйăхĕн 16-мĕш кунĕнче «Красноармейски иккĕмĕш шкулĕ» муниципаллă вĕрентÿ учрежденийĕнче районти шкулсенчи чăваш чĕлхине лайăх пĕлекен ачасем хушшинче «Çамрăк ăсчах» вăйă-конкурс иртрĕ. Унта пĕрремĕш турта çĕнтернĕ 10 вĕренекен хутшăнчĕ. Конкурса ачасем хăйсен пĕлÿ шайне тĕрĕслерĕç. Жюри членĕсен вĕсенчен 5 ача суйласа илмелле. Вĕсенчен пĕри вара виççĕмĕш турта çĕнтерÿçĕ пулса тăрĕ, «Çамрăк ăсчах - 2009» медаль çĕнсе илĕ.
        Ку конкурс кăçалхипе виççĕмĕш хут иртет ĕнтĕ. Пĕрремĕшĕнче «Çамрăк ăсчах – 2007» ята Трак чăвашла-нимĕçле гимнази вĕренекенĕ Степанова Татьяна çĕнсе илнĕччĕ, «Çамрăк ăсчах – 2008» ята вара Пикшик шкулĕн вĕренекенĕ Анисимова Надежда тивĕçнĕччĕ. Конкурс проекчĕн идейине пурнăçа кĕртекенĕ – Красноармейски иккĕмĕш шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Михайлов Виталий Михайлович. 
        Конкурс Йĕркипе çак сайтра паллашма пулать: http://www.mixailov.21426s06.edusite.ru/
    Миçе çын пăхнă: 786 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 16.04.2009 | Рейтинг:

    « 1 2 ... 42 43 44

    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)