Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Кăрлач 2016  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
25262728293031
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Паянхи шкул ачин ятарлă тум-тир пулмалла-и?
Пурĕ миçе ответ: 15
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Ытларикун, 23.04.2024, 15:40
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2016 » Кăрлач » 21 » Чăваш чĕлхи тавра - çавра сĕтел
    Чăваш чĕлхи тавра - çавра сĕтел
    02:44
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ

    Чăваш наци конгресĕ 2016-мĕш çулхи кăрлачăн 20 - мĕшĕнче "Хальхи тапхăрта чăваш чĕлхипе культурине упраса хăварасси тата аталантарасси: çивĕч ыйтусем тата малашлăх" темăпа çавра сĕтел ирттерчĕ. Унта ЧНК Президенчĕ Николай Угаслов, унăн çумĕсем Валерий Клементьевпа Петр Ивантаев, конгресс ĕç тăвакан комитет тата вĕренÿпе ăслăлăх комитечĕн председателĕ Геронтий Никифоров, Президиум пайташĕ тата вĕренÿпе ăслăлăх комитечĕн пайташĕ Юлия Анисимова, аслă шкулсен чăваш чĕлхин ăстаçисем, Ваттисен Канашĕн пайташĕсем хутшăнчĕç. Малтанах сăмах Николай Угаслов илчĕ. Вăл пухăннисене çавра сĕтелте чăваш чĕлхипе тата культурипе çыхăннă ыйтусене тĕплĕн сÿтсе явма, тăван чĕлхене аталантарма май паракан пулăмсене палăртса республика пуçлăхĕ умĕнче тăратма хатĕрленме ыйтрĕ. Президент хыççăн çавра сĕтелте ЧНК Ваттисен Канашĕн председателĕ Василий Шадриков сăмах илчĕ. Вăл уйрăмах республикăра наци кадрĕсене хатĕрлес ыйту çивĕч тăнине палăртрĕ.

    Чăваш чĕлхин ăстаçисем паянхи кун чăваш чĕлхи шăпи çинчен пăшăрханса калаçрĕç. "Çÿлтисем пире итлеççĕ, анчах илтмеççĕ", - терĕ И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУ доценчĕ Тамара Артьемьева. -- Республикăмăрта «Чăваш Республикинчи чĕлхесем çинчен» калакан саккунпа килĕшÿллĕн чăваш чĕлхи вырăс чĕлхипе танах патшалăх чĕлхи пулнă май, ăна хисеплесси учрежденисен ертÿçисенчен нумай килет- терĕ вăл. Тамара Васильевна чĕлхене аталантарма ăслăлăх лаборатори туса хума сĕнчĕ. "Ăнăçулăх тĕнчи" ют çĕр-шыв чĕлхисен шкулĕн ертÿçи Александр Блинов хулара чăваш чĕлхине вĕрентмелли кăсăклă меслетсемпе майсем тумаллине, шкул ачисене паянхи куна тивĕçтерекен кăсăк кĕнекесем кирлине каларĕ, ачасемпе килте ашшĕ-амăшĕн чăвашла калаçмалли пирки палăртса хăварчĕ.

    ЧР вĕренÿ институчĕн чăваш чĕлхипе литературин кафедрин пуçлăхĕ Анна Егорова доцент, çак институтри Наципе вĕренÿ центрĕн пуçлăхĕ Ирина Алексеева, Юрий Виноградов доцент тата ытти специалистсем чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, ун кирлĕлĕхне ÿстересси тата талккăшне сарасси пирки хăйсем мĕн шутланине пĕлтерчĕç. Çавра сĕтелте калаçăва хутшăнса Ваттисен Канашĕн пайташĕсенчен кашниех чăваш чĕлхине упраса хăварасси пирки хăйĕн шухăшне пĕлтерчĕ.

    Çитес вăхăтрах кунта каланă шухăшсене пĕтĕмлетсе «Чăваш Республикинчи чĕлхесем çинчен» калакан саккуна пурнăçа кĕртекен яваплă министерствосен ертÿçисемпе тĕл пулса калаçма килĕшсе татăлчĕç.

    ЧНК пресс-службин ертÿçи Зоя Яковлева.

    Çыпăçтарнисем:
    Категори: | Миçе çын пăхнă: 2520 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегисем: | Рейтинг: 5.0/1 |
    Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)