Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Ака 2016  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
252627282930
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Ĕмĕр пурăн, ĕмĕр вĕрен тенине эсир епле ăнланатăр?
Пурĕ миçе ответ: 34
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Эрнекун, 26.04.2024, 06:36
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2016 » Ака » 24 » Чăваш чĕлхи кунĕпе саламлатăп сире, хаклă ентешĕмĕрсем!
    Чăваш чĕлхи кунĕпе саламлатăп сире, хаклă ентешĕмĕрсем!
    22:13
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ

    Ку пĕлтерĕшлĕ уява эпир тăван халăхăн Аслă вĕрентекенĕн Иван Яковлевич Яковлевăн çуралнă кунĕ, ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче паллă тăватпăр. Ăна Чăваш Республикин Аслă Совечĕн Президиумĕн 1992 - мĕш çулхи ака уйăхĕн 9 - мĕшĕнчи йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн уявлама тытăннă.

    «Халăхăн ăс-тăнĕпе унăн пĕтĕм тĕнче курăмне тăван чĕлхе чун парать. Тăван чĕлхесĕр чăн-чăн пĕлÿ çук», -- тенĕ Аслă Вĕрентекенĕмĕр Иван Яковлевич Яковлев. Питĕ тĕрĕс каланă Иван Яковлев. Тăван чĕлхепе усă курса эпир пĕлÿ пухатпăр, хамăр ăc-хакăла пуянлататпăр, шухăшăмăра пĕр-пĕрне пĕлтеретпĕр, кăмăл-туйăма палăртатпăр.

    Паянхи кун чăваш чĕлхин обществăри вырăнĕ улшăнма пуçлани, тăван чĕлхен тăрăмĕ чакса пыни пире пăшăрхантарать. Çакнашкал лару-тăрура тăван чĕлхен пĕлтерĕшне çĕклес ĕçре пĕрле пулни кăна пулăшать. Иван Яковлев «чăн пĕчĕккĕ ĕçе те пит пикенсе, юратса ĕçлĕр» тенине асра тытса чăвашлăха аталантарас ĕçе юратса тусан чăваш чĕлхин шăпине лайăхлатма пултаратпăр. Кашни хăй вырăнĕнче, хăй ĕçĕнче мĕн кирлине тивĕçлĕ шайра туса пырсан тăван чĕлхен хăвачĕ пысăклансах пырĕ.

    Тăван чĕлхе пурне те тăванлăх, пĕрлĕх туйăмĕ парсах тăтăр, наци культурин аталанăвне паха витĕм кÿтĕр. Пуян та çепĕç чĕлхен халăха пĕрлештерекен вăйĕ ÿссех пытăр.

    Чăваш Республикин Конституцийĕпе чăваш чĕлхи вырăс чĕлхипе тан патшалăх чĕлхи шутланать. Çакă тăван чĕлхен тивĕçĕпе пĕлтерĕшне ÿстерме майсем туса парать. Кашниех хăй вырăнĕнче тата тăван халăхшăн тăрăшакансемпе алла-аллăн тытăнса вăй хурсассăн тин чăваш чĕлхин шăпине лайăхлатма пулать. Пĕтĕмпех хамăртан килет. Çак арпашуллă тĕнче кисренĕвĕнче тăван чĕлхемĕрĕн пĕлтерĕшĕпе сумне ÿстерме тата упраса хăварма май килнĕ таран вăй-хал тупасчĕ.

    Çак пысăк пĕлтерĕшлĕ уяв ячĕпе пурне те тулли кăмăлпа саламлатăп, çамрăк ăрăва ăс-хакăл пама сирĕн чун хавалĕ тата нумай-нумай çула пытăр. Пултарулăхпа çирĕп сывлăх ан иксĕлччĕр. Чăвашлăха çирĕплетес ĕçре пысăк çитĕнÿсем тума чăтăмлăх, тăван чĕлхешĕн тăрăшма вăй-хал сунатăп.

     Чăваш наци конгресĕн Президенчĕ Николай Угаслов

    Çыпăçтарнисем:
    Категори: | Миçе çын пăхнă: 1258 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегисем: | Рейтинг: 5.0/1 |
    Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)