Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Çу 2024  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
2728293031
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Мĕн вăл Çĕнĕ Çул парни?

Пурĕ миçе ответ: 94
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Эрнекун, 17.05.2024, 10:03
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » Хыпарсен архивĕ
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ

    Чӑваш кӗнеке издательствинче «Манӑн ҫӑлтӑр тӳпере. Моя звезда на небе» кӗнеке кун ҫути курнӑ.

    Альбом кӗнекене Чӑваш халӑх поэчӗн, обществӑпа культура деятелӗн Петӗр Хусанкайӑн пултарулӑхӗпе кун-ҫулне халалланӑ. Унта «Призванье — это одержимость» автобиографиллӗ очерк, сӑвӑсем, нумай нациллӗ совет литературин элчисен унӑн пултарулӑхӗ тӗлӗшпе каланӑ каларӑшӗсем кӗнӗ. Поэтӑн кун-ҫулне сӑнлакан тапхӑрсене сӑнӳкерчӗксемпе кӑтартнӑ. Вӗсенчен чылайӑшӗ пирвайхи хут пичетленет.

    Кӗнеке Петӗр Хусанкайӑн «Чӑваш ҫамрӑк поэчӗсене каланӑ сӑмах» халалпа вӗҫленет.

    Кӑларӑма Петӗр Хусанкайӑн ывӑлӗ Атнер хатӗрленӗ. Вӑл 1000 экземплярпа тухнӑ. Ӑна «СУМ» лавккара та туянма май пур — хакӗ 180 тенкӗ.

    Çăлкуç: http://www.chuvash.org/news/8186.html

    Миçе çын пăхнă: 827 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 03.02.2015 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ

    2015 ҫулхи кӑрлачӑн 29-мӗшӗнче Чӑваш РеспубликинПатӑрьел районӗн Патӑрьелӗн пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан пӗрремӗш вӑтам шкулӗнче литература тата К.В. Иванов ҫулталӑкне халалланӑ «Тӗрлӗ халӑх культури ҫыхӑнӑвӗсене аталантарассине тӗпе хурса ӗҫлесси» семинар иртрӗ.

    Семинара Патӑрьел район администрацийӗн вӗренӳ пайӗ тата чӑваш чӗлхипе литератури, тӑван ен историйӗпе культури вӗрентекенсен пӗрлешӗвӗ йӗркелерӗҫ. Унта Патӑрьелпе Шупашкар районӗн чӑваш чӗлхипе литератури тата тӑван ен историйӗпе культури вӗрентекенсем татаЧӑваш наци конгресӗн Президиумӗн пайташӗсем Юлия Анисимовӑпа Геронтий Никифоров, вӑлах Чӑваш Республикин учителӗсен ассоциацийӗ» общество организацийӗн чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенсен секцийӗн ертӳҫи хутшӑнчӗҫ. Шупашкартан килнӗ хӑнасене Патӑрьелти пӗрремӗш шкул ачисем ҫӑкӑр-тӑварпа тата Первомайски шкулӗн ача-пӑча фольклор ансамблӗ (ертӳҫи — Елена Сорокина) юрӑ-ташӑпа кӗтсе илчӗҫ. Чаплӑ чысласа кӗтсе илнӗ хыҫҫӑн шкулӑн акт залӗнче ачасен тата вӗрентекенсен пултарулӑхӗпе паллашрӑмӑр, пӗчӗк концерт куртӑмӑр.

    Тӗп калаҫура 2 ... Малалла вула »

    Миçе çын пăхнă: 1341 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 01.02.2015 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ

    Шупашкарта Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн «Чӑвашсем хальхи тӗнчере: истори тата культура» кӗнеке серин иккӗмӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. Ӑна «Чуваши Присвияжья: история и культура» ят панӑ.

    ЧР Культура министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кӗнекере Сӗве тӑрӑхӗнче пурӑнакан чӑвашсен историпе культурине ҫутатса панӑ. Унта Тутарстан, Чӗмпӗр облаҫӗ, Чӑваш Республики кӗнӗ. Унта уявсене, ҫемье йӑлисене, пултарулӑхне, фольклорти тӗрлӗ жанра тишкернӗ.

    Ӗҫе ушкӑн пурнӑҫланӑ. Ун йышне этнографсем, музыковедсем, социологсем, фольклористсем, чӗлхеҫӗсем кӗнӗ.

    Кӑларӑм 1 пин тиражпа тухнӑ. Вӑл этнографи, истори, гуманитари енӗпе ӗҫлекен ... Малалла вула »

    Миçе çын пăхнă: 746 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 01.02.2015 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ

    Чӑваш кӗнеке издательствинчеМарфа Трубинапа Ева Лисинӑн суйласа илнӗ хайлавӗсен кӗнекисем тухнӑ.

    Марфа Трубинан кӗнекине калавсем, повеҫсем, сӑвӑсем, пьесӑсем, документсем, ҫырусем кӗнӗ. Вӗсенчен хӑшӗ-пӗри пӗрремӗш хут пичетленет.

    Кӗнекере Марфа Трубинан сӑнӳкерчӗкӗсем те пур. Вӗсем урлӑ вулакан унӑн пултарулӑх ҫулӗпе паллашма пултарать. Вӑл литературӑна ачаранпах килӗштернӗ. Унӑн хайлавӗсенчи сӑнарсем ытларах — ачасем.

    Ева Лисинӑн кӗнекине калавсем, повеҫсем, пьесӑсем кӗнӗ. Вӑл аслисен те, ачасен те кӑмӑлне кайӗ. Автор ҫын чуне витӗр курать тейӗн. Вӑл чӑвашла та, вырӑсла ҫырать.

    Çăлкуç:http://www.chuvash.org/news/8172.html 

    Миçе çын пăхнă: 736 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 01.02.2015 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Миçе çын пăхнă: 1036 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 19.01.2015 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ

    Ҫапларах хак пачӗ Геннадий Дегтярев хӑйӗн сӑмахӗнче Станьял Виталий Петрович 75 ҫул тултарнӑ ятпа ирттернӗ литературӑпа поэзи каҫӗнче. Кӑна Геннадий Анатольевич юбиляр хӑйӗн шухӑшне нихӑҫан та пытарманнипе, калас сӑмаха ӑшӑ вырӑна ҫухатасран хӑрамасӑр калама пултарнипе ҫыхӑнтарчӗ.

    Мероприяти паян Чӑваш наци вулавӑшӗнче пулчӗ. 100 ытла ҫын пухӑнмалли зала халӑх туллин пухӑнчӗ, хӑшӗ-пӗри вырӑн ҫитменрен ура ҫинче тӑчӗ. Паллӑ таврапӗлӳҫӗн, вӗрентекенӗн тата сӑвӑҫӑн ҫавра ҫулне паллӑ тума пурте пынӑччӗ — культура министрӗ Вадим Ефимов, Патшалӑх Канашӗн социаллӑ политикӑпа наци ыйтӑвӗсен комитет председателӗ Пётр Краснов, Шупашкар районӗн пуҫлӑхӗ Георгий Егоров, ЧНК Президенчӗ Николай Угаслов, ҫыравҫӑсем, журналистсем, таврапӗлӳҫӗсем, вӗрентекенсем, преподавательсем тата ыттисем.

    Тухса калаҫакансене илес пулсан Пётр Степанович Краснов хӑйӗн сӑмахӗнче Виталий Петровича орфографи тавра ыйту ҫӗкленӗшӗн мухтарӗ (сӑмах май, вӑл ыйтӑва унччен те ҫӗкленӗччӗ-ха та /сӑмах, «Тӑван Атӑлта» пуҫланӑ статьясен ярӑмӗ пирки/). ЧНК Президенчӗ Николай Угаслов вара юбиляра ... Малалла вула »

    Миçе çын пăхнă: 923 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 15.01.2015 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ

    Культурăпа илемлĕ сăмахлăхăмăр анинче ĕçленĕ çынсем историре чылай чухне хушма ятсемпе (вырăсла вĕсене «псевдоним», халăх шухăшласа кăларнисене «прозвище» теççĕ) паллă пулса юлаççĕ. Вăл е ку ят çыпăçасси чăваш ялĕнче уйрăм çынран мар, чылай чухне ун таврашĕн (ăрăвĕн) ятĕнчен килет. Манăн тымарсене илсе пăхар-ха. Аннеме ялта «Ăйю Хĕветĕр ывăлĕн Ăртиван хĕрĕ Кайăкка» тесе калатчĕç. Аттене вара «Кукша Макçăм ывăлĕн Матви ывăлĕн Ехрем ывăлĕ Кĕркур» тетчĕç. Кунта «Кукша» тени мăн асаттен çыпăçнă ячĕ ĕнтĕ, унăн ашшĕне «Ваçли» тесе чĕннĕ. Ытларах чухне ялсенче «çавсен (çав таврашсен) ачи» тенĕ. Аттем енчен эпĕ Кукша Макçăмсен Виталийĕ пулатăп. Кукаçи килĕнче ÿснĕрен хушма ятăма эпĕ унăн ячĕпе çыхăнтарас терĕм: Эртивансен (Ăртивансен) Виталийĕ.

    Элкер Çеменĕн вырăсла хушамачĕ «Васильев» пулнă. 1917 çулта «Хыпар» хаçатра вăл чылай статйине «Кушлавăш çынни Семен В. Эльхерин», «С.В.Э.», «С.Э.» ятсемпе пичетленĕ (унăн йăхĕ Пысăк Упакассинче «Элхер таврашĕ» ятлă пулнă). ... Малалла вула »

    Миçе çын пăхнă: 1703 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 13.01.2015 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ

    Гуманитари ӑслӑлӑхӗсен патшалӑх институчӗ ӑслӑлӑх ӗҫӗсен «История национальной государственности чувашского народа» кӗнеке пичетлесе кӑларнӑ. Ку ӗҫе «Ирӗклӗ сӑмах» сайт тӗплӗ ӑслӑлӑх ӗҫӗн пӗрремӗш кӗнеки тесе хаклать.

    Темиҫе ярӑмпа кӑларма палӑртакан ӗҫӗн пӗрремӗш кӗнекин авторӗ — асӑннӑ институтӑн ӑслӑлӑх ӗҫченӗ Владимир Клементьев. Тома этнос юхӑмӗ чӗрӗлсе тӑнипе аталаннине, наци юхӑмӗн йӗркелӳ хурмисем ҫуралнине тата йӗркеленнине, Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхне йӗркеленӗренпе Чӑваш автономичченхи тапхӑрти чӑвашсен ирӗклӗхӗн ҫул-йӗрӗпе меслечӗсем пирки чарӑнса тӑнӑ.

    Кӗнекен ӑслӑлӑх редакторӗ — Юрий Гусаров историк, рецензенчӗсем — Николай Егоров чӗлхеҫӗ, Виталий Ивановпа Елена Минеева историксем.

    Çăлкуç: http://www.chuvash.org/news/7970.html

    Миçе çын пăхнă: 557 | | Комментарисем (1)| Хăш кун хушнă: 13.01.2015 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ

    2015 çулхи кăрлач уйăхĕн 15- мĕшĕнче 18:00 сехетре Наци библиотекин кинозалĕнче Чăваш Республикинчи кинематографистсен пĕрлешĕвĕн Киноклубĕнче черетлĕ кинокурав иртет. Кинокуравра пăхса тухса сÿтсе явăпăр хамăрăн пайташăн, Константин Ефремов режиссерăн «Помрачение» (2014 ç.) кĕске метражлă çĕнĕ фильмне.

    Çак фильмра пысăк вăрттăнлăхсем çинчен кĕске истори. Мĕн пĕлетпĕр-ха эпир çынсен ăс-тăнĕ, ăнлантарса пама çук тĕксĕм пулăмсем пирки? Нимĕн те пĕлместпĕр тесен тĕрĕс те пулĕ... .

    Жанр: саспенс, триллер

    Режиссерĕ тата сценари авторĕ: К.А. Ефремов

    Тĕплĕнрех

    Миçе çын пăхнă: 634 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 11.01.2015 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ

    Миçе çын пăхнă: 789 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 27.12.2014 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ

    Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх 2013 çулшăн литературăпа ÿнерте тата культура аталанăвĕнче палăрнă пултаруллă çынсене Нестер Янкас ячĕллĕ Преми памашкăн кандидатсем тăратмашкăн халăх умне сĕнÿпе тухать. Кандидат çинчен калакан характеристикăна тата ăна тăратакан организацин ыйтса çырнине Преми паракан комиссине 2014 çулхи нарăсăн 20-мĕшĕччен çитермелле.

    Нестер Янкас ячĕпе хисепленекен преми тĕллевĕ çакăн пек: чăваш культурипе искусствине, литературипе чĕлхине аталантарас, культурăпа истори палăкĕсене упрас, халăхсен туслăхне çирĕплетес, ÿссе çитĕнекен ăрăва тĕрĕс-тĕкел воспитани парас, уйрăм çынсен пултарулăхне аталантарас, наци культурин çитĕнĕвĕсене халăх хушшинче сарас енпе тунă ĕçсемшĕн хавхалантарасси. 

    Премие чăваш культурине, литературипе искусствине малалла аталантарас ĕçре уйрăмах палăрнăшăн, районти ял çыннисен тĕрлĕ социаллă сийĕн культура аталанăвĕнчи халăх пултарулăхĕн хастарлăхне ÿстернĕшĕн параççĕ.

    Премие уйрăм пултаруллă çынсене, пултарулăх коллективĕсене, шкулсемпе ача сачĕсене, патшалăх предприятийĕсемпе учреждени ... Малалла вула »

    Миçе çын пăхнă: 720 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 23.12.2014 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ

    Чÿк уйăхĕнче И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче чăваш чĕлхипе литературине, халăх историйĕпе культурине кăмăллакан шкул ачисем валли «Сенкер инçет» олимпиадăн черетлĕ ăмăртăвĕ пулнă. Унăн пуçламăш тапхăрĕ кăçал пирвайхи хут интернетра онлайн йĕркипе иртнĕ, çавăнпа та чылай çамрăка кăсăклантарнă. Олимпиадăна хутшăннисен шучĕ 500-тен те иртнĕ. Хăйсен хастарлăхне уйрăмах 8-9 класс ачисем кăтартнă.

    Ăмăртуçăсен 1/3 пайĕ – 10-11 класс çамрăкĕсем. Вĕренекенсем уйăрса панă вăхăтра олимпиада ыйтăвĕсене хуравланă.

    Олимпиадăна хутшăнакансем ытларах Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хулисенчен, Çĕрпÿ, Красноармейски, Сĕнтĕрвăрри, Комсомольски тата республикăмăрти ытти районсенчен пулнине палăртмалла. Тутарстанпа (Аксу районĕнчи Кив Саврăш, Çĕпрел районĕнчи Матак ялĕсем) Пушкăртстан (Пишпÿлек районĕнчи Кистенлĕ ялĕ) чăвашĕсем те хутшăнма хапăл туни вара уйрăмах савăнтарать.

    Асăннă ăмăрту 2015-мĕш çулхи нарăс уйăхĕнче малалла тăсăлĕ. Пĕрремĕш тапхăрта пысăк балл пухнисене ăс-тăн вăййин пĕтĕмлетÿллĕ тапхăрне чĕнеççĕ.

    ... Малалла вула »

    Миçе çын пăхнă: 1083 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 21.12.2014 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ

    Фоторепортаж

    2014 çулхи раштав уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Республикин Красноармейски салинче «Хальхи тапхăрта чăваш чĕлхине упраса хăварасси тата аталантарасси: çивĕч ыйтусем тата малашлăх» темăпа конференци иртрĕ. Конференцие Красноармейски район ертÿçисем, чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсем, шкул тата ача сачĕсен ертÿçисем, культура ĕченĕсем, тавра пĕлÿçĕсем, Чăваш наци конгресĕн Красноармейски уйрăмĕн правленийĕн пайташĕсем тата Шупашкартан килнĕ Чăваш наци конгресĕн хастарĕсем (Ю.Е.Анисимова, Г.Л.Никифоров), «Чăваш Республикин учителĕсен ассоциацийĕ» общество организацийĕн чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсен секцийĕн пайташĕ Л.В.Анисимова, «Самант» журналăн редактор. В.В.Степанов хутшăнчĕç.

    Тĕп калаçу Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 115 çул çитнине халалланă 2014 çулхи чÿк уйăхĕн 27-мĕшĕнче Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен вырăнти ертÿçисен «Чăваша - чăваш чĕлхи кирлĕ» форум ... Малалла вула »

    Миçе çын пăхнă: 618 | | Комментарисем (1)| Хăш кун хушнă: 21.12.2014 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ

    Тăван халăхăмăрăн тĕп хутлăхĕнче - Чăваш Енре - çакнашкал ыйту çивĕчленни ăнланмалла мар пулăм пек туйăнать пулин те ЮНЕСКО чăваш чĕлхине те çухалса пыраканнисен шутне кĕртни чĕлхемĕр инкекĕ çинчен уççăнрах калаçма тытăнтăмăр. Шывра путакан çын улăм пĕрчинчен те пулин тытăнса юлса çăлăнасшăнни евĕрлех чăвашлăхшăн çунакан йăхташсем те кĕрĕк арки йăваласа ларасшăн мар. Çакнашкал шухăш çирĕпленчĕ Чăваш патшалăх гуманитари наукисен институтĕнче иртнĕ "Чăваша чăваш чĕлхи кирлĕ" форума хутшăннă май. Анлă канашлăва Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 115 çул çитнине халалласа Чăваш наци конгресĕ, çÿлерех асăннă тата республикăри вĕрентÿ институчĕсем, "Чăваш Республикин учителĕсен ассоциацийĕ" общество организацийĕн чĕлхипе литература вĕрентекенĕсен секцийĕ йĕркеленĕ.

    Форума, тĕпрен илсен, шкулсенче тата ача сачĕсенче наци чĕлхине вĕрентес ыйту тавра пуçарнă. Çавăнпа Чăваш Енри вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕн пĕрремĕш çумĕ Светлана Петрова чи малтан сăмах илчĕ. Калаçу пуçламăшĕнчех вăл чăваш чĕлхипе литературине, тăван ен культурине вĕрентекенсен ассоциацийĕ пурришĕн хĕпĕртенине палăртрĕ. "Сирĕн шухă ... Малалла вула »

    Миçе çын пăхнă: 805 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 15.12.2014 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ

    Фоторепортаж

    Хĕрача ăсталăхĕ тĕрринчен паллă тенĕ ĕлĕк, хальхи пикесен пултарулăхне мĕне кура хакламалла-ши? Çапла шухăшласа утрăм эпĕ тĕп хулари Ухсай Яккăвĕ ячĕллĕ культура керменне. Кунта /кăçалхипе саккăрмĕш хут ĕнтĕ/ республикăри "Чăваш пики" конкурс иртрĕ. Конкурса Чăваш Енĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчен килнĕ 16 пике хутшăнчĕ.

    Малтанах чиперккесене тата уява пухăннисене Чăван наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов, ЧР Культура министерствин пай пуçлăхĕ Сергей Казаков, "Чăваш пики - 2013" конкурс çĕнтерÿçи Алиса Чайникова-Ахахпи тата ыттисем саламларĕç. "Çакнашкал конкурс çамрăксене хавхалантарать, аталанма пулăшать. Малашне те ирттересчĕ ăна. Унта хутшăнакан пикесем кашни çул - хитререн те хитререх. Жюрие паян чи илемлине, чи хÿхĕммине суйласа илме питĕ йывăр пулĕ", - терĕ ЧНК президенчĕ Николай Угаслов.

    Пĕрремĕш конкурсра чиперуксем хăйсемпе паллаштарчĕç. Харпăр хăй пултарулăхĕпе ăсталăхĕ çинчен каласа панă чухне чыл ... Малалла вула »

    Миçе çын пăхнă: 1088 | | Комментарисем (6)| Хăш кун хушнă: 02.12.2014 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ

    Кĕçнерникун, чӳкĕн 27-мĕшĕнче,Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 125 çул çитнине халалласа Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнче «Чăваша чăваш чĕлхи кирлĕ» канашлу иртрĕ. Ăна асăннă институтпа вĕренӳ институчĕ, ЧНК тата ЧР учительсен ассоциацийĕ çумĕнчи чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсен секцийĕ йĕркеленĕ. Канашлăва вĕренӳ министерствинчен Петрова Светлана Владимировна, ЧНК вице-президенчĕ Валерий Клементьев çитнĕ.

    Ку канашлура пĕтĕмĕшле илсен чăваш чĕлхине шкулсенче тата ача пахчисенче вĕрентесси пирки калаçрĕç. ФГОС тавра калаçрĕç, чăваш чĕлхин сехечĕсене мĕнле майпа чакармасăр хăварма пултарасси çинчен. Светлана Владимировна хăйĕн сăмахĕнче министерство çак ыйту çине мĕнле пăхнине каласа пачĕ. Вĕсем имĕш шкулсене ФГОС панă 3-мĕш варианта йышăнма сĕннĕ. Ку варианта наци республикисенче усă курмашкăн тунă, анчах пăтăрмах çуратнă шкулсем темшĕн тепĕр вариантсене илнĕ пулать. Кăна тӳрлетмелле иккен. Светлана Владимировна çавăн пекех шкулсен уставĕсене çĕнетесси пирки каларĕ — унта вĕренĕве чăвашла та ирттермелли пирки кĕртмелле имĕш. Вĕренӳ министрĕн çумĕ хăйĕн сăмахĕнче вĕренӳ пĕтĕмĕ ... Малалла вула »

    Миçе çын пăхнă: 553 | | Комментарисем (1)| Хăш кун хушнă: 30.11.2014 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ

    Чăваш халăх сайчĕ пĕлтерет: Иртнĕ уйăхра «Раççей — спорт çĕршывĕ» спорт канашлăвĕ иртнĕ май тĕп хуламăрта чарăну вырăнĕсене çĕнетсе тухрĕç. Питĕ васкарĕç курăнать — чарăнусене чăвашла ятсемсĕр хăварчĕç, вырăслисенче йăнăшсем тукаларĕç. Хайхи вырăсла çырнисенчи йăнăшсене хăвăрт юсаса тухрĕç пулсан, чарăну ячĕсем чăвашла самай вăхăт иртсен те хăй вырăнне йышăнаймарĕ.

    Паянхи куна илес пулсан пире савăнмалли, тӳре-шарана мухтамалли сăлтав пурах. Тинех Шупашкарти чарăну ячĕсем — вырăсла та, чăвашла та. Эпир хамăр ку лайăх пулăма хулан тĕп урамĕсенче — Ленин проспекчĕпе Карл Маркс урамĕнче асархарăмăр. Ĕç-пуç ытти урамсенче те çавнашкалах пуль тетпĕр.

    Сăмах май, раштавăн 4-мĕшĕнче Чăваш чĕлхи комиссийĕн 2014 çулти иккĕмĕш ларăвĕ иртмелле. Пĕрремĕш ыйтура унта муниципалитет йĕркеленĕвĕсен — Шупашкар хулин тата Патăрьел районĕн — администрацийĕсем Чăваш Республикин «Чăваш Республикинчи чĕлхесем çинчен» калакан саккунне мĕнле пурнăçласа пыни çинчен калаçмалла. Шăп та шай çав ... Малалла вула »

    Миçе çын пăхнă: 598 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 30.11.2014 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ

    А.Г.Аксаков – депутат Государственной Думы третьего (1999-2003 гг.), четвертого (2003-2007 гг.), пятого (2007-2011 гг.), шестого (2011 – по настоящее время гг.) созывов. Ведет активную общественно-политическую деятельность. 19 октября 2006 г. избран президентом Ассоциации региональных банков России. Является членом правления Российского Союза промышленников и предпринимателей. Председатель Совета регионального отделения Политической партии СПРАВЕДЛИВАЯ РОССИЯ в Чувашской Республике. Награжден медалью ордена "За заслуги перед Отечеством" II степени, отмечен орденом "Почетный знак Петра Великого", присвоено Почетное звание "Заслуженный экономист Чувашской Республики". 2 августа 2007 года награжден президентом Российской Федерации В.В. Путиным медалью ордена "За заслуги перед Отечеством I степени".

    Тĕплĕнрех

    Миçе çын пăхнă: 612 | | Комментарисем (1)| Хăш кун хушнă: 30.11.2014 | Рейтинг:

    « 1 2 ... 6 7 8 9 10 ... 43 44 »

    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)