Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Ака 2024  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728
2930
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Паянхи шкул ачин ятарлă тум-тир пулмалла-и?
Пурĕ миçе ответ: 15
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Тунтикун, 29.04.2024, 18:46
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » Хыпарсен архивĕ
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ

    Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерствин хушăвĕпе килĕшÿллĕн Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ «Тăван кил ăшши – атте-анне ăшши» сочинени конкурсĕ ирттерет.

    Сочинени конкурсне Раççейре экологи çулталăкне Чăваш Республинче Аннепе атте çулталăкне ирттермелли планпа килĕшÿллĕн йĕркеленĕ. Конкурсăн тĕллевĕсем – сочинени çырас традицине чĕртесси, ачасен шухăшлавне, аталантарсси; пултаруллă ачасене тупса палăртасси; тăван çĕре-шыва, атте-аннене хисеплеме, упрама хăнăхтарасси.

    Конкурса 9-11-мĕш класра вĕренекенсем тата професси пĕлĕвĕ паракан вĕренÿ организацийĕн вĕренекенĕсем хутшăнаççĕ. Сочинение чăвашла та, вырăсла та çырма юрать.

    Сочинени темисем:

    1) Тăван çĕр-шыва юратасси çемьерен пуçланать

    2) Ашшĕ-амăшĕн тивлечĕ ачашăн ырă тĕслĕх

    3) Çĕр анне хуçана çеç юратать

    4) Чăваш çыравçисен хайлавĕсенче кăтартнă атте-анне ырă санарĕсем

    ... Малалла вула »

    Миçе çын пăхнă: 2198 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 16.09.2017 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ

    Фоторепортаж1

    Фоторепортаж2

    Нумаях пулмасть Атиллăпа Мария Балтаевсем авалхи йăла-йĕркене тĕпе хурса Шупашкарта чӑваш туйĕ кĕрлеттернĕ. Машӑрлану керменне хĕр – тухьяпа, каччă ҫĕлĕкпе шупăр тӑхăнса пынă. Атиллăпа Мария туя ҫакнашкал ирттерме тахçанах шухăшланӑ. Иккĕшĕнче те чӑваш юнĕ чупнăран урăхла тума пултарайман вĕсем.

    - Мӑшӑрӑмпа иксӗмӗр Питĕрти А.Л.Штиглиц ячĕллĕ ÿнерпе промышленность академийĕнче вĕренетпĕр. Эпир шăпах унта паллашрӑмӑр. Сарӑ вӑрӑм ҫуçлĕ чиперккене пĕрре курсах саврӑм. Вӑл та пĕрремӗш тĕл пулуpax мана килĕштерчĕ. Ма­рия Красноярск хулинчен. Унӑн кукамӑшĕ Гали­на Васильевна Çĕрпу районӗнчи Ӗмпӗрт Туса ялĕнче пурӑнать. Пулас мӑшăр чӑваш иккенне пĕлсен питĕ хĕпĕртерĕм. Туй çинчен сăмах пуçарсан ăна чӑваш йӑли-йĕркине тĕпе ... Малалла вула »

    Миçе çын пăхнă: 1357 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 27.07.2017 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ

    Акăш, Лĕпĕш, Илемпи, Ти­мукка, Чарлан… Кусем ахаль сăмахсем мар, вĕсем - ятсем. Çапла, «Хавал» çуллахи лагере чăваш чĕлхине вĕренме килни­сен пурин те чăн чăвашла ят пур. Ку чăвашлăха тата тарăн­рах туйса илме пулăшать-мĕн. «Хавал» кăçалхипе 8-мĕш хут йĕркеленчĕ. Пирĕн чĕлхепе кă­сăкланакансен йышĕ çулсерен ÿссе пыни савăнтарать. Халь­хинче 14-16 çулсенчи хĕрсем­пе яшсем валли ятарлă про­грамма та хатĕрленĕ. Çамрăк­сем çуллахи шкулта чăваш чĕлхипе, историйĕпе, культу­рипе паллашнă, акăлчан чĕлхи­не те вĕреннĕ, тĕрлĕ çĕршыв­ран килнĕ çынсен лекцине ит­ленĕ, спорт мероприятийĕсене, тренингсене, ÿнер тата пулта­рулăх лаççисене хутшăннă.

    Хальхинче «Хавала» ăçтан кăна килмен-ши? Мускавран, Шупашкар­тан, Самартан, Саратовран, Тольят­тирен, Хусантан, Ижевскран, Ново­сибирскран, Йошкар-Оларан тата ытти хуларан çитнĕ. Чикĕ леш ен­чен те чылаййăн килнĕ: Украинă­ран, Люксембургран, Швейцари­рен, Японирен, Францирен, Норве­гирен, Италирен, Испанирен, Аслă Британирен.

    & ... Малалла вула »

    Миçе çын пăхнă: 705 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 22.07.2017 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ

    Пирĕн пата хăнасем килеççĕ, хамăра та чĕнеççĕ. Патшалăх Канашĕн спикерĕ Валерий Филимонов Чăваш Ен делегацийĕ çак кунсенче Тутарстанри Нурлатра Пĕтĕм чăваш уявĕнче пулни çинчен хавхаланса каласа панă. Уяв темине тăснă май Михаил Игнатьев çитес çул Шупашкар Пĕтĕм Раççей Сабантуйне йышăнасси пирки аса илтернĕ - халех хатĕрленме пуçламалла. Михаил Васильевич республика ертÿçисем Чăваш Ен тулашĕнче пурăнакан чăвашсемпе тытакан çыхăнăва çирĕплетсе пымалли пирки те каланă: «Юлашки çулсенче вĕсем патне кайса çÿреме тăрăшатпăр. Çакă тăнăçлăха упрама, халăхсен туслăхне çирĕплетме кирлĕ». Тутарстана илес тĕк - чĕлхене упрас, тутар халăх культурине аталантарас тĕлĕшпе тутарсен майĕсем те анлăрах. Тутар чĕлхине ача садĕнченех вĕрентме пуçламашкăн пысăк укçа уйăраççĕ. Пирĕн те вĕсенчен тĕслĕх илмелле. Çавăнпа Михаил Игнатьев вĕрентÿ министрне Юрий Исаева ку енĕпе тумалли ĕçсене палăртма сĕнчĕ: унсăрăн тутарсемпе танлаштарсан эпир шупкарах курăнатпăр. Тепĕр тесен хăш-пĕр енĕпе тутарсенчен ирттеретпĕр те. «500-1000 çынна харăсах халăх тумне тăхăнтартса уява илсе тухаймаççĕ. Çакăн пирки хăйсем калаççĕ. Эпир - пу ... Малалла вула »

    Миçе çын пăхнă: 522 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 11.07.2017 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ

    Средняя зарплата педагогов в образовательных учреждениях в Чувашии в первом квартале 2013 года составила 17,3584 тыс. рублей. Эта сумма почти равна средней зарплате в регионе за этот период. Об этом «Правде ПФО» сообщили в Минобрнауки РФ.

    Работники дошкольного педагогического образования в первом квартале 2013 года в Чувашии получали в среднем 14,4231 тыс. рублей. Средняя зарплата учителей в России в первые три месяца 2013 по прогнозам Минобрнауки составила 26 тыс. рублей, в то время как средняя зарплата педагогов дошкольных образовательных учреждений составила 20,5587 тыс. рублей. Средняя зарплата в стране среди всех сфер деятельности -  27,314 тыс. рублей. 

    Среди ближайших соседей в Поволжье ситуация сложилась такая: в Марий-Эл в первом квартале педагоги получали в среднем  16,2373 тыс. рублей, в Татарстане -  25,6459 тыс. рублей, в Нижегородской области - 23,5162 тыс. рублей. Работники дошкольного образования  в Марий-Эл получали  12,7714 тыс. рублей, в Татарстане - 18,689 тыс. рублей, в Нижегородской области - 19,3781 тыс. рублей. ... Малалла вула »

    Миçе çын пăхнă: 427 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 11.07.2017 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ

    Çĕртме уйăхĕн 28-мĕшĕнче РФ Оборона министерствинче Чăваш Енре тума палăртнă кадет корпусне пулăшасси çинчен калакан тăватă енлĕ килĕшĕве алă пуснă. Документа Раççей оборона министрĕ Сергей Шойгу, РФ Президенчĕн Федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата «РЕНОВА» компанисен ушкăнĕн директорсен канашĕн председателĕ Виктор Вексельберг алă пусса çирĕплетнĕ. Çапла вара объект çитес çулхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче хута каяс тĕлĕшпе паян никамăн та иккĕленÿ пулмалла мар.

    Сергей Шойгу министр çирĕп шанать: Чăваш кадет корпусĕ унта вĕренекенсене «яваплă çынсем пулса çитĕнме, çĕршывăмăра аталантарассишĕн пĕтĕмпех тума хатĕр пулмашкăн май парĕ». Михаил Бабич палăртнă тăрăх — округра паян пилĕк кадет корпусĕ. Вĕсене пурне те уйрăм çар чаçĕсен, аслă вĕренÿ заведенийĕсен çумне çирĕплетнĕ. Икĕ корпус пулас моряксене хатĕрлет, тата иккĕшĕ — Сывлăш десант çарĕсен çумĕнче. Кадет корпусĕсенчен вĕренсе тухакансен 60% Оборона министерствин училищисене вĕренме кĕрет.

    ЧР вĕрентÿ министрĕ Юрий Исаев Шупаш&s ... Малалла вула »

    Миçе çын пăхнă: 392 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 11.07.2017 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ

    Министр образования России Ольга Васильева анонсировала передачу школ от муниципальных властей региональным. «Когда принималась эта реформа (1990-е годы.— "Ъ"), это был один исторический период, а сейчас совершенно другой исторический период, который требует, естественно,— я позволю себе такой термин произнести — "государственные школы". То есть возвращение школ в государство и выстраивание государственного управления, потому что сейчас школы вне государственной опеки и заботы»,— сказала госпожа Васильева на заседании комитета Государственной думы по образованию и науке.

    По ее словам, нынешняя система неэффективна и требует перемен, в частности для укрепления вертикали управления с Минобрнауки во главе. Ольга Васильева отметила, что муниципальное подчинение школ почти не оставляет для министерства прямых рычагов влияния. «Трудно себе представить, что 44 тыс. школ никоим образом Министерству образования и науки не подчиняются. Также они не подчиняются региону»,— сказала госпожа Васильева.

    Ольга Василь ... Малалла вула »

    Миçе çын пăхнă: 428 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 06.07.2017 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ

    Кăçалхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне Чăваш Енте 14 çултан тытăнса 30 çулчченхи çамрăксем 236 пин çын шутланнă, ку — пĕтĕм халăхăн 20 процентне яхăн. Çамрăк çынсенчен ытларахăшĕ хуласенче пурăнать: 161 пин çын (68 процент), ялсенче — 75 пин (32 процент). 14—29 çулсенчи 1000 яш пуçне 980 хĕр тивет. Çамрăксем вĕренỹ еннелле туллин туртăнаççĕ. 2016-2017 вĕренỹ çулĕнче вĕрентĕвĕн 17 организацийĕнче 36 пин ытла студент пĕлỹ илнĕ. Професси пĕлĕвĕ паракан 37 организацире студентсен йышĕ 27 пинпе танлашнă: вăтам сыпăкри специалистсем хатĕрлемелли программăпа — 21 пине яхăн, квалификациллĕ рабочисемпе служащисеннипе — 6 пин ытла. Çамрăксем пурăнма вырăнтан вырăна куçассипе те активлă. 2016 çулта, калăпăр, 7 пин ытла çамрăк ялтан хулана куçнă. Çемье — обществăн чи кирлĕ институчĕ те. 2016 çулта 30 çулчченхи 4067 арçын çемье çавăрнă пулсан, çав çулчченхи хĕрарăмсем — 4640-ĕн. Пĕлтĕр 30 çулчченхи хĕрарăмсен 10 пине яхăн пепке çуралнă е республикипе çĕр çине килнисен 61 проценчĕ. Çамрăк ăрăва сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарасси те тĕп вырăн йышăнать. 2014 çулта ирттернĕ комплекслă тĕрĕслев кăтартăвĕсем 15—19 çулсенчисен — 92, 20—24 çулсенчисен ... Малалла вула »

    Миçе çын пăхнă: 423 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 04.07.2017 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ

    Мĕн тума килет çын, этем тени çĕр çине? Малашлăхшăн ĕçлес, тăван халăха усă кÿрес, йăх тымарне çирĕплетсе малала аталантарас, килес ăрусем валли çул уçса парас тесе пурăнма е хăй ырлăхĕшĕн кăна тăрăшас-ĕçлес, ыранхи пирки пуç ватмасăр пурăнма кăна? Темле пулсан та, тăванăмăрсем, ентешĕмĕрсем, кашни çын çак çут тĕнчене усăллă ĕçсем пурнăçлама, телей курма килет тесе шухăшлар.

    Вăйсăр-и, мĕскĕн-и мĕн чăвашăм? Çук, паллах. Атăлçи Пăлхар патшалăхне темиçе хутчен çунтарса ярса çĕр пичĕ çинчен çухатасшăн тем пек тăрăшнă тăшмансем. Анчах кĕл çинче те çирĕп тымар яма пултарнă чăваш. Çапла, хĕсĕрленĕ, кам кăна чура тăвасшăн пулман ăна! Вăл вара, тĕрлĕ кÿренÿ-тарăхăва, йывăрлăхсене çĕнтерсе, пурпĕрех ура çинче тытăнса юлнă, авăннă тен, анчах хуçăлман. Паян, акă, чăваша тĕнче пĕлет, хисеплет, унăн ĕçĕ-хĕлне пысăка хурса хаклать.

    Чухăн-и, укçа тума пĕлмест-и мĕн чăвашăм? Хăш-пĕр регионти пек çĕр айĕнче нумай пуянлăх çук пирĕн. Эппин, мĕнрен, ăçта тумалла укçа тенине? Ытларах, чăн та, Çĕр-Аннемĕр, çын ăс-хакăлĕ, унăн шалтан тапса тăракан вăй-хăвачĕ çине шанма тивет пирĕн.

    ... Малалла вула »
    Миçе çын пăхнă: 429 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 22.06.2017 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ

    Çимĕк… Çитмĕл те çичĕ курăк, çитмĕл те çичĕ çулçă, çитмĕл те çичĕ тымар уявĕ… Çу Çимĕкрен вăй илет, вăйă-кулă, савăнăç вăхăчĕ пуçланать. «Çимĕкре татнă курăк сиплĕ», «Çимĕк иртсен пахча çимĕçе вăй кĕрет», - тенĕ ваттисем. Çимĕкре кашни çыннах чунĕ çуралнă тăрăхалла туртать. Хăйĕн тăван кĕтесне çулталăкĕпех ура ярса пусман çын та çак кун тĕлне хыпалансах çула тухать.

    «Çимĕк кунĕнче çил пулсан тырра тăкать: кăнтăрлаччен пулсан - ыраша, кăнтăр хыççăн пулсан - çур тыррине», - çапла палăртать халăх сăнавĕ. Маншăн вара Çимĕк тесенех Константин Ивановăн «Нарспи» поэминчи сыпăк аса килет: Хĕвел тухнă-тухманах Тĕтĕм кайрĕ ял çине. Куçне уçнă-уçманах Чăваш ларать мунчинче. Çимĕк кунĕ йăлипе Çынсем мунча кĕреççĕ, Те ял çийĕн сарăлакан тĕтĕм шăршине, те мунчине, те тĕрлĕ курăка кăмăлланăран - çак йĕркесене çав тери килĕштеретĕп. Чăвашсем Çимĕкре хĕвел тухнă-тухманах мунча хутма пултарнинчен, куçне уçнă-уçманах мунчара ларнинчен ача чухнех тĕлĕнеттĕм. «Пушкăрт чăвашĕсем пирĕнтен те маттуртарах», - пĕтĕмлететтĕм ăшăмра. Пирĕн енче, Трак тăрăхĕнче, халăх и ... Малалла вула »

    Миçе çын пăхнă: 676 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 03.06.2017 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ

    Шкулта тăххăрмĕш тата вун пĕрмĕш классенче вĕренекенсемшĕн яваплă кунсем пуçланчĕç - вĕсен патшалăхăн пĕтĕмлетÿллĕ аттестацийĕ витĕр тухмалла. Тăххăрмĕшсен пĕрремĕш экзаменĕ - çу уйăхĕн 25-мĕшĕнче, вун пĕрмĕшсен çу уйăхĕн 29-мĕшĕнче пулĕ. Кăçал патшалăх экзаменĕсенче мĕнле çĕнĕлĕхсемпе уйрăмлăхсем пулассине ЧР Вĕрентÿ министерствинче иртнĕ пресс-конференцире сÿтсе яврĕç.

    Вĕрентÿ министрĕн çумĕ Алевтина Федорова аттестаци /ППА/ мĕнле иртессипе паллаштарнă май кăçалтан тытăнса тăххăрмĕшсем тытакан тăватă экзаменран кашниех аттестата витĕм кÿрессине пĕлтерчĕ. Ку таранччен пăрăнми икĕ экзамен кăтартăвĕсем кăна асăннă ыйтура вăйра пулнă. Экзаменра «иккĕ» илнисем резерв кунĕсенче тĕрĕслеве çĕнĕрен хутшăнаяççĕ. Икĕ предметпа кăна экзамена çĕнĕрен тытма юрать. Япăх кăтарту шучĕ ытларах пулсан - авăн уйăхĕччен тăхтама тивет. Кăçал тăххăрмĕшсен экзамен пункчĕсен- че те сăнав çирĕпрех пулĕ. Вĕсене тĕрĕслесе кĕртнĕ чухне те металлодетекторпа усă курĕç. Йĕркелÿçĕсем оффлайн-видеосăнав экзаменсе- не обĕективлă, йĕркене пăсмасăр ирттерме пулăшасса шанаççĕ. Пĕлтĕр, сăмахран, тăххăрмĕшсен йышĕнче 58 ачана экзаменран кă ... Малалла вула »

    Миçе çын пăхнă: 593 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 24.05.2017 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ

    Красноармейски район администрацийĕн социаллă аталанупа архив ĕçĕн пайĕ, Трак енри Н. Янкас ячĕллĕ литературăпа искусство тата культура пĕрлĕхĕ, Чăваш наци конгресĕн районти уйрăмĕ тата районти “Ял пурнăçĕ” хаçат редакцийĕ Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкне халалласа шкул ачисемпе аслисем хушшинче сăвă çыракансен “Чи юратнă çыннăмсем” конкурсне ирттерчĕ. Чăваш чĕлхи кунĕ умĕн унăн çĕнтерỹçисене палăртнă. “Чи юратнă çыннăмсем” районти конкурса пĕтĕмпе 21 çын хутшăннă, вĕсем 25 ĕç тăратнă. Тупăшăва Трак енри шкулсенчи 3—11 классенче вĕренекенсем (вĕсене виçĕ ушкăна уйăрнă) тата поэзие кăмăллакансем хутшăннă. Кĕçĕн ушкăнра Чатукасси шкулĕн 4-мĕш класĕнче вĕренекен Альберт Андреев çĕнтернĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче — “Юратнă анне” сăвăсемпе Красноармейски вăтам шкулĕн 5-мĕш класс вĕренекенĕсем Дмитрий Филипповпа Максим Богданов (вĕрентекенĕ — В. М. Михайлов). Богдан Андреев (Чатукасси)Тав хутне тивĕçнĕ. Вăтам ушкăнта “Хаклă çыннăмăрсем”, “Мĕнле сăмах тупам-ши?” сăвăсемпе Упи вăтам шкулĕн 6-мĕш класс вĕренекенĕ Александра Димитриева (ертỹçи — В. В. Васильева) çĕнтер ... Малалла вула »

    Миçе çын пăхнă: 704 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 25.04.2017 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ

    Ĕнер, ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче, пирĕн республикăра "Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2017" акци пиллĕкмĕш хут иртрĕ. Чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сум-хисепне ÿстерес тĕллевĕллĕ мероприятие кăçал, малтанласа шутланă тăрăх, 5 пин ытла çын хутшăннă.

    Диктанта И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче, Чăваш Республикин вĕренÿ институтĕнче, Шупашкарти Н.В. Никольский ячĕллĕ професси колледжĕнче çыртарнă. Унсăр пуçне районсенче те чăваш чĕлхин пĕлĕвне тĕрĕсленĕ. Диктант текстне "Тăван радио" тата "Наци радиовĕ" эфирĕсенче вуланă.

    Тăван чĕлхене пĕлнине тĕрĕслеме шкул ачисем, вĕрентекенсем, студентсем, преподавательсем, журналистсем тата ытти ĕçре тăрăшакансем ĕнер алла калем тытнă. Акцие ЧР вĕренÿ тата çамрăксен ĕçĕн министрĕн çумĕ Алевтина Федорова та хутшăннă. Ведомствăн пресс-служби хыпарланă тарăх, министр çумĕ тăван чĕлхене юратма ачасене мĕн пĕчĕкрен вĕрентмелле, вĕсемпе тăван чĕлхепе калаçсан вĕсем чĕлхе илемне туйса ÿсĕç тесе шухăшлать. 

    Миçе çын пăхнă: 586 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 25.04.2017 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ

    Чăваш Енри Аннепе Атте çулталăкне тата Чăваш чĕлхи кунне халалланă "Пĕтĕм чăваш диктанчĕ-2017" акцин йĕркелÿ комитетне çирĕплетнĕ. Унта ЧНК Вĕренÿпе ăслăлăх комитечĕн председателĕ Геронтий Никифоров тата унăн çумĕ Юлия Анисимова та пур.

    Кăçалхи Пĕтĕм чăваш диктантне Геннадий Волков этнопедагога халалалласа çырнă.

    Аса илтерер: тăван чĕлхен пĕлĕвне ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче 13 сехетре тĕрĕслеме пултарăпăр. Конкурс комиссине пĕлтĕр сакăр ĕç çитнĕ, кăçал - иккĕ. Икĕ автор та Геннадий Волков этнопедагога сума сунине палăртнă. Диктант çырма юрăхлă текста ака уйăхĕн 13-мĕшĕнче 15 сехетре суйлĕç. Ун чухнех ăна кам вулассине татса парĕç.

    Миçе çын пăхнă: 692 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 12.04.2017 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    1. Василий Васькин (Никитин) ăçта тата хăçан çуралнă?
    2. Унăн ачалăхĕ çинчен мĕн пĕлетĕр? Вăл ăçта-ăçта вĕреннĕ тата ĕçленĕ, мĕнле пултарулăхпа палăрнă?
    3. Василий Васькин хăйĕн пĕрремĕш сăввисене ăçта-ăçта пичетленĕ?
    4. Василий Васькин пĕртен-пĕр поэма çырнă. Вăл мĕн çинчен тата ăçта пичетленнĕ?
    5. Аслă Аттелĕх вăрçи пуçлансан Василий алла винтовка тытса Тăван çĕр-шыва хÿтĕлеме тухса кайнă. Вăл фашистсемпе хăш подразделени ретĕнче çапăçнă?
    6. Паттăр салтак хăш хулана хÿтĕленĕ чух пуçне хунă? Эсир çав хула çинчен мĕн пĕлетĕр?
    7. Василий Васькин поэт хăйĕн пултарулăхĕнче мĕнле-мĕнле темăсем хускатнă тата куçару ĕçĕнче мĕнпе палăрнă?
    8. Поэтăн сăвви-хайлавĕсем хăш-хăш кĕнекере кун çути курнă?
    9. Çак сăн ÿкерчĕкре кам ларать? Поэт шăпипе вăл мĕнле çыхăннă?
    10. «Поэт çуралнă ялта» тĕпчев очеркне автор кам çинчен тата мĕнле сăлтава пула çырнă?

      Асăрхаттарни: Викторинăна тĕп-тĕрĕс хуравланăшăн пĕтĕмпе 10 ... Малалла вула »

    Миçе çын пăхнă: 787 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 10.04.2017 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ

    Ака уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Ҫӗрпӳри 1-мӗш шкулта республика пĕлтерĕшлĕ чӑваш чӗлхи вӗрентекенсен фестиваль-конференцийĕ иртнӗ. Ăна Чăваш наци конгресĕ, Çĕрпÿ район администрацийĕ тата Чăваш чĕлхи вĕрентекенсен республикăри ассоциацийĕ йĕркеленĕ. Унта Шупашкар,  Красноармейски тăрăхĕнчи тата Çĕрпÿ енри шкулсенче ĕçлекен вĕрентекенсем пуçтарăннă. Фестивале хутшăнакансем Çĕрпÿ хулин 1-мĕш шкулĕнче наукăпа практика конференцийĕнче "Чăваш чĕлхи тата культури" темăпа докладсем итленĕ. Ҫӗрпӳри шкулти мероприятире Ҫӗрпӳ районӗнчи чӑваш чӗлхи вӗрентекенсен ертӳҫи Татьяна Петрова ку тӑрӑхри чӑваш чӗлхипе культурин аталанӑвӗ пирки тухса калаҫнӑ. Красноармейски районӗнчен ҫитнӗ чӑваш чӗлхипе литературин вӗрентекенӗсем те докладсене тӗплӗн хатӗрленӗ. Сăмахран, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхи вĕрентекен В.М.Михайлов "Чăваш кĕреки" темăпа тухса калаçнă. Конференцие Çĕрпÿ районĕнчи чăваш чĕлхи вĕрентекенсен методика пĕрлешĕвĕн ертÿçи Т.Н.Петрова ертсе пынă. Конференци хыççăн вĕрентекенсем Тихвин мăнастирĕн чиркĕвне тата Çĕрпÿ хулин музейне кĕрсе курнă.Тавӑшкасси шкулӗнче вĕрентекенсем «Чӑвашсен пурнӑҫӗпе йӑли йӗр ... Малалла вула »

    Миçе çын пăхнă: 652 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 08.04.2017 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ

    Хусансен «Идель Реалии» сайтĕнче нарăсăн 20-мĕшĕнче «Чувашский продержится не более 50 лет?» интервью тухнă, ăна пуш уйăхĕн 2-мĕшĕнче Чăваш наци библиотекинче Ваттисен канашĕн ларăвĕнче сÿтсе яврĕç, калаçăва канаш ертÿçи Виталий Станьял ăсчах ертсе пычĕ. Мĕншĕн эпир, XX ĕмĕрте 2 миллиона яхăн çынлă пулнă халăх, юлашки 15-20 çулта çур миллиона яхăн чакрăмăр? Вырăсланса пырассине чарас, чăвашлăха, чĕлхене упраса хăварас, аталантарас тесен мĕн тумалла? Мĕншĕн чăваш ялĕнчи ача та вырăсла калаçма пуçларĕ? Çак ыйтусем тавра йĕркеленчĕ калаçу. Чи малтан сăмах илнĕ «çирĕп шăнăрлă пайташ» еврейсем, тутарсем, ытти халăх çыннисем чăваш чĕлхине вĕреннĕ тахçанхи тĕслĕхсене илсе пачĕ. Анчах хальхи вăхăтра чăвашла вĕренекенсем пур-ши? Чăвашла вĕренме çынна мĕнпе кăсăклантармалла? Чăваш пичетĕнче чылай çул тăрăшнă, «Хыпар» ИÇ ертÿçи пулнă Алексей Леонтьев шкулсенче, уйрăмах хуласенче, чăваш чĕлхине кирлĕ пек вĕрентменни, чăваш чĕлхипе ППЭ тĕрĕслевĕ туса хумалли пирки каларĕ. «Чăваш тĕнчинче, чĕлхере эпир йĕркелесе çитереймен ĕç-пуç пулса иртет. Хăй вăхăтĕнче Наци конгресне шăпах чăвашлăха аталантарас тĕллевпе тус ... Малалла вула »

    Миçе çын пăхнă: 896 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 08.03.2017 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ

    Официаллӑ статистикӑна ӗненес тӗк, Чӑваш Енри вӗрентекенсемпе воспитательсем ӗҫ укҫи самай илеҫҫӗ. Анчах чӑннипе вара вӗсен шалӑвӗ Раҫҫейре чи пӗчӗккисенчен пӗри-мӗн. Ҫапла пӗтӗмлетнӗ Халӑх фрончӗн эксперчӗсем.

    Росстат пӗлтернӗ тӑрӑх, 2016 ҫулхи кӑрлач-раштав уйӑхӗсенче вӗтентекенсем вӑтамран 20,8 пин тенкӗ шалу илнӗ. Халӑх фрончӗн эксперчӗсем ирттернӗ ыйтӑм вара урӑхла ҫирӗплетет: паян вӗсем вӑтамран 15,6 пин тенкӗ илеҫҫӗ. Раҫҫейри вӗрентекенсем мӗн чухлӗ ӗҫлесе илнине тишкернӗ танлаштарӑмра ку кӑтарту пиллӗкмӗш йӗркене йышӑнать. Ингушетире, Дагестанра, Мари Элта тата пӗчӗкрех шалу тӳлеҫҫӗ-мӗн.

    Чӑваш Енри воспитательсен те ҫакнашкалах лару-тӑру. Росстат вӗсем уйӑхне 17,5 пин тенкӗ илеҫҫӗ тесе хыпарлать. ОТР информаци службин эксперчӗсем вара урӑхла пӗтӗмлетнӗ: ку специалистсем вӑтамран 9,2 пин тенкӗ илеҫҫӗ. Ҫапла майпа Чӑваш Ен 10 пинкӗрен сахалрах шалу илекен воспитательсен йышне кӗнӗ.

    Чăваш халăх сайчĕ

    Миçе çын пăхнă: 779 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 08.03.2017 | Рейтинг:

    « 1 2 3 4 5 6 ... 43 44 »

    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)