Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Чӳк 2017  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
27282930
free clock for website часы для сайта
Архив

2016 Çул - кино тата ĕç çынни ÇУЛĔ


Ыйтăм

Ĕмĕр пурăн, ĕмĕр вĕрен тенине эсир епле ăнланатăр?
Пурĕ миçе ответ: 32
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпани
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Ытларикун, 21.11.2017, 18:22
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    1.Чи малтанах хăвăрпа паллаштарăр-ха. Кам пулса ĕçлетĕр, мĕнле организацире вăй хуратăр?. Хăвăр ăçта çуралса ÿснĕ, мĕн вĕренсе тухнă? 
        Эпĕ Чăваш Республикин Красноармейски районне кĕрекен Çырмапуç Карай ялĕнче çуралса ÿснĕ. Манăн анне - Михайлова Екатерина Михайловна - мĕн ĕмĕрне коллективлă хуçалăх уй-хирĕнче вăй хунă. Атте вара, анне каланă тăрăх, кăмакаçă пулнă. Тен, çавăнпа-и кирпĕч хума аванах пĕлетĕп эпĕ. 
         Карайри вăтам шкулта 10 çул хушши пĕлÿ пухнă. Шкулта вĕреннĕ хушăрах юнкор ĕçне туса пыраттăм. Эпĕ çырнă заметкăсем, очерксемпе тĕрленчĕксем район тата республика хаçачĕсенче ("Ял пурнăçĕ", "Коммунизм ялавĕ", "Пионер сасси", "Молодой коммунист"хаçатсенче) пичетленетчĕç. Пĕр çулне "Пионер сасси" хаçатăн лауреачĕ те пулса тăтăм. Мана алăпа йăтса çÿремелли радиоприемник парнелерĕç. Гонорар тÿлетчĕç. Манăн яланах кĕсьере укçа пурччĕ, аннерен ыйтса тăман эпĕ ăна.               Шкултан вĕренсе тухсан Шупашкарти Н.И.Ульянов ячĕллĕ университета журналист ĕçне алла илме кĕресшĕччĕ. Конкурс пысăк пулнипе вĕренме кĕме май килмерĕ. Чăваш уйрăмĕн куçăм пайне ыйтса çырни патăм. Анчах çав кĕркуннех çара илчĕç. Вара тек вĕренесси пулмарĕ. Çартан таврăнсан, кĕркунне, Шупашкарти электроаппаратура заводне токарь-расточник ĕçĕпе çыхăннă ученик-стажера вырнаçрăм. Çав вăхăтрах çÿлте асăннă университетăн чăаш уйрăмĕн кÿртĕм пайне вĕренме кĕмешкĕн экзаменсене хатĕрлентĕм. 
         Тепĕр çулне университета вĕренме кĕтĕмех. Виçĕ çул вĕренсен çемье çавăртăм. Юлашки курсра, диплом практики вăхăтĕнче,  Элĕк районĕнчи Юнтапа шкулĕнче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентрĕм. Университет вĕренсе пĕтернĕ хыççăн Вăрнар районĕнчи Вăрманкас Хапăс шкулне направленипе ĕçлеме ячĕç. Директорăн вĕрентÿ енĕпе ĕçлекен çумĕнче тăрăшрăм эпĕ. Виçе çултан тăван  Красноармейски районне куçса килтĕмĕр. Мана Красноармейски районăн ĕç тăвакан комитечĕн халăха вĕрентес ĕç пайне методиста илчĕç. УПКра та пĕр хушă вăй хутăм, профориентаци ĕçне туса пыраттăм, унпа çыхăннă уроксене Яманак тата Кĕçĕн Шетмĕ шкулĕсенче илсе пыраттăм.
    2. Мĕнле кĕнекесем вулама юрататăр. Юлашкинчен вуланă кĕнекене астăватăр-и?
    Эпĕ ытларах чăвашла вулама юрататăп. Вырăсла та тиркеместĕп. 
    3. Интернетпа туслă-и? Эсир интернетран  мĕн кĕтетĕр?.  
    Юлашки вăхăтра Интернетсăр пĕр кун та пурăнма пултараймастăп. Интернет мана хăй патне çыпăçтарсах хучĕ. Телевизор пăхма пăрахрăм. Мана валли Интернетра чун апачĕ те, кăмăл апачĕ те, пултарулăха аталантармашкăн кирлĕ вăй-хал апачĕ те - пурте пур. Интернетра икĕ чăвашла сайт уçрăм ĕнтĕ. Пĕри - Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх сайчĕ, тепри - Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ. Чăваш ачисем валли те сайт уçрăм. Сайт содержанине тытса пыма тăрăшатăп. Интернет хам çинчен те сахал мар çырать иккен, тавах çывăх юлташăмсене уншăн: http://www.smi21.ru/?mode=publication&path=date,publication&publication=222007&p_date=05.09.2008&date=05.09.2008
    4. Юратнă чăваш юрăçи. Кам вăл сирĕншĕн? 
    Юратнă чăваш юрăçи маншăн - Виталий Адюков. Пĕр ятлă пулнăран мар калатăп - хам та чăваш халăх юррисене пит юратнăран калатăп. Нумаях пулмасть мăшăрăмăн тăван енне - Тутарстана, хăнана кайса килтĕмĕр. Арăмăн (вăл Тутар Республикин Аксу районĕнчи Савкаç ялĕнчен) тăван йăмăкĕн хĕрне качча патăмăр. Хăта-тăхлачăсем те чăвашсемех иккен. Вĕсем те тутар Республикин Павлă районĕнчи Ваçкинă Туйраллă ялтан. Мана  туй хыççăн килсен хăта (Федоров Алексей Сергеевич, Йăваш Алюш теççĕ ăна ялта) юрлани пит камăла кайрĕ. Вăл хăйсен таврашĕнчи чăваш халăх юррине юрласа пачĕ. Сăмаххисем вара - ылтăн сăмахсем, çав тери тарăн шухăшлă. Ун пеккине чăваш кăна юрлама пултарать. Акă, итлĕр:
    Акăнать, тăкăнатьтыррăн пучаххи,
    Иртсе каяç пирĕн çамрăк ĕмĕрсем.
    Лампа çутсан çутă пулмĕ-ши,
    Эп юрласан намăс пулмĕ-ши?
    Сирĕн сĕтеллĕрсем иккĕ иккен
    Пĕри сахăр, тепри - пыл.
    Сахрисене çисен эпĕ тутă,
    Пылĕсене çисен эпе ÿсĕр.
    Лутра пĕрти шĕшкĕсем сарă мăйăр,
    Çияймарăм кăмăлăм тăраниччен.
    Халь килтĕр те тăвансем халь каятăр,
    Кураймарăм куçăмсем тăраниччен.
    Çуртăр çÿллĕ, тăвансем,
    Çурт çумăн садăрсем илемлĕ.
    Сад хăмлисене татса сăра туса
    Юрла-юрла ĕçни илемлĕ.
    Лайăх лаша лайăх çул çÿреме,
    Пурçăн кĕпе çемçе тăхăнма.
    Лартăм - шухăшларăм та 
    Хамăр тăвансемпе лайăх пурăнма!
    5. Хăвăрпа кăмăллă-и эсир? 
    Шел пулин те, эпĕ хампа нихăçан та кăмăллă пулман. Пулас та çук пуль... Янанах тем çитмест пек, тем туса çитереймен пек. Çын тăвайманнине тăвас килнĕ пек. Тĕнчене тĕлĕнтерес тенĕ пек. Наполеон планĕсем тăватăп ялан. Туса çитереймесен - алăран пăрахни те пулать. Кайран куншăн ÿкĕнетĕп те.
    6. Хăвăр пурнăçри самантсенчен хăшĕншĕн пит ÿкĕнетĕр? 

    7. Сирĕн вăйлă енсем пур-и?. 

    8. Сирĕн хавшак енсем пур-и?

    9. Сирĕн пурнăçăн тĕп принципĕсем мĕнре?

    10. Чăвашлăх аталанăвĕпе тăрăмĕ çинчен мĕн шутлатăр? 

    11. Сирĕн шутпа, паянхи кун чăваш пулни мĕне пĕлтерет? 

    12. Хăвăрăн пуласлăх çинчен мĕн шутлатăр?  

    13. Ытти чăвашсене мĕн суннă пулăттăр?



    Юбилей ячĕпе саламласа та ырă сунса

    Ăшă, ырă туйăмпа
    Саламлатпăр уявпа.
    Эсĕ паян – юбиляр,
    Пур тăвану – юнашар.
    Ылтăн уяв сан паян,
    Хăв та ылтăн эс ялан.
    Тăвансем те ылтăн сан – 
    Савăн, хĕпĕрте чунтан.
    Ак тултартăн 50 çул – 
    Çур ĕмĕр вăл ним те мар.
    Умра – тепĕр 50 çул.
    Çавăнпа эс ан кулян.
    Çамрăк пулсан чунпала
    Ватлăх илеймест сана.
    Хăвăн тăрăх пăхкала – 
    Халь те çамрăк пек тăран.
    Ĕмĕтленме ан ÿркен.
    Ĕмĕтленни вăл – çитет.
    Чун хавалне çирĕплет – 
    Тапса тăтăр çăлкуç пек.
    Чăн-чăн арçын пурнăçра
    Йывăç лартать, пÿрт лартать.
    Ача-пăча çуратса
    Ура çине тăратать.
    Эсĕ хăвăн тивĕçне
    Пурнăçа кĕртсе пыран.
    Апла чăн-чăн арçын эс – 
    Алă çупса саламлар.
    Малалла та пĕр-пĕрне
    Юратса та пулăшса,
    Сăмахсăрах ăнланса
    Килĕштерсе пурăнар.
    Телей кÿччĕр ачасем,
    Савăнтарччăр мăнуксем.
    Умра пулччăр тăвансем,
    Ĕçтешсем, тус-юлташсем.
    Çирĕп сывлăх, ăраскал,
    Тулли пурнăç та вăй-хал.
    Пултăрччĕ ырри кăна, 

    Турă пулăштăр сана.

    Салампа - çывăх тăванусем.

    Учитель, шыравçă, тĕпчевçĕ, çыравçă («Сельская жизнь (Ял пурнăçĕ)», Красноармейское ) 

    Авăн уйăхĕн 5-мĕшĕ, 2008 çул, эрнекун

    Кăçалхи çурла уйăхĕн 22-мĕшĕ. Халăх пултарулăхĕн районти çурчĕ. Педагогсен августри йăлана кĕнĕ районти конференцийĕ пырать. Тĕп доклад хыççăн тухса калаçасси пуçланчĕ. Трибуна умне черетпе виççĕмĕш Красноармейскинчи 2-мĕш вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литературине, тăван ен культурине тата обществознанине вĕрентекен В. М. Михайлов тухрĕ. Вăл вĕрентĕве модернизацилес ыйтупа хăйсем епле ĕçленипе паллаштарчĕ, сĕнÿсем те пачĕ.

    ...Виталий Михайловича темиçе çул та пĕлетĕп ĕнтĕ. Ăшă кăмăллă, чун-чĕрипе тарават пулнăран килĕшет вăл мана. Ытахальтен мар-тăр педагог профессине суйласа илнĕ Çырмапуç Карай каччи. 
    Виталий Михайлович 24 çул каялла И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухнă. Чăваш чĕлхипе литератури, тăван ен культури тата экономика темипе 16 методика брошюрипе пособи çырса хатĕрленĕ вăл. Кунсăр пуçне "Такмаксем” фольклор пуххин (сборникĕн) авторĕ те, Николай Карай ентеш- поэтăн "Ял-йыш саламĕ” сăвăсен пуххин редакторĕ те. 

    В. М. Михайлов Красноармейскинчи 2-мĕш вăтам шкулта 1992 çултанпа вăй хурать. Пĕтĕм тĕнчери Экономика тата Вĕрентÿ Бизнесĕн Центрĕнче "Хальхи экономика” программăпа ятарлă курсра вĕреннĕ. Пĕтĕм Раççейри "Çулталăкри учитель — 1997” конкурса хутшăннă. "Çулталăк шкулĕ — 2000” республика конкурсĕн лауреачĕ. "Чи лайăх класс ертÿçи — 2008” районти конкурсра 2-мĕш вырăна тивĕçнĕ, республикăри конкурс финалисчĕ. Вăл вĕрентнĕ тата вĕрентекен ачасем географипе тата экономикăпа республикăра ирттернĕ олимпиадăсенче пĕр хут çеç мар призерсем пулса тăнă. 

    Чи пысăк квалификациллĕ учитель ĕçре яланах çĕнĕ мелсем шырать, вĕсене пурнăçа кĕртме çине тăрать. Унăн урокĕсем содержани тĕлĕшĕнчен çÿллĕ шайра, интереслĕ тата асра юлмалла иртеççĕ. Тăтăшах дидактика материалĕсемпе, чăваш чĕлхи урокĕсенче вара опорлă сигналсемпе, блок-схемăсемпе, таблицăсемпе, тест тата пултарулăх заданийĕсемпе усă курать. Вĕренекенсен психологи уйрăмлăхĕсене пĕлни, педагогикăри çĕнĕ технологисемпе методикăна ĕçе кĕртни Виталий Михайловича ÿсĕмсем тума пулăшаççĕ те ĕнтĕ. 

    Педагог стандартлă мар уроксен активлă формисемпе усă курать. Унăн пултарулăх лабораторийĕ те пуян. Уроксенче вĕрентĕвĕн техника хатĕрĕсемпе, çав шутра компьютерпа та, усă курать, мультимедиллĕ материалсем, калăпăр, К. В. Иванов, Çеçпĕл Мишши, Петĕр Хусанкай, Д. Исаев-Авраль, Юрий Сементер, Элли Юрьев пултарулăхне сăнлакан слайдсем хатĕрленĕ. Унăн ырă опычĕпе паллашма урăх çĕрти ĕçтешĕсем те килсе çÿреççĕ. Акă, Сĕнтĕрвăрри районĕнчи, Пушкăртстанри чăваш чĕлхипе литературин учителĕсем В. М. Михайлов урокĕсене пысăка хурса хакларĕç. Районти чăваш чĕлхипе литературине, тăван ен культурине вĕрентекен учительсен пултарулăх ушкăнĕн членĕ пулнă май, Виталий Михайлович "Уçă урок планĕсем” методика пособийĕ редакцилесе кăларнă. Вăл — обществознанипе, экономикăпа тата правăна вĕрентессипе элективлă тата профиллĕ курссен авторĕ те. 

    Пултаруллă педагог ертсе пынипе ачасем тĕпчев ĕçĕсем те çыраççĕ. Ав, "Эткер” ирттернĕ "Манăн кил тата манăн тăвансем” конкурсра "Хавал” кружок членĕсем Наташа Порфирьевапа Ольга Николаева 2—3-мĕш вырăнсене çĕнсе илнĕ. А. С. Пушкин çуралнăранпа 140 çул çитнине халалланă ăслăлăхпа практика конференцийĕнче вара Наташа Порфирьева "Чăвашсен этнокультури тата экологи” докладпа 2-мĕш вырăна тивĕçнĕ. Алина Михайлова, Оксана Ивановапа Алина Федорова ĕçĕсене К. В. Иванов ячĕллĕ литература музейĕнче кăтартнă. Евгения Кускова чăваш классикĕ К. В. Иванов çуралнăранпа 115 çул çитнине халалланă республикăри уçă конкурсăн "Экскурси” номинацийĕнче пĕрремĕш вырăна тухнă. Ольга Васильевапа Майя Литова "Exselsjor — 2003” конференци-фестивальте пĕрремĕшсем пулса тăнă, диплома тата "Тăван çĕр шывăн пулас лидерĕсем” ылтăн медале тивĕçнĕ. Виталий Михайлович вĕренекенĕсем — Мальвина Спиридонова, Татьяна Андреева, Маргарита Иванова, Анастасия Павлова, Наталия Григорьева, Наташа Иванова, Алексей Михайлов, Павел Данилов, Михаил Петров, Серафима Григорьева, Марина Афанасьева, Евгения Филимонова, Элеонора Гаврилова тата ыттисем те тĕрлĕ шайри конкурссенче палăрнă. Экономика учителĕ те пулнă май, В. М. Михайлов ачасем рынок экономики хуçаланнă тапхăрта çухалса ан кайччăр тесе тимлет. Унăн вĕренекенĕсем çуллен пултарулăх, ăслăлăхпа тĕпчев ĕçĕсем — бизнес-плансем, бизнес-проектсем, бизнес-идейăсем тата авторефератсем хатĕрлесе хÿтĕлеççĕ. Калăпăр, Евгений Хитрин, Алексей Григорьевпа Виталий Яковлев, Татьяна Андреева, Вероника Юзько ĕçĕсем тĕрлĕ шайра палăрнă. 2003 çулта, сăмахран, Сергей Васильев обществознани, экономика тата право енĕпе йĕркеленĕ олимпиадăра пĕрремĕш пулнă, Татьяна Григорьева 2005 тата 2006 çулсенче 7-мĕш тата 5-мĕш вырăнсене тивĕçнĕ. Светлана Нестерова, Наталия Григорьева, Наталья Иванова, Марина Данилова — обществознанипе Пĕтĕм Раççейри дистанци олимпиадине, Ксюша Васильева, Кристина Артемьева, Наталия Григорьева, Наталья Иванова, Наташа Малинина, Елена Семенова, Алена Якимова çамрăк журналистсен Пĕтĕм Раççейри интернет-олимпиадине хутшăннă. Класс ертÿçи пулнă май, Виталий Михайлович вĕренекенсен обществăри активлăхне, яваплăхне, интеллектуаллă пултарулăхне хăпартас тĕлĕшпе çине тăрать. Воспитани ыйтăвĕпе вăл час-часах усăллă сĕнÿ-канашсем парать. В. М. Михайлов ачана уйрăммăн аталантарас енĕпе — комплекслă воспитани, ача çемйипе ĕçлес тĕлĕшпе ятарлă программăсем туса хатĕрленĕ. Унăн вĕренекенĕн ĕç-хĕлĕн мониторингĕн, рейтинг карттипе портфолион (ÿсĕмсен папкин) ĕç опытне пĕтĕмлетнĕ тата ытти ĕçтешĕсем хушшинче сарма йышăннă. В. М. Михайлов обществăллă пысăк ĕç тунипе те палăрса тăрать. Вăл — Нестер Янкас ячĕллĕ районти культура, искусство тата литература пĕрлĕхĕн членĕ, Чăваш Наци Конгресĕн активисчĕ. Виталий Михайлович халăх сăмахлăхне пухас тĕлĕшпе те нумай вăй хурать. Кунсăр пуçне маттур учитель "Халăх йăли-йĕрки — пурнăç тĕрекĕ” проект авторĕ тата ертÿçи. Çак проект 2005 çулта класс тулашĕнчи мероприятисен сценарийĕсен республикăри конкурсĕнче пĕрремĕш вырăн йышăннă. Пултарулăхри ÿсĕмсемшĕн ăна районти Н. Янкас премине те панă. "Вĕрентÿ” наци проектне пурнăçлас çĕрти çитĕнÿсемшĕн район пуçлăхĕн премине тивĕçнĕ. Вĕрентÿпе воспитани ĕçне çĕнĕлĕхсем кĕртес енĕпе палăрнăшăн вара Виталий Михайловича Раççейри тата Чăваш Енти Вĕрентÿ министерствисен Хисеп грамотисемпе чысланă. Пĕлтĕр вăл Раççей Федерацийĕнчи чи лайăх учительсен конкурсне хутшăннă, 100 пин тенкĕ премине тивĕçнĕ. Çавăн пек çын, маттур педагог вăл. Малашлăха çирĕппĕн ĕненсе пăхать. Çак кунсенче унăн пурнăçĕнче сумлă пулăм пулчĕ: 50 çул тултарнине паллă турĕ. Çавна май тата çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçăннă ятпа эпĕ те Виталий Михайловича пур кăмăлтан ăшшăн саламлатăп, çитĕнекен ăрăва вĕрентсе воспитани парас çĕрте çĕнĕрен те çĕнĕ çитĕнÿсем туса пыма ырлăх-сывлăх, вăй-хăват, телей, пархатар сунатăп.В.М.Данилов


    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)