Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Ака 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
2627282930
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Шкул директорĕсене демократиллĕ майпа вĕренекенсемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕсем суйланине ырлатăр-и?
Пурĕ миçе ответ: 15
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Шăматкун, 23.11.2024, 21:54
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2010 » Ака » 5 » Тĕн мода атрибутне çаврăнчĕ-ши? («Хыпар»)
    Тĕн мода атрибутне çаврăнчĕ-ши? («Хыпар»)
    14:46
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Православи тĕнне ĕненекенсемшĕн хальхи вăхăтра Аслă типĕ пырать. Çичĕ эрнене тăсăлакан çак тапхăр - хăйне майлă тĕрĕслев. Тĕн йĕркине пăхăнса пурăнакансем çак хушăра кĕлеткине, чунне тасатма, çылăхĕсене каçарттарма тăрăшаççĕ. Мăнкун умĕнхи эрнене асап эрни теççĕ. Ĕненекенсем Иисус Христос хĕрес çинче тÿснĕ асапа аса илеççĕ. Çавна май чиркÿсенче çветтуйсене асăнмалли кунсене палăртмаççĕ, мăшăрсене венчете тăратмаççĕ, ачасене шыва кĕртмеççĕ. Çынсем тăрăшсах Мăнкуна хатĕрленеççĕ: кил-çуртне тасатаççĕ-тирпейлеççĕ, мунча хутса кĕреççĕ. Çакна пулах асап эрнине таса текенсем те пур.

    Типĕ тытни - аш-какай, пулă, çăмарта, сĕт юр-варĕ çименни - этем организмĕшĕн усăллă пулнине тухтăрсем те хирĕçлемеççĕ. Паллах, ку çеç çителĕксĕр. Çак хушăра хаваслану-киленÿ саманчĕсенчен, эрех-сăра ĕçессинчен пăрăнмалла. Кĕлĕсем вуласа, тунă çылăхсемшĕн ÿкĕнсе чуна тасатма тăрăшмалла. Юлашки вăхăтра чиркĕве кашни вырсарни кун тата тĕн уявĕсенче каякан ватăсем çеç мар, вăтам çулсенчи çынсемпе çамрăксем те типĕ тытнине асăрхама пулать. Анчах вĕсенчен хăшĕ-пĕри ку утăма тума хатĕр мар е унăн чăн пĕлтерĕшне ăнланмасăрах тунă пек туйăнать. "Кам чапшăн çунса е ырă ĕç тăватăп тесе шухăшласа типĕ тытать - вăл çак утăма ăс-тăна тĕпе хумасăр тăвать, çавăнпа каярахпа хăйне хисеплĕ çын вырăнне хурса пиччĕш-шăллĕне ÿпкелеме пуçлать. Чунĕ ыйтнипе типĕ тытакан хăй ырă ĕç туни пирки шухăшламасть те, çавăнпа хăйне мухтасса кĕтмест”, - тенĕ Авва Дорофей преподобнăй. Христос Çăлавçă та ырă кăмăла тата типĕ тытнине ыттисенчен пытарма сĕннĕ. Апла тăк çакăншăн мухтанса е ăна рекламăласа çÿремелле мар.

    Мăнкун - православи тĕнне ĕненекенсен чи пысăк та савăнăçлă уявĕ. Христос чĕрĕлнине палăртакан кун вĕсем чиркĕве кайма тăрăшаççĕ. Май пур чухне унта эпĕ те каятăп. Чуна лăпкăлăхпа тăнăçлăх кÿрекен кĕлĕсене итленĕ май хушăран тĕлĕнтерекен тата кулянтаракан самантсем те пулкалаççĕ. Калăпăр, чиркĕве акăш-макăш сăрланнă, кĕске юбка е шăлавар тăхăннă хĕрсемпе ÿсĕр каччăсем килни. Таса та сăваплă вырăна мар, ташă каçне пуçтарăннă тейĕн! Çитменнине, шăп тăраймаççĕ: тем сÿтсе яваççĕ, кулма та именмеççĕ. Чиркĕве мĕнле тумпа кĕмеллине, унта хăйсене еплерех тытмаллине вĕсене халиччен никам та ăнлантарман-ши? Юрĕ, Мăнкуна маларах, уяв çитмесĕрех, паллă тума пуçланă тейĕпĕр. Анчах эрех ĕçнĕ хыççăн мĕншĕн-ха чиркĕве каймалла, тĕне чăнласах та ĕненекенсене илемсĕр тыткаларăшпа чăрмантармалла?

    Халĕ, пĕр-пĕр тĕне ĕненме, чиркÿ таврашне çÿреме чарман вăхăтра, хăшĕ-пĕри çакна мода атрибучĕ вырăнне хунăнах туйăнать. Тантăш типĕ тытать - апла тăк манăн та аш-какай çиме пăрахмалла. Вăл Мăнкунра чиркĕве каять - эпĕ те унран юлмастăп! Кÿршĕре пурăнакансем венчете тăнă - эппин, пирĕн те çак утăма ЗАГСран тухсанах тумалла. Вĕсем ачине икĕ уйăх тултарсан шыва кĕртнĕ - пирĕн те пĕчĕкскер валли хĕресна амăшĕпе хĕресна ашшĕне шырамалла... Шел те, çапла шухăшлакансенчен хăшĕ-пĕри çÿлерех асăннă йăла-йĕркене тунă хыççăн малашне мĕне тĕпе хурса пурăнмаллине лайăхах пĕлмест. Вĕсемшĕн чи кирли - çынран юлмалла мар. Калăпăр, венчете тăнă чухне пачăшкă мăшăра калпак тăхăнтартать, кагор ĕçтерет. Ку вăл - чап кăшăлĕ мар. Çак самантран пуçласа упăшки хăйне пĕтĕмпех арăмĕн аллине парать. Хĕрарăм пирки те çавнах каламалла. Вăл малашне чунĕпе те, кĕлеткипе те мăшăрĕн шутланать. Шел, çакна асра тытманнисем, Турă пилленĕ мăшăрне улталакансем те пур çав. "Арăма урăххипе çичĕ хут çеç улталанă эпĕ. Чиркĕве кайса çурта лартсан çылăхсем каçарăнĕç-ха”, - тенĕччĕ темиçе çул каялла пĕр арçын. Паллах, çемйине сыхласа хăвараймарĕ вăл, вуннăри ачи те ашшĕпе пит хутшăнасшăнах мар.

    Çук çав, çылăхсене чиркĕве пĕр-икĕ хут кайса çурта лартнипе çеç пĕтереймĕн. Тунă йăнăшсемшĕн ÿкĕнме, Турăран каçару ыйтса кĕлĕсем вулама, пачăшкă умĕнче чунра мĕн пытарăннине уçма кашниех пултараймасть. Çакна валли чăтăмлăхпа тÿсĕмлĕх, кăшт хăюлăх та кирлĕ. Чи кирли - пĕлсе тăрсах çылăха кĕме тăрăшмалла мар. Тата православи тĕп халалĕсене /ÿкĕчĕсене/ тĕпе хурса пурăнмалла: "Аçупа аннÿне хисепле. Ан вĕлер. Аскăнса ан пурăн. Ан вăрла. Хăвăн çывăх çынну пирки суя кăтартусем ан пар. Çывăх çыннусене хăвна юратнă пек юрат...” Ĕненекен кашни çын вĕсене тата кăмăл-сипет принципĕсене асра тытсан, тĕн йăли-йĕркине /вĕсем усала вĕрентмеççĕ!/ мода хыççăн хăваласа мар, чун ыйтнипе тытса пырсан тĕнче тата илемлĕрех, хăрушăсăртарах пулĕччĕ.

    Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА
    Çыпăçтарнисем:
    Категори: | Миçе çын пăхнă: 610 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегисем: | Рейтинг: 3.0/19 |
    Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)