Ĕнер, çурлан 22-мĕшĕнче, Шупашкара вĕренӳ тата ăслăлăх ĕçĕн пайне сыхлакан федераллă службăн çĕнĕ ертӳçи Сергей Кравцов килсе çитнĕ. Талăк хушшинче вăл Чăваш Республикин Элтеперĕпе Михаил Игнатьевпа тĕл пулнă, ача çурчĕпе психологи-вĕренӳ реабилитацийĕпе коррекци центрне кĕрсе тухнă. Унсăр пуçне ĕнер республика тĕп хулинче вĕрентекенсен конференцийĕ иртнĕ, Сергей Кравцов унта та тухса калаçнă. — Чăваш Республикинчи вĕренӳ системи лайăх аталану кăтартать, унсăр пуçне федераллă проектсенчен нумайăшне те хутшăнать. Сирĕн тăрăхра пуçтарнă сăнава çĕршывăн ытти хуласемпе ялсенче те усă курма мелле пулĕ, — тенĕ ертӳçĕ. Сергей Кравцовпа Михаил Игнатьев республикăра вĕренӳ системине аталăнтарас ыйтăва татса панă. Республика Элтеперĕ вĕрентекенсен шалу укçи мĕнлерех ӳсни çинчен ăнлантарса панă тата çĕнӳ вĕренӳ çулĕ тĕлнĕ пĕтĕм шкул ачасене йышăнма хатĕр пулассине шантарса каланă.