Ĕнер, çурлан 22-мĕшĕнче, Шупашкара вĕренӳ тата ăслăлăх ĕçĕн пайне сыхлакан федераллă службăн çĕнĕ ертӳçи Сергей Кравцов килсе çитнĕ. Талăк хушшинче вăл Чăваш Республикин Элтеперĕпе Михаил Игнатьевпа тĕл пулнă, ача çурчĕпе психологи-вĕренӳ реабилитацийĕпе коррекци центрне кĕрсе тухнă. Унсăр пуçне ĕнер республика тĕп хулинче вĕрентекенсен конференцийĕ иртнĕ, Сергей Кравцов унта та тухса калаçнă. — Чăваш Республикинчи вĕренӳ системи лайăх аталану кăтартать, унсăр пуçне федераллă проектсенчен нумайăшне те хутшăнать. Сирĕн тăрăхра пуçтарнă сăнава çĕршывăн ытти хуласемпе ялсенче те усă курма мелле пулĕ, — тенĕ ертӳçĕ. Сергей Кравцовпа Михаил Игнатьев республикăра вĕренӳ системине аталăнтарас ыйтăва татса панă. Республика Элтеперĕ вĕрентекенсен шалу укçи мĕнлерех ӳсни çинчен ăнлантарса панă тата çĕнӳ вĕренӳ çулĕ тĕлнĕ пĕтĕм шкул ачасене йышăнма хатĕр пулассине шантарса каланă.
Вăрнар районĕнчи Мăн Явăш шкул ачисем совет самани вăхăтĕнчи шкул формипе çӳреме тытăнĕç. Кун пек пĕтĕмлетӳ патне учительсемпе ашшĕ-амăшĕ пĕр шухăшлăн пырса тухнă. Вĕсен шучĕпе, хурапа шурă е хăмăрпа шурă тĕслĕ кĕпепе саппун хĕрачасене питех те илем кӳрет. «Тепĕр тесен, ăна çĕлеттерме те ытлашши тăкакланма тивмĕ», — тĕв тунă вĕсем. Çапах та арçын ачасен форми епле пулĕ-ши — кун пирки информацире асăнман...
Миçе çын пăхнă: 528 | | Комментарисем (0)|
Хăш кун хушнă: 23.08.2013
| Рейтинг:
7-мĕш интернет педканаш чăваш чĕлхипе литературине, культурипе историне вĕрентекенсене йыхравлать. Вăл çурлан 26-мĕшĕнче ĕçлеме пуçлать те авăн уйăхĕн 29-мĕшĕччен пырать. Ăна Чăваш чĕлхин инçет вĕренӳ центрĕ йĕркелет. Интернетри канашлу pkanash.chv.su адреспа ĕçлет Вĕрентекенсен тĕтел форумне çулсерен çĕршер çын хутшăнать. Вĕсен хисепĕ кăçал та нумай пуласса шанатпăр, форумра çĕнĕ çивĕч ыйтусем хускатасса, вĕсене татса памалли çул-йĕре пĕрле шырасса шанаççĕ канашлăва йĕркелекенсем.
http://www.chuvash.org/
Миçе çын пăхнă: 587 | | Комментарисем (0)|
Хăш кун хушнă: 23.08.2013
| Рейтинг: