Авăнăн 1-мĕшĕнче уявлакан Пĕлӳ кунĕ кăçал кану кунне — вырсарникуна — лекет. Çакна пула Чăваш Енĕн вĕренӳ министерстви шкул ачисемпе студентсене, ашшĕ-амăшĕсене тата вĕрентекенсен пĕрлешĕвне «Пĕлӳ кунне хăçан палăртмалла?» ыйтăва татса пама шаннă. Ăна валли ятарлă ыйтăм та уçнă, унта асăннă ыйтун икĕ хуравне сĕнне:
► Авăнăн 1-мĕшĕ (вырсарникун) (кану кунне вара шăматкуна, авăнăн 7-мĕшне куçарса);
► Авăнăн 2-мĕшĕ (тунтикун).
Чăваш Республикин влаç органĕсен порталăн тĕп страницинче тата вĕренӳ министерствийĕн тетелĕнче утăн 30-мĕшĕнчен пуçласа çурлан 20-мĕшчен интрактивлă ыйтăма пуре 35 пин ытла çын хутшăннă. Унта хутшăнакансен 87% Пĕлӳ кунне çулсерен çирĕпленнĕ йĕрке тăрăх, авăнăн 1-мĕшĕнчех ирттермелле тесе сасăланă. Ытти 13% вара уява авăнăн 2-мĕшĕнче ирттерме ыйтнă.
Çынсен шухăшне тĕпе хурса Чăваш Ен министерстви вĕренӳ учрежденийĕсене Пĕлӳ кунне вырсарникун, авăнăн 1-мĕшĕнче ирттерме сĕнет, уншăн вĕренӳ заведенийĕсене шăматкун, авăнăн 7-мĕшĕнче канма ирĕк параççĕ.
Çăлкуç: http://www.chuvash.org/