Хаклă ентешĕмĕрсем! Сире Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсен ячĕпе саламлатăп!
Çĕнĕ çул умĕн вĕçленекен çулталăк кăтартăвĕсене пĕтĕмлетесси, мĕн тунине хакласси, малашлăх валли плансем тăвасси йăлана кĕнĕ. Тулли кăмăлпа палăртатăп: тĕп макроэкономика кăтартăвĕсемпе Чăваш Ен каллех çĕр-шывăн чи ăнăçлă регионĕсен шутне кĕчĕ. 2012 çулта эпир бюджет укçипе тухăçлă усă курас, пĕчĕк бизнес аталанăвĕ валли лайăх условисем йĕркелес, экономикăра тата бюджет сферинче ĕç укçине ÿстерес, нумай ачаллă тата çамрăк çемьесене, пĕчĕк тупăшлисене, ветерансене патшалăх енчен пулăшассине вăйлатас тĕллевлĕ политика тытса пытăмăр. Обшествăпа администраци енчен çирĕп тĕрĕслесе тăнине, вăхăтра комплекслă мерăсем йышăннине пула социаллă пĕлтерĕшлĕ таварсен хакĕсене сăлтавсăр ÿстерме памарăмăр. Ĕç стажĕ 40 тата 45 çула çитнĕ аслă çулсенчи 20 пин ытла çын «Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» ят тата хушма çăмăллăхсемпе усă курмалли право илчĕ. 2012 çулхи кăрлачран тытăнса виççĕмĕш тата ун хыççăнхи ачасем çуралнă çемьесене республикăн 100 пин тенкĕпе танлашакан амăшĕн капиталне тÿлетпĕр, ăна кăçал 1,5 пине яхăн çемье илнĕ. 2013 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен тытăнса вара виççĕмĕш е ун хыççăнхи ачасем çуралнă çемьесем пурте тенĕ пекех уйăхсерен ачасене пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçе чухлĕ тÿлев илме тытăнĕç. 2012 çулта федерацин çĕнĕ йышши физкультурăпа спорт комплексĕсем тумалли программине пурнăçлассине вĕçлерĕмĕр, халĕ республикăн яллă мĕн пур районĕнче ФСКсем пур. Сывă пурнăç йĕркине пропагандăлассине вăйлатни, тренировкăсем ирттермелли хăтлă условисем йĕркелени пирĕн кăçалхи çулла Лондонра Олимп пьедесталне парăнтарнă спортсменсен ăнăçăвне никĕслерĕç. Сывлăх сыхлавĕпе вĕрентÿ тытăмне çĕнетессине малалла тăсрăмăр. Шкулсен виççĕмĕш пайне тĕпрен юсанă, шкул столовăйĕсем валли çĕнĕ оборудовани туяннă. Çĕнĕлле йĕркеленĕ май медиицна учрежденийĕсенче пуçлăх-администраторсен шучĕ чакрĕ, сиплекен врачсем нумайланчĕç. Медицина пулăшăвĕн пахалăхне малалла лайăхлатас, унпа усă курмалли майсене анлăлатас тĕллевпе çывăх вăхăтра яллă районсенче çĕнĕ 100 фельдершпа акушер пунктне уçăпăр. Республикăра пурăнакансем ăнăçлă ĕçлерĕç, пирĕн пĕрлехи ĕç кăтартăвĕ – халăхăн укçа тупăшĕ 18 процента яхăн пысăкланни. Юлашки çирĕм çул хушшинче пуçласа Чăваш Енре шкулчченхи вĕренÿ учрежденийĕсем тума пуçларăмăр. Кăçал çĕнĕ 11 ача сачĕ хута янă. Юлашки çирĕм çул хушшинче пирвайхи хут республикăра ача çураласси çын вилессинчен иртнĕ. Çак кăтарту обществăра тăнăçлăх пуррине, çемьесем ыранхи куна шаннине çирĕплетет. Ку — лайăх кăтарту. Вĕçленекен çулталăкра халăхшăн тăрăшса ĕçленисене, тăван ен аталанăвне малашне те пултарнă таран хăйсен тÿпине хывма хатĕррисене пурне те тав тăватăп. 2013 çул мĕнле пулĕ, мĕн кÿрĕ — çакă хамăртан нумай килет. Паллах, татса памалли çивĕч ыйтусем нумай-ха. Анчах эпир вĕсене парăнтарăпăр. Ерипен, утăм хыççăн утăм туса, çирĕп кăмăллă пулса, популистла йышăнусемпе сăмахсенчен пăрăнса. «Ахах тенипех пуяймăн», — теççĕ халăхра. Тăрăшса ĕçлесен кăна пурнăçăмăра лайăхлатма пултарăпăр. Çĕнĕ çул çутă та пуян пуласси, интереслĕ пулăмсем, çĕнĕлĕхсем кÿресси пирки иккĕленместĕп. Сирĕн Çĕнĕ çул каçĕнчи чи çутă ĕмĕтĕрсем пурнăçланччăр! Кашни çемьене телей, ырлăх, пирĕн юратнă республикăна вара тăнăçлăх тата аталану сунатăп!
Чăваш Республикин Элтеперĕ М.Игнатьев.
Çыпăçтарнисем: |