Хаклă ентешĕмĕрсем! Сире Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсен ячĕпе саламлатăп!
Çĕнĕ çул умĕн вĕçленекен çулталăк кăтартăвĕсене пĕтĕмлетесси, мĕн тунине хакласси, малашлăх валли плансем тăвасси йăлана кĕнĕ.
Тулли кăмăлпа палăртатăп: тĕп макроэкономика кăтартăвĕсемпе Чăваш Ен каллех çĕр-шывăн чи ăнăçлă регионĕсен шутне кĕчĕ. 2012 çулта эпир бюджет укçипе тухăçлă усă курас, пĕчĕк бизнес аталанăвĕ валли лайăх условисем йĕркелес, экономикăра тата бюджет сферинче ĕç укçине ÿстерес, нумай ачаллă тата çамрăк çемьесене, пĕчĕк тупăшлисене, ветерансене патшалăх енчен пулăшассине вăйлатас тĕллевлĕ политика тытса пытăмăр. Обшествăпа администраци енчен çирĕп тĕрĕслесе тăнине, вăхăтра комплекслă мерăсем йышăннине пула социаллă пĕлтерĕшлĕ таварсен хакĕсене сăлтавсăр ÿстерме памарăмăр.
Ĕç стажĕ 40 тата 45 çула çитнĕ аслă çулсенчи 20 пин ытла çын «Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» ят тата хушма çăмăллăхсемпе усă курмалли право илчĕ.
2012 çулхи кăрлачран тытăнса виççĕмĕш тата ун хыççăнхи ачасем çуралнă çемьесене республикăн 100 пин тенкĕпе танлашакан амăшĕн капиталне тÿлетпĕр, ăна кăçал 1,5 пине яхăн çемье илнĕ. 2013 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен тытăнса вара виççĕмĕш е ун хыçç
...
Малалла вула »