Чăваш халăх сайчĕпе Чăваш чĕлхин инçет вĕренӳ центрĕ ирттернĕ «Ăраскал çăлтăрĕ» литература ăмартăвĕн пĕтĕмлетĕвне тума вăхăт çитрĕ. Ку интернет конкурса эпир ачасемпе çамрăксене тата чăваш чĕлхипе литературине, культурине вĕрентекенсене чăваш халăхĕн кун-çулĕпе кăсăклантарас, литература пултарулăхне аталантарас, çутçанталăкри, тăван тавралăхра пулса иртекен чи кăсăк енсене илемлĕ литература мелĕсемпе уçса пама хавхалантарас тĕллевпе йĕркелерĕмĕр.
Чи малтанах конкурса хутшăннă кашни ачана, кашни çамрăка, вĕсене вĕрентекен кашни вĕрентевçе тав сăмахĕ калас килет — сирĕнсĕр çак ăмăрту йĕркеленмĕ пулĕччĕ, пире, ăмăртăва пуçаракансене, хайлавăрсемпе кăмăлăмăрсене çĕклемен пулĕччĕ. Тавах сире!
Кăçалхи ăмăртăва чăн та чаплă хайлавсем чылай килчĕç — пурте те тенĕ текех пичете юрăхлă. Çавăнпах хăш-пĕр ӳсĕмсенче çĕнтерӳçĕсене палăртма та йывăр пулчĕ. Хăш-пĕр автор вырăнсăр юлни пире самай пăшăрхантарчĕ, анчах, шел те, малти вырăнсем пурĕ те улттă çеç (кашни ӳсĕмре) пулма пултараççĕ-çке.
Тĕплĕнрех
Çăлкуç: http://www.chuvash.org/cgi-bin/index.cgi
...
Малалла вула »