2013 çул Хĕвел тухăç гороскопĕпе – хура Çĕлен çулĕ. Вĕçленсе пыракан çулăн хуçи – Аçтаха – власть тилхепине ăна февралĕн 10-мĕшĕнче кăна парать пулин те, эпир Çĕнĕ çула декабрĕн 31-мĕшĕнче çĕрле кĕтсе илетпĕр, апла-тăк – Çĕлен çулне те.
Çĕлен çулĕнче пысăк улшăнусем пулаççĕ тесе систереççĕ астрологсем. Çапах та иртсе пыракан Аçтаха çулĕпе танлаштарсан, Çĕлен çулĕ лăпкăрах тата аркатусăртарах пулма тивĕç. Культура, эстетика, илем патне туртăнасси ӳсет. Тибет астрологийĕпе килĕшӳллĕн, 2013-мĕш – шыв Çĕленĕн çулĕ, апла-тăк унăн тĕсĕ – кăвак. Шыв Çĕленĕ пуян фантазипе, артистлăхпа, искусствăпа музыкăна юратнипе уйрăлса тăрать.
Ăс-тăнпа çыхăннă ĕçре тăрăшакансен ĕçĕ ăнать ку çул. Китай гороскопĕнче ахальтен-им Çĕлен ăс-тăн, шухăшлав, ирĕклĕх палли? Çавăнпа тĕплĕн шутлакансене Çĕлен пулăшусăр хăвармастех эппин. 2013 çул пĕр-пĕрне чăнах та юратакансемшĕн мăшăрланма ăнăçлă. «Пĕр каçлăх юратупа» аппаланакансене вара çулталăк хуçи килĕштермест.
Укçа-тенкĕ тĕлĕшĕнчен çакна каламалла: хăйĕн вăйĕпе тата ăс-тăнĕпе ĕçлесе илекенсен кĕсйи самаях хулăнланма тивĕç. Укçа çăмăллăн кĕрессе кĕтмелле мар.
2013 çулта çуралакан ачасем ăнăçуллă çынсем пулĕç, пысăк çитĕнӳ
...
Малалла вула »