Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Ака 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
2627282930
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Хисеплĕ вĕрентекенĕмĕр! Эсир шкулта ĕçлесе илнĕ тупăшăрпа çăмăл машина туянма пултарятăр-и?
Пурĕ миçе ответ: 27
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Юнкун, 27.11.2024, 12:46
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2010 » Ака » 18 » ХВАТТЕР ПУР - ТУЯНАКАН ÇУК ("ХЫПАР")
    ХВАТТЕР ПУР - ТУЯНАКАН ÇУК ("ХЫПАР")
    21:45
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    2008 çулта республика пурăнмалли 978 пин тăваткал метр çурт-йĕр хута янă, 2009 çулта ку виçе татах чакнă - 852 пин тăваткал метр. Çапла вара пĕлтĕр те /95% яхăн/, виçĕм çул та /88% яхăн/ çурт-йĕр тумалли çулталăк планĕсене пурнăçлайман. 2008-мĕш çулпа танлаштарсан 2009-мĕшĕнче çурт-йĕр хута ярасси уйрăмах Çĕнĕ Шупашкарта, ытти хăш-пĕр районта чылай сахалланнă. Строительствăпа монтаж ĕçĕсен калăпăшĕ чакнипе Чăваш Ен Атăлçи округĕнче /округра ку кăтарту 42% çитнĕ/ чи кайри пулин те ку, килĕшетĕр пуль, лăпланмалли сăлтав мар.

    Çавна май республикăн Стратеги аталанăвĕ енĕпе ĕçлекен канашĕн нумаях пулмасть иртнĕ ларăвĕ аса килет. Шăпах йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ стройкомплекс ыйтăвĕсене сÿтсе яврĕç - çивĕч калаçу пулчĕ. Çав калаçури пайăр пĕр тема çинче пусăм тăвас килет - хаксен тата строительсен тÿрĕ кăмăллăхĕн ыйтăвĕсем çинче. Вĕсем пĕр-пĕринпе çыхăнни куç кĕрет.

    Мĕн пытармалли, 2008 çулччен, кризис килсе çапиччен, строительсем иртĕхмеллипех иртĕхрĕç вĕт. Çук, хура ĕçе пурнăçлакан каменщиксемпе штукатурсем, бетонщиксемпе малярсем апла каланăшăн ан кÿренччĕр, укçа çумăрĕ вĕсем патне çитейменни паллă, анчах отрасльти тĕрлĕ шайри ертÿçĕ-менеджер çав тапхăрта рехетленнине пытараймăн. Тăваткал метр хакĕ 44 пин тенке çитнĕччĕ /сăмах темле «люкс» йышши хваттерсем пирки мар - вĕсем тата та хаклăрахчĕ/. Президент таранчченех стройкомпанисене ятласа хаксене чакарма хистерĕç - хăнк та тумарĕç. Аргумент витĕмлĕ: рынок вĕт! Туянаççĕ тĕк, эппин, çав хакпа сутмалла! Кризис килсе çапрĕ те - стройкомплексăн çирĕп пек туйăннă шăнăрĕ лăнчăрах кайрĕ.

    Халĕ хваттерсене те йÿнетрĕç - туянакан пур пĕр çукрах. Тулĕк темшĕн унчченхи аргумента аса илесшĕнех мар: рынок тăк, эппин, татах йÿнетмелле. Çук, хăй хаклăх шайнех анас килмест. Хайхи ларура та паллă пĕр компани ертÿçи çаплах каларĕ: «Паян строительсен умĕнче тăракан тĕп ыйту - çурта хута янă хыççăн хваттерсене туянакансем пуласси тĕлĕшпе гаранти çукки. Эпир паянах 900 пин тăваткал метр пама хатĕр, анчах кам туянĕ?» Унăн шучĕпе, унччен туянакансен икĕ категорийĕ пулнă: пĕрисем пурăнма кĕтес илнĕ, теприсем хваттер туянса-сутса услам тунă. 1994 çулта, сăмахран, тăваткал метрăн Шупашкарти хакĕ 2 пин тенкĕ кăна пулнă, 8-9-мĕш çулсенче - вăтамран 30 пин тенкĕ. Тĕрĕссипе, укçаллă çынсем 15 çул хушшинче хваттерсемпе ĕçлесе хăйсен капиталне 15 хут ÿстернĕ. Пĕр банк та ун чухлĕ тупăш кÿреймен. Халĕ çак категори ку меслете пăрахнă - вăл текех тупăш кÿмест.

    Çакă строительсене тÿрре кăларать-и? Пĕтĕмпех мар. Çапла, ĕç-пуç чи малтан вĕсене хăйсене пырса çапнине палăртмалла. Республикăри строительство организацийĕсен тупăшĕ юлашки çулсенче палăрмаллах чакнине те йышăнмалла: виçĕм çул - 690 млн /2007 çулхинчен 13: сахалрах/, пĕлтĕр 225 млн тенке яхăн çеç /çулталăк маларахринчен 33: яхăнах пĕчĕкрех/ пулнă. Анчах çакăншăн чи малтанах стройкомплексăн хăйне айăпламалли пирки те иккĕленместĕп. Йывăрлăхсен сăлтавĕсен хушшинче объективлисемпе пĕрлех субъективлисем те пурри куç кĕрет.

    Калăпăр, тăваткал метрсен хакне пурăнмалли çурт-йĕр валли кирлĕ инфратытăм объекчĕсем пысăклатни çине йăвантарма тăрăшаççĕ. Çаплах-тăр. Анчах 3-4 çул каялла халăх хаксене пăхмасăр, урса кайса тенĕ пек хваттер туяннă чух тупăшăн пĕр пайне нивушлĕ пуласлăха никĕслемешкĕн хывма юраман? Сăмахран, çав инфратытăма йĕркелеме. Апла туман çав. Çапла тума хистекен саккунсем пулманнине те пытараймăн. Тĕрĕссипе, вĕсем халĕ те çук. Пĕтĕмпех çурт-йĕрĕн пулас хуçисем çине тиеме ăнтăлаççĕ - çурт çумĕнчи çул-тротуар та, канализаци пăрăхĕсем те, ытти те - пĕтĕмпех хваттер хакĕнче. Стройкомпанисен ертÿçисем лавпа тенĕ пек килекен укçана кĕсьене чикрĕç те чикрĕç - çавă çеç. Çакна халь пĕр фирма хыççăн теприн пирки уголовнăй ĕçсем пуçарни те çирĕплетет: «Сарет», «Честр», Хула тăвакан компани т. ыт. те.

    Кăтартăвĕ хурлăхлă. Пĕлтĕр республикăра строительствăн 23 объекчĕ чарăнса ларнă. Çав шутра - пурăнмалли çурт-йĕрĕн 15 объекчĕ. 40 ытла строительство организацийĕ тĕлĕшпе панкрут процедурине пуçарнă: «Индустрипе строительство комбиначĕ», «Волгастроймонтаж», «Тимĕр-бетон», «Шупашкар строителĕ», «Стройтрест-2», ыттисем - список вăрăм. Отрасль хăçан çĕнĕрен ураланĕ - калама хĕн.
    Çыпăçтарнисем:
    Категори: | Миçе çын пăхнă: 639 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегисем: | Рейтинг: 3.0/26 |
    Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)