Паян, раштавăн 14-мĕшĕнче, вĕренӳ министерствинче Чăваш чĕлхин пĕрлехи комиссийĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Чи малтанах Чăваш Республикин «Чăваш Республикинчи чĕлхесем çинчен» саккуна культура министерствине пăхăнакан учрежденисене епле пурнăçа кĕртнине пăхса тухрĕç. Докладшăн яваплă Казакова Т.В. ĕçсем мĕнле пыни пирки кĕскен каласа пачĕ: кĕнекесем туянни çинчен, халăх ушкăнĕсенчи ĕçсем çинчен, фестивальсемпе юрă-ташă ăмăртăвĕсем пирки. Çитменлĕхсем çинчен калаçма пуçласан вулашăври кĕнеке куравĕсен ячĕсем вырăсла пулнине асăнчĕ. Пачах вырăсла мар ĕнтĕ — кăнтăрти районсенче ку тĕлĕшĕнчен питĕ лайăх — стендсен ячĕсене чăвашла та вырăсла та çыраççĕ, Шупашкара çывхарнă май вара çак йăла япăхланса пырать. Çакна асра тытса ĕнтĕ килес çул ятсене чăвашла та вырăсла та çыртарассипе акцентласа ĕçлеме пуçлĕç. Докладăн тулли тексчĕпе кунта паллашма пулать. Доклада сӳтсе явнă май ытти учрежденисене те чĕлхесен саккунне пурнăçлама ыйтмалли пирки, уйрăмах ятсене чăвашла çыртармалли пирки калаçрĕç. Иккĕмĕш ыйтура культура учрежденийĕсен чăвашла ячĕсене çирĕплетесси пулчĕ. Кунта тавлашу нумай пулмарĕ («орленлĕ» е «орденĕллĕ» çырасси çинче çеç кăшт чарăнчĕç), сĕннĕ куçарусемпе килĕшнипе вĕçленчĕ. Виççĕмĕш ыйтура чăваш чĕлхин орфографине сӳтсе яврĕç. Пĕтĕмпех мар — тахçантанпах тавлаштаракан пĕр ыйтăва çеç: пĕрле е уйрăм çырасси пирки. Алексей Леонтьевпа Юрий Виноградов çак ыйтăва тахçанах татса пани, ун патне тепĕр хут таврăнма кирлĕ мар пирки калаçрĕç пулин те комиссин ытти пайташĕсене итленĕ хыççăн вĕренӳ министрĕ Иванов Владимир Николаевич çак ыйтупа уйрăм канашлу пухса тĕрлĕ шухăшсене пуçтарса пĕр тĕпе çитермелли пирки протокола кĕртрĕ. Тавлаштараканни пур пулсан ăна сӳтсе явмалли çинчен пĕлтерчĕ. Уйрăм канашлăва ирттерме гуманитари институчĕн директорне Ю.Н. Исаева сĕнчĕ. Тăваттăмĕш ыйтура Раççей Федерацийĕпе Чăваш Республикин хисеплĕ ячĕсемпе çыравçăсен псевдонимĕсене çирĕплетесси пулчĕ. Ку ыйтусем малтанхи ларуранах пулин те хальхинче вĕсене самай çĕнетнĕ. Якатнă хыççăн та килĕшменнисем тупăнчĕç. Уйрăмах хисеплĕ ятсем тавлашуллă пулчĕç. Министр пĕтĕмлетнĕ тăрăх малтанхи ларура килĕшмен самантсем мĕнле пулнă, халĕ те çаплипех юлнă мĕн. Пĕтĕмĕшле вара икĕ список тума йышăнчĕç — комисси пайташĕсем пĕтĕмĕшле хирĕçлемен йыш тата тавлашуллисен йышĕ. Пĕтĕмĕшле хирĕçлеменнисене йышăнса ыттисене каярах тепре пĕрле сӳтсе явма калаçса татăлчĕç. Çыравçăсен псевдонимĕсемпе те килĕшменнисем пулчĕç. Юрий Михайлович вĕсенче калăплану пĕрпеклĕхне курас килчĕ пулсан псевдонимсен йышне хатĕрлекенсем вара псевдонимсен авторĕсен шухăшне тĕпе хурса тунă иккен. Çапах та тавлашусем вĕçленнĕ хыççăн псевдонимсем йышне хальхинче йышăнас терĕç. Комисси йышăннă докуменсем çитес вăхăтра ун сайтĕнче вырнаçĕç.
Çыпăçтарнисем: |