Ҫулсем иртеҫҫӗ, анчах сирӗн ывӑлӑр е хӗрӗр пӗртте «ӳсесшӗн» мар: ҫав-ҫавах хӑйне пӗчӗк ача пек тытать, яваплӑ-ха пачах туймасть,
шкула ҫӳресшӗнех мар, килти ӗҫсене тӑвас вырӑнне сехечӗ-сехечӗпе выляма е урамра
чупма пултарать. Урокра учителе итлесе ларас вырӑнне юлташӗпе калаҫать, ӳкерсе
ларать е ӗмӗчӗсемпе Африкӑна ҫитсе килет... Суйма кӑмӑллать, тӳрре тухас тесе пӗчӗк
ача евӗр ытла айван сӑлтавсем шырать. Малтанлӑха ҫакӑ аслисемшӗн кулӑшла пек туйӑнать,
вӑхӑт иртнӗҫемӗн ашшӗ-амӑшӗ ачи хӑйсен ӗнси ҫине хӑпарса ларнинчен тӗлӗнсе пӗтереймест.
13-14 ҫула ҫитнисен хӑйсен мӗн тӑвас килнине кӑна тумалла мар. Япалисене,
вырӑн таврашне пуҫтарма, уроксене хӑй тӗллӗн пурнӑҫлама, йӑмӑкӗсемпе шӑллӗсене
пулӑшма хӑнӑхтармалла ӑна. Ӳснӗҫемӗн ачасен те тивӗҫӗсем хушӑннине, яваплӑрах пулмаллине
ӑнлантармалла.
Анчах хӑшӗ-пӗри пачах улшӑнасшӑн мар, хӑй ҫине яваплӑх илме хӑрать. Кун пек
ачан ӳсерехпе те ӗҫе вырнаҫас шухӑш ҫуралмӗ, ҫемье ҫавӑрса ача-пӑча ӳстересси те
хытах хӑратӗ. Ҫырӑнмасӑр пурӑнма (гражданла мӑшӑрлану) ытларах килӗшет ӑна: ун
пек никам умӗнче те яваплӑ мар, кирек хӑш вӑхӑтра та тухса кайма пулать. Ҫӳҫӗ шуралма
пуҫласан та пӗтӗмпех ыттисем туса парасса кӗтсе ларать ун йышши.
Генерал ачисен хӑйсене мӗн кирли йӑлтах пур, ҫавӑнпа вӗсем мӗн пирки ӗмӗтленмеллине
пӗлмесӗр ухмаха тухаҫҫӗ тенинче те тӗрӗслӗх пурах. Ашшӗ-амӑшӗ ноутбукран пуҫласа
чаплӑ ҫурт таран туянса парсан ывӑлӗ-хӗрӗн мӗншӗн тар тӑкса ӗҫлемелле-ха?
Ватлӑхра ҫуратнӑ, чылайранпа кӗтнӗ ачишӗн уйрӑмах тем тума та хатӗр ашшӗ-амӑшӗ,
вӗсен ҫинчи кашни тусан пӗрчине шӑлса тӑманни ҫеҫ. Нумай ачаллӑ ҫемьере чи кӗҫӗнни
ачаш та наянрах пулнинчен, ытларах хӑйне юратнинчен тӗлӗнме кирлех-и? Аслӑ пиччӗшӗсемпе
аппӑшӗсем те уншӑн тӑрӑшнине хӑнӑса ӳснӗ вӑл.
Тӑтӑш чирлекен пепкене аслисем шӑнса пӑсӑласран кӑна мар, йывӑр ӗҫрен те сыхлама
ӑнтӑлаҫҫӗ. Ҫавӑнпа вӗсем йӑлтах аслисем туса парасса кӗтеҫҫӗ.
Кун пек ан пултӑр тесен мӗн тумалла-ха?
Ачана пӗчӗкрен хӑй тӗллӗн ӗҫлеме хӑнӑхтарӑр, вӑл тума пултаракан ӗҫсен списокне
хатӗрлӗр. Хӑйӗн тивӗҫӗсене мӗнле пурнӑҫланине сӑнаса тӑрӑр, ҫапах унӑн кашни утӑмне
сыхлани ытлашши. Пӗрремӗш хут ҫӑмарта ӑшаларӗ, ӑна та ҫунтарса ячӗ пулсан та ан
вӑрҫӑр, хавхалан-тарма тӑрӑшӑр.
Ачана психолог патне илсе кайма хистекен сӑлтавсем те пур:
- ывӑлӑр е хӗрӗр нимӗнпе те кӑсӑкланмасть е унӑн интересӗсем тӑтӑшах
улшӑнса тӑраҫҫӗ;
- ӑна вӗренӳ пачах кӑсӑклантармасть, уяв-семпе ташӑ каҫӗсем ҫинчен
кӑна шухӑшлать;.
- тӑтӑш суйма, хӑйне тӳрре кӑларассишӗн ыттисене айӑплама кӑмӑллать;
- кашни вак-тӗвек ыйтупах аслисем патне чупса пырать;
- кӑмӑл-туйӑмӗ улшӑнать, кулнӑ вӑхӑтрах йӗрсе яма пултарать;
- питӗ тимсӗр, урок
вӗҫлениччен ларма чӑтӑм ҫитереймест пулсан психологпа канашламаллах.
"Тантăш" хаçатран Çыпăçтарнисем: |