Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Çу 2009  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
25262728293031
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Паянхи шкул ачин ятарлă тум-тир пулмалла-и?
Пурĕ миçе ответ: 15
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Шăматкун, 14.12.2024, 17:10
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2009 » Çу » 23 » Юлашки шăнкăрав янăрарĕ
    Юлашки шăнкăрав янăрарĕ
    16:00
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    null
    Паян савăнăçлă уяв - юлашки шăнкăрав. Пирĕнтен кашниех шкул сакки çинче ăç пухса çын пулнă. Çак уяв кашни çын пурнăçĕнче асран кайми йĕр хăварать. Мĕншĕн тесен çак ÿсĕм ачашăн çитĕнннисен йышне кĕнине палăртакан пĕртен-пĕр хаваслă уяв. Хаваслă уяв тени çителĕксĕр. Çак уяв тунсăхлă туйăмсем те çуратать. Ачалăх тек нихăçан та каялла таврăнмĕ. Тем пек каялла тавăрас тесен те. Ним шухăш-хуйхăсăр çÿресси тек пулмĕ. Умра - аслă пурнăç çулĕ. Ĕмĕр пурăн, ĕмĕр вĕрен тенешкел, халĕ вĕсен чуна пыракан профессие алла илсе чăн-чăн пурнăç çынни пулмалла. Малашне çумра тĕрĕс çул кăтартса пыракан вĕрентекенсем пулмĕç - пĕтĕм ыйтăва хăвăн татса памалла. Анчах учительсем юлашки шăнкăравра пилленĕ сăмаха манмалла мар. Чăвашсем çапла калаççĕ: "Пиллесен пин пулнă, пиллемесен кĕл пулнă". 11 çул хушшинче ачасемшĕн те шкул тăван кил пекех çывăх та хăтлă пулса тăрать. Шкултан вĕренсе тухса каякансене юратна шкултан уйрăлма  йывăр, вĕсен те чунĕ хурланать. 

    Çак уяв вĕрентекенсемшĕн те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Пĕр енчен,  хăйсем ăс-тăн панă ачасем ÿссе çитĕнсе çын пулни учительсене савăнтарать. Тепĕр енчен - хурлантарать. Пĕр хăнăхнă, çывăхланнă ачасенчен (вĕсем хамăр ачасемех вĕт) уйрăлма пит йывăр. Шкул вăл – хăй пĕр тĕнче. Пысăк тĕнче. Ăслăлăхпа пултарулăх тĕнчи. Унăн хăйĕн Уставĕ, хăйĕн Правилисем, хăйĕн йĕрки. Унта – çĕршер ача шăпи, ăс-хакăлĕ, кăмăлĕ, таланчĕ. Çак ăс-тăн лаççинчен 6 çулхи вулама-çырма пĕлмен пĕчĕк ачасенчен пур енчен те çирĕпленсе-туптанса çитнĕ яшсемпе хĕрсем тухаççĕ. Ачаран Çын тăвасси вăл тĕлĕнмелле кăткăс ĕç. Хăйсен пурнăçне ачасене вĕрентес ĕçпе çыхăнтарнă пултаруллă педагогсем вара вĕренекенсемшĕн ырми-канми тăрăшаççĕ. Вĕсен Пысăк чĕрисенче пур ача валли те ырă сăмах, ăшă туйăм, çутă хĕлхем туллиех. Учитель вăл Ииусус Христос евĕр çын. Вăл ача тем чухлĕ йăнăшсан та ăна каçарать, усал тытмасть. Кирек хăçан та ача тÿрĕ çул çине тухасса шанать ĕненет. 

    Акă, Красноармейски иккĕмĕш шкулĕнчен кăçал пурĕ 52 ача вĕренсе тухать. Манăн вĕсен ырăпа кăна аса илес килет. Уйрăмах - вĕренÿре хастаррисене. Учителе хăйсен тăрăшулăхĕпе тата тарăн пĕлĕвĕпе пулăшса пынисене. Ачасем пире педагогика ĕçĕн результатне тума пулăшаççĕ. Олимпиадăсенче, фестивальсенче, конкурссенче вĕсем хăйсен вĕрентекенне пĕтĕм вăй-халтан пулăшаççĕ. Акă вĕсем: Григорьева Наталия (11а), Женя Филимонова (11б), Марина Афанасьева (11б), Маргарита Иванова (11б), Андрей Яковлев (11б) тата ыттисем те. Пурнăç çулĕ такăр пултăр вĕсен.

    Юлашки шăнкăрав» янăрарĕ те ĕнтĕ. Халĕ ачасем пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменĕсем тытма хатĕрленеççĕ. Пурне те экзаменсене йĕркеллĕ тытма, малалла вĕренме кĕме вăй-хал та ăнăçу сунатăп.

    Çыпăçтарнисем:
    Категори: | Миçе çын пăхнă: 1037 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегисем: | Рейтинг: 2.4/5 |
    Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)