Чуна килĕшекен ĕç, юратнă атте-анне, туслă çемье, савнă мăшăр, куç тулли ывăлпа хĕр, ытарайми тăвансем, ырă ят-сум… Çакă ĕнтĕ вăл – чăн-чăн телей. Çынна тата мĕн кирлĕ? «Пурнăçа ăна пурăнма пĕлмелле, пурнăçа йĕркелесе пыма пĕлмелле, вара пурнăç питĕ илемлĕ пулать», - теççĕ ватă çынсем. Çак халăх ăслăлăхне тĕпе хурса йĕркелесе пырать те ĕнтĕ Ирина Васильевна Кускова хăйĕн кулленхи ĕçне. Ĕçĕ вара унăн çăмăл мар: яваплă та иксĕлми. Акă çулталăк ĕнтĕ вăл хăйне шанса панă пархатарлă ĕçре вăй хурать – Красноармейски иккĕмĕш шкулĕн директорĕнче. «Кашни кун пуçра çĕршер ыйту явăнать, пурин çине те тăруках хуравсем пама та май çук. Анчах та кашни сиксе тухакан ыйтăвах тĕрĕс хакласа тивĕçлĕ татса парас килет, - тет пултаруллă ертÿçĕ. - Шкул вăл – хăй пĕр тĕнче. Пысăк тĕнче. Ăслăлăхпа пултарулăх тĕнчи. Унăн хăйĕн Уставĕ, хăйĕн Правилисем, хăйĕн йĕрки. Унта – çĕршер ача шăпи, ăс-хакăлĕ, кăмăлĕ, таланчĕ. Çак ăс-тăн лаççинчен 6 çулхи вулама-çырма пĕлмен пĕчĕк ачасенчен пур енчен те çирĕпленсе-туптанса çитнĕ яшсемпе хĕрсем тухаççĕ. Ачаран Çын тăвасси вăл тĕлĕнмелле кăткăс ĕç. Хăйсен пурнăçне ачасене вĕрентес ĕçпе çыхăнтарнă пултаруллă педагогсем вара вĕренекенсемшĕн ырми-канми тăрăшаççĕ. Вĕсен Пысăк чĕрисенче пур ача валли те ырă сăмах, ăшă туйăм, çутă хĕлхем туллиех. 11 çул хушшинче ачасемшĕн шкул тăван кил пекех çывăх та хăтлă пулса тăрать. Шкултан вĕренсе тухса каякансемпе вара уйрăлма та йывăр, чун хурланать. Кăçал вĕренсе тухакансемшĕн (вĕсем пурĕ 52 ача) юлашки шăнкăрав янăрарĕ те ĕнтĕ. Халĕ вĕсем пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменĕсем тытаççĕ. Пурне те экзаменсене йĕркеллĕ тытма, малалла вĕренме кĕме вăй-хал та ăнăçу сунатăп». Ирина Васильевна хăйĕн ĕçне пысăк ответлăхпа, тÿрĕ кăмăлпа туса пырать. Шкулăн кашни лаптăкĕнчех таса та тирпейлĕ пултăр, çутă та илемлĕ пÿлĕмсенче ачасем тарăн пĕлÿ илччĕр, ăспа та, чунпа та пуянланса пыччăр, информаципе коммуникаци технологине алла илччĕр, пурнăçпа тан утчăр, хăйсен çитĕнĕвĕсемпе савăнма пĕлччĕр, шкул историне пуянлатса тăччăр тесе тăрăшать. Учительсемпе шкул ачисем тунă кашни çитĕнÿшĕн хĕпĕртет, малалла та тухăçлă ĕçлеме хавхалантарать. Ирина Васильевна Красноармейски районĕн Ямайкасси ялĕнче учитель çемйинче çуралнă. Ямайкассинчи сакăр çул вĕренмелли шкулта, Мăн Шетмĕри вăтам шкулта, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн биологипе хими факультетĕнче вĕреннĕ. 1983 çулта алла диплом илнĕ хыççăн Ямайкассинчи сакăр çул вĕренмелли шкулта ачасене биологи вĕрентнĕ. 1985 çулхи авăн уйăхĕнче çамрăк специалиста Красноармейски районĕнчи комсомол комитечĕн секретарьне суйланă. Çак ĕçре хастар та пултаруллă пулнăшăн Дипломсемпе Грамотăсене тивĕçнĕ вăл. 1992 çулта центрти иккĕмĕш шкула куçнă, директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕнче ĕçлеме тытăннă. Вăл ĕçленĕ 16 çул хушшинче шкулти воспитани ĕçĕ палăрмаллах улшăннă. Ачасемпе çамрăксен «Яковлев хунавĕсем» обществăлла организацийĕ 2002 çулта республикăри ача-пăча организацийĕсем хушшинче лауреат ятне çĕнсе илнĕ. Ĕçе пĕлсе йĕркеленине пула пултарулăх конкурсĕсемпе фестивалĕсенче ачасем пысăк ăсталăх кăтартса малти вырăнсене йышăнаççĕ. Юлашки çулсенчи кăтартусене тишкерсе пăхас пулсан, малти вырăнсен шучĕпе тата ачасем активлă хутшăннипе шкул районта пĕрремĕш вырăнта пырать. Шкулти воспитани ĕçĕ «Ырă çын пул» программа тăрăх йĕркеленсе пырать. Ачасемпе çамрăксен «Яковлев хунавĕсем» обществăлла организацийĕ вара И.Я.Яковлевăн çичĕ пилĕ çинче никĕсленсе тăрать. Ирина Васильевна пуçарнипе шкулта кашни вĕренÿ çулĕнчех «Çулталăкри класс» тата «Çулталăкри вĕренекен» конкурссем иртеççĕ. Йĕркене пăсма пултаракан ачасемпе уйрăммăн ĕçлени, тĕрлĕрен специалистсемпе калаçусем, класс сехечĕсем йĕркелени, ачасене хушма пĕлÿ паракан вĕренÿ пĕрлешĕвĕсене явăçтарни ачасене право йĕркине пăсасран асăрхаттарса тăма пулăшаççĕ. Класс ертÿçисемпе семинарсем, канашлусем ирттерме те пысăк ăсталăх кирлĕ. Ирина Васильевна вара кашнинчех тĕрлĕ ÿсĕмри ачасемпе мĕнле ĕçлемеллине, çĕнĕлле технологисемпе мĕнлерех усă курмаллине, ашшĕ-амăшĕсене класс ĕçне еплерех явăçтармаллине, тĕрлĕрен меслетсем усă курса ачасен активлăхне ÿстермеллине тĕплĕн ăнлантарни класс ертÿçисене хăйсен ĕçне тĕрĕс йĕркелеме пулăшать. Ирина Васильевна ачасене биологипе те тарăн пĕлÿ парать. Предмета вĕрентес методикăна питĕ лайăх пĕлет, уроксенче тĕрлĕ формăпа усă курать. Ачасен пĕлÿ шайĕ еплерех пулни пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменĕсен результачĕсенче те уççăн курăнать: 74-96 балл таран илеççĕ ун вĕренекенĕсем. Юлашки çулсенче вăл «Пултаруллă ачасемпе ĕçлесси» темăна тĕпе хурса ĕçлет. Çитĕнÿсем вара куç умĕнчех: ачасем райота тата республикăра иртекен олимпиадăсенче малти вырăнсене çĕнсе илеççĕ. 2004-2005 вĕренÿ çулĕнче Кусков Евгений республикăри наукăпа практика конференцине хутшăнса 2 вырăна тухрĕ, 2005-2006 вĕренÿ çулĕнче вара биологипе республикăри олимпиадăна хутшăнса 2 вырăн çĕнсе илчĕ. Ирина Васильевна районти ачасемпе çамрăксен пултарулăх çурчĕ çумĕнчи «Лидер» клуб ĕçне те йĕркелесе пычĕ. Темиçе çул хушши ачасене хушма пĕлÿ паракан «Этем тата экологи» вĕренÿ пĕрлешĕвне ăнăçлă ертсе пычĕ. Хушма пĕлÿ паракан педагог шкулта сывă пурнăç йĕркишĕн кĕрешекенсен волонтерсен ушкăнне йĕркелесе ячĕ, халĕ вăл республикăра чи ăнăçлă ĕçлекен ушкăн шутланать. Ĕçри пысăк ÿсĕмсемшĕн ăна Чăваш Республикин вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министерствин Грамотипе, «Раççей пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ» хисеп паллипе, Раççей Федерацийĕн вĕрентÿ тата наука ĕçĕн министерствин Грамотипе наградăланă. Вăл – «Раççейри чи лайăх учитель» конкурс çĕнтерÿçи, Раççей Президенчĕн Премин лауреачĕ. Вĕсем мăшăрĕпе икĕ ача çитĕнтереççĕ. Ольăпа Женя иккĕшĕ те И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн студенчĕсем. Ирина Васильевнăна юбилей ячĕпе ăшшăн саламлатпăр. Малашне те ăнăçлă ĕçлеме çирĕп сывлăх, вăй-хал, ырă кăмăл, тулли телей те вăрăм кун-çул сунатпăр.
Зинаида Михайлова
Çыпăçтарнисем: |