Юнкун, çĕртмен 3-мĕшĕнче, Мăн Шетмĕре кашни çул иртекен «Юнкун пуххи» ярмăркка уçăлать — сире унта чăн-чăн кану кĕтет!
«Юнкун пуххи» ярмăркки 10 сехетре пуçланать. Малтан ĕç
хастарĕсене чыслĕç, кайран вара кану программи пуçланĕ: юрăçсемпе
ушкăнсем хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарĕç, спорт ăмăртăвĕсем, «Сăра
ăсти» конкурс иртĕ. Кунтах кулленхи пурнăçра кирлĕ тавар, ал ăстаçисем
хăйсем тунă япалисене сутĕç. Уявра сире шӳрпепе, шашлыкпа хăналĕç.
Чаплă? Сирĕн ку мероприятине килес кăмăл пурах пулĕ? Мăн Шетмĕ ялĕ Красноармейски районĕнче
вырнаçнă. Шупашкартан кунта Газельпе («Чебоксары» — «Анаткасси»
мартшрутлăскерпе) килме пулать. Вăл 8:30 Шупашкартан тухать. 10 сехет
тĕлне çитеттĕр те. Çавăн пекех Йĕпрем (Юпрямы) урлă иртекен автобуссемпе (Вăрнара, Красноармейскине каякансемпе) те килме май пур. Çĕрпӳ-Анат Чăрăш (Анаткасы) автобус маршручĕ те пур.
Ан манăр, уяв 10 сехетре пуçланать! Мăн Шетмĕсем эсир килессе чăтăмсăр кĕтеççĕ!
Çыпăçтарнисем: |