Тăван халăхăмăрăн тĕп хутлăхĕнче - Чăваш Енре - çакнашкал ыйту çивĕчленни ăнланмалла мар пулăм пек туйăнать пулин те ЮНЕСКО чăваш чĕлхине те çухалса пыраканнисен шутне кĕртни чĕлхемĕр инкекĕ çинчен уççăнрах калаçма тытăнтăмăр. Шывра путакан çын улăм пĕрчинчен те пулин тытăнса юлса çăлăнасшăнни евĕрлех чăвашлăхшăн çунакан йăхташсем те кĕрĕк арки йăваласа ларасшăн мар. Çакнашкал шухăш çирĕпленчĕ Чăваш патшалăх гуманитари наукисен институтĕнче иртнĕ "Чăваша чăваш чĕлхи кирлĕ" форума хутшăннă май. Анлă канашлăва Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 115 çул çитнине халалласа Чăваш наци конгресĕ, çÿлерех асăннă тата республикăри вĕрентÿ институчĕсем, "Чăваш Республикин учителĕсен ассоциацийĕ" общество организацийĕн чĕлхипе литература вĕрентекенĕсен секцийĕ йĕркеленĕ.
Форума, тĕпрен илсен, шкулсенче тата ача сачĕсенче наци чĕлхине вĕрентес ыйту тавра пуçарнă. Çавăнпа Чăваш Енри вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕн пĕрремĕш çумĕ Светлана Петрова чи малтан сăмах илчĕ. Калаçу пуçламăшĕнчех вăл чăваш чĕлхипе литературине, тăван ен культурине вĕрентекенсен ассоциацийĕ пурришĕн хĕпĕртенине палăртрĕ. "Сирĕн шухă
...
Малалла вула »