Фоторепортаж
Хĕрача ăсталăхĕ тĕрринчен паллă тенĕ ĕлĕк, хальхи пикесен пултарулăхне мĕне кура хакламалла-ши? Çапла шухăшласа утрăм эпĕ тĕп хулари Ухсай Яккăвĕ ячĕллĕ культура керменне. Кунта /кăçалхипе саккăрмĕш хут ĕнтĕ/ республикăри "Чăваш пики" конкурс иртрĕ. Конкурса Чăваш Енĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчен килнĕ 16 пике хутшăнчĕ.
Малтанах чиперккесене тата уява пухăннисене Чăван наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов, ЧР Культура министерствин пай пуçлăхĕ Сергей Казаков, "Чăваш пики - 2013" конкурс çĕнтерÿçи Алиса Чайникова-Ахахпи тата ыттисем саламларĕç. "Çакнашкал конкурс çамрăксене хавхалантарать, аталанма пулăшать. Малашне те ирттересчĕ ăна. Унта хутшăнакан пикесем кашни çул - хитререн те хитререх. Жюрие паян чи илемлине, чи хÿхĕммине суйласа илме питĕ йывăр пулĕ", - терĕ ЧНК президенчĕ Николай Угаслов.
Пĕрремĕш конкурсра чиперуксем хăйсемпе паллаштарчĕç. Харпăр хăй пултарулăхĕпе ăсталăхĕ çинчен каласа панă чухне чыл
...
Малалла вула »