Тăван халăхăмăрăн тĕп хутлăхĕнче - Чăваш Енре - çакнашкал ыйту çивĕчленни ăнланмалла мар пулăм пек туйăнать пулин те ЮНЕСКО чăваш чĕлхине те çухалса пыраканнисен шутне кĕртни чĕлхемĕр инкекĕ çинчен уççăнрах калаçма тытăнтăмăр. Шывра путакан çын улăм пĕрчинчен те пулин тытăнса юлса çăлăнасшăнни евĕрлех чăвашлăхшăн çунакан йăхташсем те кĕрĕк арки йăваласа ларасшăн мар. Çакнашкал шухăш çирĕпленчĕ Чăваш патшалăх гуманитари наукисен институтĕнче иртнĕ "Чăваша чăваш чĕлхи кирлĕ" форума хутшăннă май. Анлă канашлăва Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 115 çул çитнине халалласа Чăваш наци конгресĕ, çÿлерех асăннă тата республикăри вĕрентÿ институчĕсем, "Чăваш Республикин учителĕсен ассоциацийĕ" общество организацийĕн чĕлхипе литература вĕрентекенĕсен секцийĕ йĕркеленĕ.
Форума, тĕпрен илсен, шкулсенче тата ача сачĕсенче наци чĕлхине вĕрентес ыйту тавра пуçарнă. Çавăнпа Чăваш Енри вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕн пĕрремĕш çумĕ Светлана Петрова чи малтан сăмах илчĕ. Калаçу пуçламăшĕнчех вăл чăваш чĕлхипе литературине, тăван ен культурине вĕрентекенсен ассоциацийĕ пурришĕн хĕпĕртенине палăртрĕ. "Сирĕн шухăша пĕлмеллех, илтмеллех пирĕн. Вĕренÿ тытăмĕ патшалăхăн çĕнĕ стандарчĕсем çине куçнă май ĕçсене мĕнле йĕркелесе пымаллине пĕрле канашласа йышăнмалла", - терĕ Светлана Владимировна.
Стандарт тенĕрен, республикăра 1-4 классенчи вĕрентĕве çĕнĕлле йĕркелеме программăсене хатĕрлесе çитернĕ, 2015 çулта вара 5-9-мĕшсем валли те хатĕр пулмалла. Вĕренÿ тытăмĕнчи улшăну - Федерацин патшалăх çĕнĕ стандарчĕсем çине куçасси - ача сачĕсене те пырса тивĕ. Çавна май наци чĕлхине шкулсенче, ача сачĕсенче мĕнле йĕркепе-хурăмпа вĕрентесси çинчен те тĕплĕн шухăшласа йышăнмалла. Светлана Владимировна çакăн çинчен форумра пусарсах ăнлантарнă май юлашки вăхăтра республикăри хăш-пĕр шкулăн вĕренÿ эрнине пилĕк кунлăх йĕрке çине куçас опычĕ çинчен те самай çивĕч калаçрĕ:
- Вăтам шкулта çĕнĕ стандартсене пăхăнса пĕлÿпе воспитани памашкăн тытăнсан наци компоненчĕ валли пилĕк кунлăх вĕренÿ эрни меллĕ мар. Тăван чĕлхе-литературăна, тăван ен культурине вĕрентесси ултă кунлăх программа чухне кăна тивĕçлĕ шайра пулса пыраять. Çавна май министерство республикăри мĕнпур районти шкулсене халичченхи пекех - вĕренÿ эрнине кĕскетмесĕр - ĕçлесе пымашкăн сĕнет, - терĕ вăл.
Çак сăмахсене илтсен залра ларакансенчен чылайăшĕ алă çупса ячĕ: хĕпĕртемелли хыпар пулчĕ ку чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсемшĕн.
Вулакана аса илтерсе хăварни вырăнлă-тăр: пилĕк кунлăх тытăма куçнă шкулсенчен хăш-пĕринче сехетсене кĕскетессине наци компоненчĕ шучĕпе меллештернĕ. Тĕслĕхрен, Элĕкри вăтам шкулта 5-9 классенче тăван чĕлхепе литература урокĕсен шучĕ чакнă. Республикăри массăллă информаци хатĕрĕсенче, çав шутра "Хыпарта" та, çак ыйтăва самаях çивĕччĕн çутатрĕç. Акă мĕншĕн вĕрентÿ тытăмĕн республикăри пуçлăхĕсем самай пуç ватнă хыççăн пиçсе çитнĕ сĕнĕве халăх хавхаланса йышăнчĕ.
Чăваш наци конгресĕн пĕрремĕш вице-президенчĕ Валерий Клементьев сăмахĕнче чăваш чĕлхине хÿтĕлесе хăварасси тĕпре пулчĕ. Конгресс тулашри йăхташсен тăван чĕлхене вĕрентес ĕçри йывăрлăхĕсемпе халиччен те кĕрешнĕ, малашне вара тата та çине тăма тивĕ: хăш-пĕр шкулта вĕрентекенсем ватăлса пыраççĕ, вĕсен ĕçне малалла тăсма вара хатĕр специалист çукки ура хурать. Вĕренÿ кĕнекисемпе тивĕçтерес ыйту та çаплипех çивĕчленсе пырать-мĕн. Апла пулин те республика тулашĕнче пурăнакансен тĕлĕшпе савăнмалли хыпарсем çук мар. Акă аякри Казахстан çĕрĕнче чăвашсем эрнере 4 урок тăван чĕлхе вăрттăнлăхĕсене шĕкĕлчеççĕ.
Республикăри тĕрлĕ шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕренÿ планĕпе килĕшÿллĕн мĕнле вĕренсе пымалли çинчен ЧР вĕрентÿ институчĕн чăваш чĕлхипе литератури кафедрин ертÿçи Анна Егорова форума килнĕ вĕрентекенсене тĕплĕн ăнлантарчĕ. Анна Семеновна шкулсенче наци сăн-сăпатне еплерех кăтартмаллине те уçăмлатрĕ. Асăннă форум Çеçпĕле халалласа иртнине шута илсе поэт çырнине вырăнлă илсе кăтартрĕ: "...Авал асаттесене мăшкăл тунисене манас мар. Мăшкăл айĕнчен чĕрĕ тухнă чĕлхе тĕнчере çухалмĕ." Çак сăмахсен çумне вăл çапла хушса хучĕ: "Хамăр тăрăшсан..."
Чăваш чĕлхипе кулленхи калаçура мĕнле усă куратпăр-ха паян эпир?Чăваш патшалăх гуманитари наукисен институчĕн этнологипе социологи уйрăмĕн ăслăлăх ĕçченĕн, Испанирен Чăваш Ене килсе тĕпленнĕ социологăн Алос и Фонт Экторăн, тĕпчевĕсем çак чăнлăха куç умне туллин кăлараççĕ - çÿçентерсех яраççĕ. Кил-йышра чăвашла чиперех калаçакан ачасем шкул алăкĕн урати урлă ярса пуссанах тăван мар чĕлхепе - вырăсла - пуплеме пуçлаççĕ. Çакăн çинчен питĕ пăшăрханса каларĕ вăл. Тĕрĕс мар-и? Унăн тепĕр шухăшĕ: "Акă паян черетлĕ хутчен канашлăва пухăнса тăван чĕлхе çинчен калаçатăр. 20 çул темĕн сÿтсе яватăр, тĕрлĕ резолюци йышăнатăр. Вĕсене çыру мелĕпе влаçра тăракан тĕрлĕ инстанцие çитеретĕр те темĕн ырри кĕтме тытăнатăр. Çарта салтаксем командир хушăвне кĕтнине аса илтерет çакă. Ăнланăр, чĕлхене упраса хăварас тесен "çÿлтен" улшăну кĕтни кăна çителĕксĕр. Хăвăрăн шухăшлава улăштармалла. Хытса ларнă субъект пек мар, чăн-чăн граждансем пек шухăшлама пуçласамăр. Ăсчах каланă çак сăмахсемпе çĕр процент таранах килĕшме тивет. Тĕрĕс мар-и?
Резолюци тенĕрен, вĕсен списокĕ вара форум пĕтĕмлетĕвĕнче самаях вăрăм çырăнчĕ. Çÿлерех асăннă сĕнĕве - шкулсене 6 кунлăх вĕренÿ эрни çине куçассине, çапла майпа тăван чĕлхепе литература урокĕсен сехечĕсене туллин сыхласа хăварассине - пĕрремĕш вырăна лартрĕç. Резолюцисенче, тĕпрен илсен - шкул шайĕнче чĕлхене мĕнлерех аталантарса пырасси. Шкул ÿсĕмне çитменнисен организацийĕсенче, училищĕсенче, колледж-техникумра, аслă шкулсенче чăваш чĕлхине вĕренÿ планне кĕртсе вĕрентессине, çакна валли тивĕçлĕ программăсемпе методика литератури хатĕрлемеллине пайăррăн палăртрĕç. Ача сачĕсенчи воспитательсем валли чăваш чĕлхи вĕрентме пулăшакан курссем йĕркелемеллине, радиопа телекуравра ача-пăча валли хатĕрленĕ чăвашла кăларăмсен йышне ÿстермеллине асăнчĕç. Чăваш Енре янтăласа кăларакан юр-варпа ĕçме-çимене, географи объекчĕсене чăвашла ят парас ыйтăва та айккинче хăвармарĕç. Форум резолюцийĕнче кăтартнă ĕçсене пурнăçа кĕртме Чăваш Республикин бюджетне çирĕплетнĕ чухне уйрăм статья йĕркелесси çинчен те ыйтса çырчĕç канашлăва хутшăннисем.
Ан тив, çакă йăлтах çарти йĕркене аса илтерсен те - ырă улшăну-пуçару пултăрччĕ.
Ирина ПУШКИНА Çыпăçтарнисем: |