Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх 2013 çулшăн литературăпа ÿнерте тата культура аталанăвĕнче палăрнă пултаруллă çынсене Нестер Янкас ячĕллĕ Преми памашкăн кандидатсем тăратмашкăн халăх умне сĕнÿпе тухать. Кандидат çинчен калакан характеристикăна тата ăна тăратакан организацин ыйтса çырнине Преми паракан комиссине 2014 çулхи нарăсăн 20-мĕшĕччен çитермелле.
Нестер Янкас ячĕпе хисепленекен преми тĕллевĕ çакăн пек: чăваш культурипе искусствине, литературипе чĕлхине аталантарас, культурăпа истори палăкĕсене упрас, халăхсен туслăхне çирĕплетес, ÿссе çитĕнекен ăрăва тĕрĕс-тĕкел воспитани парас, уйрăм çынсен пултарулăхне аталантарас, наци культурин çитĕнĕвĕсене халăх хушшинче сарас енпе тунă ĕçсемшĕн хавхалантарасси.
Премие чăваш культурине, литературипе искусствине малалла аталантарас ĕçре уйрăмах палăрнăшăн, районти ял çыннисен тĕрлĕ социаллă сийĕн культура аталанăвĕнчи халăх пултарулăхĕн хастарлăхне ÿстернĕшĕн параççĕ.
Премие уйрăм пултаруллă çынсене, пултарулăх коллективĕсене, шкулсемпе ача сачĕсене, патшалăх предприятийĕсемпе учреждени
...
Малалла вула »