Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Раштав 2012  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
     12
3456789
10111213141516
17181920212223
24252627282930
31
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Паянхи шкул ачин ятарлă тум-тир пулмалла-и?
Пурĕ миçе ответ: 15
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Юнкун, 18.12.2024, 20:50
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2012 » Раштав » 29 » 2013 – ÇĔЛЕН ÇУЛĔ
    2013 – ÇĔЛЕН ÇУЛĔ
    18:12
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    2013 çул Хĕвел тухăç гороскопĕпе – хура Çĕлен çулĕ. Вĕçленсе пыракан çулăн хуçи – Аçтаха – власть тилхепине ăна февралĕн 10-мĕшĕнче кăна парать пулин те, эпир Çĕнĕ çула декабрĕн 31-мĕшĕнче çĕрле кĕтсе илетпĕр, апла-тăк – Çĕлен çулне те.
    Çĕлен çулĕнче пысăк улшăнусем пулаççĕ тесе систереççĕ астрологсем. Çапах та иртсе пыракан Аçтаха çулĕпе танлаштарсан, Çĕлен çулĕ лăпкăрах тата аркатусăртарах пулма тивĕç. Культура, эстетика, илем патне туртăнасси ӳсет. Тибет астрологийĕпе килĕшӳллĕн, 2013-мĕш – шыв Çĕленĕн çулĕ, апла-тăк унăн тĕсĕ – кăвак. Шыв Çĕленĕ пуян фантазипе, артистлăхпа, искусствăпа музыкăна юратнипе уйрăлса тăрать.
    Ăс-тăнпа çыхăннă ĕçре тăрăшакансен ĕçĕ ăнать ку çул. Китай гороскопĕнче ахальтен-им Çĕлен ăс-тăн, шухăшлав, ирĕклĕх палли? Çавăнпа тĕплĕн шутлакансене Çĕлен пулăшусăр хăвармастех эппин. 2013 çул пĕр-пĕрне чăнах та юратакансемшĕн мăшăрланма ăнăçлă. «Пĕр каçлăх юратупа» аппаланакансене вара çулталăк хуçи килĕштермест.
    Укçа-тенкĕ тĕлĕшĕнчен çакна каламалла: хăйĕн вăйĕпе тата ăс-тăнĕпе ĕçлесе илекенсен кĕсйи самаях хулăнланма тивĕç. Укçа çăмăллăн кĕрессе кĕтмелле мар.
    2013 çулта çуралакан ачасем ăнăçуллă çынсем пулĕç, пысăк çитĕнӳсем тăвĕç. Вĕсем кама юратмаллине хăйсем суйласа илеççĕ, çын каланине итлемеççĕ.
    Политика енчен тăнăç мар лару-тăру пуласса систереççĕ астрологсем. Пăлхавсем çĕршывпа çĕршыв хушшинче мар, пĕр çĕршывра шалта пулаççĕ-мĕн. Çут çанталăк катастрофисем те пулкалас хăрушлăх пур.
    Çĕнĕ çул ăнăçу кӳтĕр тесен ăна кĕтсе илме пĕлмелле теççĕ астрологсем. Çĕлен çулне мĕнле кĕтсе илмелле-ха?
    Çĕлен ытла шавлă ушкăнсене юратмасть, çавăнпа та Çĕнĕ çула лăпкăн, çемьепе килте кĕтсе илмелле. Çĕленĕн космосри элеменчĕ – вут, çавăнпа та камин, çутнă çуртасем вырăнлă. Елка çине çĕлен кĕлеткине çакмаллах, çавăн пекех симĕс чăрăша кĕмĕл тĕслĕ мишурапа, йăлтăркка шарсемпе илемлетмелле.
    Çĕнĕ çул сĕтелĕ çинче тĕп вырăнта ашран хатĕрленĕ тĕрлĕ апат пулмалла. Паллах, салатсем те тĕрлĕрен пулччăр (ашран хатĕрленисем ытларах пулсан пит аван). Çыртмаллисене техĕмлĕ курăксемпе илемлетмелле (çĕлен «тарса пытанма» пултартăр). Çавăн пекех Çĕлен çăмарта юратать, апла-тăк унран хатĕрленĕ апат та вырăнлă. Шыв Çĕленĕ пулă юратнине те манмалла мар. Сĕтел варрине ваза çине хыр туратти лартса хумалла, вăл Хĕвел тухăçĕнче вăрăм ĕмĕр тата ăнăçу палли.
    Çывăх çынсене Çĕнĕ çул ячĕпе мĕн парнелемелле? Çĕлен вичкĕн ăслă, ĕçчен, çавăнпа та ăна усăллă парне кăмăлне каять. Килти хуçалăхра кирлĕ техникăран (пылесос, тĕслĕхрен) тытăнса йогуртница таранах вырăнлă. Ĕçпе çыхăннă презентсем те япăх мар – кун кĕнеки, визитница, электронлă кĕнеке… Эреш тавраш парнелес тетĕр-тĕк, хаклă йышши чулсенчен тунисене суйлăр. Çĕлен ӳкернĕ календарь е çулталăк хуçин кĕлетки – чи кирлĕ парнесенчен пĕри.
    Çĕнĕ çула кĕтсе илмешкĕн мĕнле тум тăхăнмаллине вара «Мода тата илем» рубрикăра вуласа пĕлме сĕнетпĕр.
    ЙĔКЕХӲРЕ (1924, 1936, 1948, 1960, 1972, 1984, 1996, 2008)
    Хăвăра эсир ку çул пĕр вырăнта тăпăртатса тăнă пек туйăнать, анчах та ку апла мар, ĕçсем эсир кĕтнинчен майĕпенрех пулса пыраççĕ çеç. Çавăнпа та пуçа усма кирлĕ мар, хăвăр тĕллевĕр патне çирĕппĕн утăр. Çапла тусан шутланине те пурнăçа кĕртме пулать, пурлăха та ӳстерме май пур. Юратура та лайăх улшăнусем пулаççĕ. Енчен те эсир Турă çырнине халиччен тĕл пулман-тăк, лайăх çынна тĕл пулас шанăç пысăк. Çĕнĕ паллашусем, тĕлпулусем, ĕç нумай пулаççĕ. Çулталăк уйрăмах творчество çыннисемшĕн тата коммерсантсемшĕн ăнăçлă. Шалти сасса тата çывăх çынсем каланине итлемелле.
    ВĂКĂР (1925, 1937, 1949, 1961, 1973, 1985, 1997, 2009)
    Пĕр тикĕс мар çул кĕтет сире. Сирĕн плансене пурнăçлама ялан темскер кансĕрлет. Анчах та, тепĕр енчен, мĕн пулсан та сире усă кăна кӳрет. Çак çул çемье çавăрас текен Вăкăрсене çăлтăрсем васкама хушмаççĕ. Тĕпрен илсен сире ку çул çăмăлах пулмасть, чирлес, агрессипе тĕл пулас хăрушлăх пур. Чирлес мар тесен спортпа туслашмалла. Çăмăлттайла ан шутлăр. Ĕçре тимлĕрех пулмалла, ĕçтешсемпе вăрçăшмалла мар – хирĕçӳсем ырри патне илсе çитермеççĕ. Çынсемпе калаçнă чух хăвăра яланах алăра тытма тăрăшмалла.
    ТИГР (1926, 1938, 1950, 1962, 1974, 1986, 1998, 2010)
    Ку паллăпа çуралнисене ăнăçлă çул кĕтет, Çĕлен кĕрешӳре эсир вăйлă тата хăюллă пулнине хисепе хурать, çавăнпа та ура хумасть. 2013 çулта эсир пысăк коллективпа та ăнăçлăнах ĕçлеме пултаратăр, истори юхăмĕ çине те витĕм кӳреетĕр… хăвăр ĕçлекен фирмăнне те пулин. Вăйлă тата тӳрĕ кăмăллă Тигрăн хăйĕн энергине ырă ĕç тума ямалла. Хуть мĕнле ĕç тунă чух та лайăх шутлăр, унсăр нимсĕр тăрса юлма та пулать. Ĕçре шутланине пĕччен мар, ĕçтешсемпе пĕрле пурнăçлама тăрăшăр. Çĕнĕ паллашусем, усăллă тата перспективлă çыхăнусем пулаççĕ. Пуçĕпех ĕçе путса сывлăх çинчен çеç манса ан кайăр.
    КУШАК (КРОЛИК) (1927, 1939, 1951, 1963, 1975, 1987, 1999, 2011)
    Лайăх çул. Çĕлен пур япалан тупсăмне шырама юратни Кушак çине те витĕм парать, тинех вăл чун канăçне тупать. Лăпкă, ырă Кушак яланах тĕнчере мир пултăр тесе тăрăшать, çакăн тĕп вăрттăнлăхне те пĕлет: «Пурнăçа лайăхлатас тесен хăвăнтан пуçла». Ку тĕрĕс, анчах та тимлĕ пулăр, хăш-пĕрисем сирĕн ырă кăмăлăрпа усă курса хура ĕçсем тума хăтланасшăн пулĕç. Çулталăкăн пĕрремĕш çур çулĕнче хастар пулмалла: çĕнĕ çынсемпе паллашмалла, çул çӳремелле, карьера тумалла. Çулталăкăн иккĕмĕш пайĕнче çемье çине ытларах тимлĕх уйăрăр. Çĕнĕ проектсем тупăш кӳреççĕ.
    АÇТАХА (1928, 1940, 1952, 1964, 1976, 1988, 2000, 2012)
    Аçтахашăн япăх мар çул. Çĕлен ăна çӳле вĕçме кансĕрлемест. Ăнăçу хыççăн ăнăçу кĕтет ăна, нумай чух ытлашши вăй хумасăрах. Çынсем Аçтаха патне пыл сĕрсе хунă пек туртăнаççĕ, çакă ăна уçăлман алăксене те çăмăллăнах уçса кĕме май парать. Аçтаха ăçта пулсан та курăнмасăр юлмасть. Унăн кăçал ĕçлесех килмест. Анчах та пĕтĕм ĕçе хăйне пăхăнса тăракансем çине тиеме тăрăшмалла мар, политикăлла тавлашусене те хутшăнмалла мар. Астăвăр: Çĕлен чи малтан хăйне тата çĕнтерессе шанакансене пулăшма тăрăшать. Укçа енчен тупăшлă çул. Теветкелленме хăрамалла мар, анчах та иккĕленӳ çуратакан проектсемпе, япăх пĕлекен çынсемпе çыхланмасан лайăхрах пулĕ. Çулталăк вĕçĕнче сывлăхăр çине тимлĕх уйăрăр.
    ÇĔЛЕН (1929, 1941, 1953, 1965, 1977, 1989, 2001)
    Çĕлен телейлĕ пулать, ара, ку унăн çулĕ вĕт! Чи пĕлтерĕшли – сисĕме шанмалла, логикăна мар. Çĕленĕн çынсене ӳкĕте кĕртес пултарулăх пурри ку çул уйрăмах палăрать. Ĕçре яланхи схемăпа – васкамасăр, хыпăнмасăр – ĕçлесен çитĕнӳсем кĕтеççĕ. Çынсем ăнăçуллă Çĕлене пĕр тăрăшмасăрах укçа кĕрет тесе шутлама пултараççĕ, анчах та çитĕнӳсем мĕнле йывăрлăхпа пулнине вăл хăй çеç пĕлет. Çĕнĕ проектсем сĕнсен пĕр шутламасăрах ĕçе пуçăнăр. Укçа-тенкĕпе çыхăннă лару-тăру тупăшлă пулать.
    ЛАША (1930, 1942, 1954, 1966, 1978, 1990, 2002)
    Тĕп асăрхаттару: 2013 çулта Лаша ăссăрла юратăва пула нимсĕр тăрса юлма пултарать. Асра тытăр – кăçал сирĕншĕн юрату вăрăма тăсăлаканни мар. Тĕпрен илсен, çулталăк япăх мар иртет. Çĕнĕ паллашусем пурнăçа лайăх енне улăштарма май параççĕ. Сирĕн темиçе хутчен те пĕлтерĕшлĕ суйлав тума тивет. Тĕрĕс хурав тупас тесен чи малтан ялан çак ыйту çине хуравлăр: «Маншăн мĕн кирлĕрех?» Аякка командировкăна кайма тивсен çулташсемпе тата палламан çынсемпе асăрхануллăрах пулăр. Бизнесра, ĕçре пысăк çитĕнӳсем тума май пур.
    КАЧАКА (СУРĂХ) (1931, 1943, 1955, 1967, 1979, 1991, 2003)
    Сирĕншĕн çăмăл çул тееймĕн. Çĕлен çак палла юратсах каймасть, çавăнпа та тĕрлĕ тĕрĕслевсем хатĕрлеме пултарать сире валли. Анчах пуçăра ан усăр. Çĕленĕн куçĕ тĕлне лекме тăрăшмалла мар, ан тив пĕремĕкĕ сире ан тивтĕр, анчах та пушшинчен те хăтăлма май пур вĕт. Çулталăкăн пĕрремĕш çурринче ĕçри хирĕçӳсенчен пăрăнма тăрăшăр. Çулталăкăн иккĕмĕш çурринче укçа-тенкĕпе асăрхануллăрах пулмалла, кирлĕ мар япала туянмалла мар. Аслăрах çынсем каланине итлемелле. Чееленмелле мар, улталамалла мар.
    УПĂТЕ (1932, 1944, 1956, 1968, 1980, 1992, 2004)
    Лайăх, анчах канăçсăр çул. Хирĕçӳсенчен пăрăнма май çук. Анчах та Упăте, чее те ăслăскер, хуть хăш лару-тăруран та хăйшĕн усăллине илме пĕлет. Карьера пусмипе хăпарса вăл хăйĕнчен витĕмлĕрех çынсемшĕн те усăллă пулма пĕлет. Кăçал эсир хăвăрта унччен пулман пахалăхсене аталантарма пултаратăр. Карьера ӳсĕмĕпе пĕрлех пурлăх ӳсĕмĕ те кĕтет сире. Çывăх çынсемпе тăвансем çине тимлĕх уйăрма ан манăр. «Чăрмавсене асăрхамасăр тĕллев патне», – çапларах девизпа пурăнатăр эсир Çĕлен çулĕнче.
    АВТАН (1933, 1945, 1957, 1969, 1981, 1993, 2005)
    Хăйне хăй ытлашши хытă шанни тата тӳррĕн калама хăнăхни Автанăн кăçал кăмăлне пĕрре мар пăсать. Унăн интересĕсем ытларах ĕçпе çыхăннă. «Автансăр та хĕвел тухать», – тенине ялан асра тытăр, хăвăр чĕлхĕре чарайманни сиен ан кӳтĕр. Ĕçре яваплă пулни вара лару-тăрăва лайăхлатать. Çаксене шута илсе лăпкă пурăнсан вара çулталăк япăхах мар. Интереслĕ пулăмсем, паллашусем çителĕклĕ. Кашни пушă вăхăтпа усă курса канма тăрăшмалла. Çул çӳревсем сире вăй хушаççĕ. Пысăк укçапа çыхăннă документсемпе асăрхануллă пулмалла.
    ЙЫТĂ (1934, 1946, 1958, 1970, 1982, 1994, 2006)
    Йытта Çĕленпе пĕр чĕлхе тупма çăмăл мар: сирĕн хĕрӳлĕхĕрпе пĕр вырăнта тăма пĕлменлĕхе лăпкă та ырă пурнăç тума тăрăшакан çулталăк хуçи кăмăлламасть. Хăвăрăн туйăмăрсене «йĕвенре» тытмалла. Пур çĕрте те виçеллĕ пулма тăрăшмалла. Çавăн пекех ку çул сире унчченхи йăнăшсене тӳрлетме май парать. Мухтавпа тупăш хыççăн вĕçтерсе пынă чух пĕр ахаль нимĕн те пулманни çинчен асра тытăр. Нумай ĕçлеме тивет. Çывăх çынсенчен пулăшу ыйтма вăтанмалла мар. Романтикăлла тĕлпулу пулма пултарать.
    СЫСНА (1935, 1947, 1959, 1971, 1983, 1995, 2007)
    Сыснана укçа-тенкĕ енчен ăнăçу кĕтет. Çине тăни, ĕçе юратни, тимлĕх, яваплăхран хăраманни, çивĕч проблемăсенчен пăрăнманни сире тупăш кӳрет. Нумай ĕçлеме тивет, анчах та хăвăр вăй çитнĕ таран кăна ĕçлĕр, унсăр çитĕнӳсем тума çук. Эсир хисепе тивĕçетĕр, усăллă паллашусем пулаççĕ. Çĕлен çулĕнче шанчăклă юлташсем тупас шанăç пысăк. Çывăх çынсене проблемăсене татса пама пулăшма тивет. Пур çынна та ан шанăр.
    Çĕнĕ 2013 çул ячĕпе сире, хисеплĕ вулаканăмăрсем!
    Çыпăçтарнисем:
    Категори: | Миçе çын пăхнă: 702 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегисем: | Рейтинг: 5.0/1 |
    Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)