Шăматкун, акан 2-мĕшĕнче, Шупашкарти шкул тулашĕнчи ĕçсен «Эткер» центрĕнче Яков Ухсай çуралнăранпа 100 çул çитнине халалласа ирттернĕ ăмăртăвĕ вĕçленчĕ.
Ăмăрту темиçе тапхăртан тăнă — килти ĕç (ăслăлăх тĕпчевĕ ирттермелле пулнă), сăмахкаçмăшсен ăмăртăвĕ (куçăмсăр майпа иртнĕ), сценарисемпе паллаштарасси тата интелектуаллă кĕрешӳ. Шăматкун «Эткерте» сценарисемпе паллаштарчĕç тата «кĕрешӳ» иртрĕ.
Чи малтанах ачасен умĕнче ятарласа чĕннĕ хăнасем тухса калаçрĕç: пултаруллă сăвăçăн хĕрĕ Ольга Яковлевна, паллă сăвăç Юрий Сементер, çыравçă-журналист Аристарх Димитриев тата ыттисем. Вĕсем Яков Ухсай пултарулăхĕпе паллаштарчĕç, ăна сăнласа пачĕç.
Малалла вара ăмартăвăн сценарисемпе паллаштармалли пайĕ пуçланчĕ. Ăна хатĕрленĕ чухне хутшăнакансен Яков Ухсай сăввисене е ăна халалласа çырнă хăйсен сăввисене тĕпе хурса мĕнле те пулин представлени тумалла пулнă. Çĕнтерме чăн та йывăр пулчĕ — артист та пулмалла, Яков Ухсайăн кун-çулне те пĕлмелле. 10 минут хушшинче пĕтĕмпех кăтартма та çамăл мар. Жюрире ларакансем çавăн пекех тумĕсене те хакларĕç, тĕпе хунă хайлав Яков Ухсай пурнăçĕпе епле çыхăннине тишкерчĕç.
Сценарисемпе паллаштарнă хыççăн интелектуаллă кĕрешӳ п
...
Малалла вула »