Чăваш чĕлхин грамматикине лайăх пĕлекенсен "Çамрăк ăсчах-2011" вăйă конкурсăн пĕрремĕш куçăмсăр турĕ малалла пырать. Хальлĕхе унта 140 ача хутшăнма кăмăл тунă. Ытларах Вăрмар, Элĕк, Красноармейски, Хĕрлĕ Чутай, Канаш, Комсомольски, Патăрьел, Етĕрне районĕсенчи шкул ачисем хастар. Шупашкар хулинчен те пур вĕсем. Тутар Республикинчи чăваш шкулĕсенчен те хутшăнакан пур. Асăрхаттаратпăр: вăйă конкурсăн пĕрремĕш турĕ ака уйăхĕн 14-мĕшĕнче вĕçленет. Унта чи нумай балл пухнă 30 ача иккĕмĕш куçăмлă тура хутшăнма ирĕк илет. Вăл Чăваш Республикин Красноармейски райоĕнчи Красноармейски иккĕмĕш шкулĕнче пулать. Кун пирки ятарлă çыру пулать.